Шырав
Шырав ĕçĕ:
Амӑшӗ ывӑлӗпе эрне хушши калаҫмарӗ, анчах амӑшӗ чӗнменни уншӑн лайӑх та пулчӗ: эрне хушшинче вӑл кӳршӗсен кушакӗсене пӗтӗмпех персе вӗлерчӗ, ҫавна пула хӑйӗн кӑвакарчӑнӗсене нумай вӑхӑтлӑха хӑрушлӑхран ҫӑлчӗ.
XXI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Парнеленӗ ҫаплах хӑйӗн варлине патша Ливи тӑвӗсен аркинчи вӑрмансенче чи малтан ҫурӑлакан ҫурӑм ути чечекӗсем евӗр аметистсене, — ҫиле чарса лартакан, ҫилле ҫемҫетекен, ӳсӗрӗлесрен сыхлакан, тискер кайӑксене тытнӑ чух пулӑшакан тӗлӗнмелле вӑй-хӑватлӑ аметистсене; юратура телей паракан, мӑшӑрсен харкашӑвне пусӑрӑнтаракан, патша тарӑхӑвне сирсе яракан, лашана алла вӗрентнӗ вӑхӑтра тата сутнӑ чух ӑнӑҫу кӳрекен Персеноль бирюзине; кушак куҫне те — хӑй хуҫин пурлӑхне, ӑстӑнӗпе сывлӑхне сыхлаканскере; шупка, ҫыран таврашӗнчи тинӗс шывӗ евӗр кӑвакрах симӗс вериллие те — куҫа шур илесрен тата юхан-суранран хӳтӗлекен хатӗре, ҫулҫӳренсен ырӑ юлташне; нумай сӑрлӑ ахах та — ӑна хӑй ҫумӗнче тытакан тӑшмансен каварӗнчен хӑрамасть тата ҫӗр кисреннӗ чухнехи хӑрушлӑхран сыхлӑхлӑ; нефрита та — аҫа ҫапассине сирекен кӑчкӑ чулне; симӗсрех панулми тӗслӗ, тӗксӗмрех ҫутӑ онихие те — хуҫине вутран тата ухмаха тухасран хураллаканскере; тискер кайӑксене чӗтреве ертекен ясписа та; калаҫу хитрелӗхне ӳстерекен хура чӗкеҫ чулне те; йывӑрлӑ хӗрарӑмсем хисеплекен ӑмӑрткайӑк чулне те, чӗпписем тухас вӑхӑт ҫитсен, хайсен йӑвисене хураҫҫӗ ӑна ӑмӑрткайӑксем; пӗчӗк хӗвелсем евӗр ҫиҫекен, Офиртан илсе килнӗ заберзата та; ылттӑн пек сарӑ хрисолта та — сутуҫӑсемпе вӑрӑсен тусне; патшасемпе вӗсен арӑмӗсем юратакан сардоникса та; хӑмла ҫырли тӗслӗ лигирие те: пуриншӗн те паллӑ, стена витӗрех курма пултаракан ҫивӗч куҫлӑ ҫӳлевӗҫсен хырӑмӗнче тупаҫҫӗ ӑна, — ҫавӑнпа та лигирипе ҫӳрекенсем яланах ҫивӗч куҫлӑ пулаҫҫӗ, — кунсӑр пуҫне вӑл сӑмсаран юн кайнине чарать тата тӗрлӗ сурансене, вӗсене чулпа та тимӗрпе амантса туман пулсан, тӳрлетет.
VIII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Анчах выльӑх пуҫ мими ӗнтӗ чарса тӑракан, хӑрушлӑхран сыхланма хушакан наркӑмӑшпа сӗткенленнӗ, ҫын ушкӑнӗ юн курасшӑн, анчах хӑрать, курасшӑн та, курасшӑн мар та вӑл, ҫапла хӑй ӑшӗнче курӑнми кӗрешӳ пынӑ пирки вӑл чуна пырса тивекен киленӗҫ туять, вӑл — пурӑнать.
Кичемлӗх патшалӑхӗ // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 671–683 стр.
Каҫсенче — офицерсен клубӗнче пулатпӑр, вӑл эпӗ кунта килсен уҫӑлчӗ, унта пуринчен ытла ҫамрӑксем савӑнаҫҫӗ, торпедӑсемпе атакӑланӑ хыҫҫӑн вилӗмлӗ хӑрушлӑхран тухса ӑмсантарас хаваслӑхпа ташлама тытӑнаҫҫӗ те, хӗрарӑмсемпе калаҫаҫҫӗ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Уйӑх ҫутинче бронза пек ялтӑраса, вӑл пирӗн тавра хиврен ҫаврӑнчӗ, калӑн Игорьпе иксӗмӗре хыҫра, ҫав вӑрман леш енче, тӑрса юлнӑ мӗнпур хӑрушлӑхран сыхласшӑн тесе.
27 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Каҫхине гостинӑя (хӑна пӳлӗмне) самовар тавра пухӑнса, хӑрушлӑхран епле хӑтӑлни ҫинчен савӑнӑҫлӑн шӑкӑлтатса лартӑмӑр.Вечером мы соединились в гостиной около самовара, весело разговаривая о минувшей опасности.
Романа кӗртмен сыпӑк // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Кирек те мӗнле хуйхӑ-суйхӑран та, инкек-синкекрен те, хӑрушлӑхран та тарса хӑтӑлма пулать.
16 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Анчах хӗрарӑмсене хӑрушлӑхран сыхласси ҫинчен шухӑшлама кирлӗ.
Улттӑмӗш сыпӑк. Пугачевщина // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Анчах Яик казакӗсем, ҫак ҫӗршыври тӳлеклӗхе, хӑрушлӑхран сыхлама, хураллама хушнӑскерсем, чылайранпа ӗнтӗ хӑйсем те правительствӑшӑн лӑпкӑ мар та хӑрушӑ ҫынсем пулнӑ.
Улттӑмӗш сыпӑк. Пугачевщина // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Маларах каланине шута илсе тата пӗрлехи хӑрушлӑхран сыхланса, кӑҫал районта килти хушма хуҫалӑхсенчи 48 пин чӑх-чӗп тӗлӗшпе профилактика иммунизацийӗ ирттерме палӑртатпӑр.
Кайӑк грипӗнчен асӑрханар // Л. БОЯРИНОВА. http://www.zp21rus.ru/v-rajone/6993-kaj- ... as-rkhanar
Хӑрушлӑхран тарса хӑтӑлма май ҫук темелле.
1-мӗш сыпӑк. Том вылять, ҫапӑҫать, тарать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Ҫак шоссерен аякка, хӑрушлӑхран, вӑрҫӑран аякка чӗнет.
Лаох // Василий Алентей. Василий Алентей. Лаох. Хырсем ӗмӗрех ем-ешӗл. Повестьсем. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970
Унта ҫакӑн пек ҫырнӑ пулнӑ: «Ҫӗр ҫитмӗл иккӗмӗш ҫулхи елул уйӑхӗн вунсаккӑрмӗш кунӗнче, — ку вӑл Симон виҫҫӗмӗш ҫул аслӑ священникра ларнӑ чухне пулнӑ, — 28. Сарамельте пире халӑхпа священниксен, халӑх пуҫлӑхӗсемпе ҫӗршыври аслӑ ҫынсен пысӑк пухӑвӗнче ҫапла каласа пӗлтернӗ: 29. ҫак ҫӗршывра нумай хутчен вӑрҫӑ пулнӑран Иарив йӑхӗнчен тухнӑ Маттафия ывӑлӗ Симон тата унӑн тӑванӗсем, Иудея халӑхӗн сӑваплӑ Ҫурчӗпе саккуна сыхласа хӑварас тесе, хӑрушлӑхран хӑрамасӑр хӑйсен халӑхӗн тӑшманӗсене хирӗҫ тӑчӗҫ, хӑйсен халӑхне пысӑк мухтава кӑларчӗҫ.
1 Мак 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
44. Хӑрушлӑхран тараканни шӑтӑка кӗрсе ӳкӗ; шӑтӑкран тухаканни мӑйкӑча ҫакланӗ: Эпӗ Моав ҫине тавӑру ҫулталӑкне ҫитерӗп, тет Ҫӳлхуҫа.
Иер 48 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Тата: хӑшӗ-пӗри, ишме, хаяр хумсем урлӑ ишсе каҫма шутласассӑн, йывӑҫ таткинчен пулӑшу ыйтать, ҫыннине лартса каякан караппа танлаштарсассӑн вӑл — ӑпӑр-тапӑр ҫеҫ: 2. карапне пуянлӑха ӗмӗтленни шухӑшласа кӑларнӑ, тӑвасса ӳнерҫӗ ӑслайса тунӑ, мӗн кирлине пӗтӗмпе туса ҫитернӗ, 3. анчах, Аттемӗр, карапа Санӑн аллу тытса пырать: тинӗсри ҫула та, хумсем хушшинчи шанчӑклӑ сукмака та Эсӗ панӑ, 4. ҫапла Эсӗ тинӗсе пӗли-пӗлми тухакана та пӗтӗм хӑрушлӑхран ҫӑлма пултарасса кӑтартатӑн.
Ӑсл 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Тӳрӗ ҫын хӑйӗн вилӗмӗпе чӗрӗ юлнӑ усал ҫынсене айӑплать, тасалса ҫитнӗ ҫамрӑклӑх ҫылӑхлӑ ҫыннӑн вӑрӑм ватлӑхне айӑплать: 17. ӗнтӗ йӗркесӗр ҫынсем тӳрӗ ҫын вилнине курӗҫ, анчах Ҫӳлхуҫа ун пирки малтанах палӑртса хунине, ӑна мӗншӗн хӑрушлӑхран хӑтарнине ӑнланаймӗҫ; 18. вӗсем курӗҫ ӑна, мӑшкӑллӗҫ, анчах Ҫӳлхуҫа вӗсенчен кулӗ ҫеҫ; 19. ҫакӑн хыҫҫӑн вӗсем ӗмӗрлӗхе вилнисем хушшинче чыссӑр виле те мӑшкӑл анчах пулса юлӗҫ: Вӑл вӗсене чӗнейми туса ҫапса ӳкерӗ, никӗсне хускатӗ, вӗсем вара пӗтмеллипех хӑрӑнӗҫ, вӗсене асап ҫитӗ, вӗсем этем асӗнче те юлмӗҫ; 20. вӗсем ҫылӑхӗсене шутлаттарма кайнӑ чухне сехӗрленӗҫ, ҫылӑхӗсем вӗсен умне тӑрӗҫ те вӗсене айӑплӗҫ.
Ӑсл 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.