Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Тараса сăмах пирĕн базăра пур.
Тараса (тĕпĕ: тараса) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хутор ҫыннисене тӗрте-тӗрте сиркелесе, вӑл тараса патне пычӗ.

Расталкивая хуторян, пробился к весам.

35-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Банник, Демид Молчун, Донецков мучи тата пӗр вӑтӑр казака яхӑн пухӑнса канашласа илчӗҫ те тараса патне пырса тӑчӗҫ.

Банник, Демид Молчун, дед Донецков и еще человек тридцать казаков, посовещавшись, подошли к весам.

33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Вара, пынӑ ҫӗртех ҫӳҫне-пуҫне якаткаласа, кӗрешнӗ вӑхӑтра сӗвӗнсе пынӑ тутрине тӳрлеткелесе, тараса патнелле утрӗ.

И пошла к весовой, поправляя на ходу волосы, сбившийся во время борьбы платок.

30-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Унтан, пӑрахӑҫланӑ тырӑ миххисенчен пӗрне Ҫемен хулпуҫҫийӗ ҫине ҫӗклесе хумашкӑн пулӑшма ыйтсан, Демка, илтмӗш пулса тараса еннелле ҫаврӑнса тӑчӗ.

И когда Семен попросил его помочь поднять на плечо один из чувалов с забракованным зерном, Демка отвернулся к весам, будто не слыша.

24-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ҫӑварӗнче унӑн килте лартса тунӑ табак йӳҫҫи, пуҫӗ — тараса пуканӗ пекех йывӑр, нумай туртнипе ӑшӗ пӑтранать…

Во рту у него горько от табаку-самосаду, голова — как гиря, от курева тошнит…

19-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

«Чыхӑнса ларӑсӑнччӗ хӑть эсӗ ҫав эрехпе!» — шухӑшлатчӗ Хопров ҫакна кураймасӑр сӗтел айӗнче хӑйӗн ҫур пӑт йывӑрӑш, тараса пуканӗ пек чышкисене чӑмӑртаса.

«Захленись ты ею!» — думал Хопров, с ненавистью сжимая под столом полупудовые гири-кулаки.

12-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Пилӗк кӗрепенкке йывӑрӑш тараса пуканӗ пек ҫӑрана пуртӑпа аран-аран ҫӗмӗрсе уҫрӗҫ.

Пятифунтовый замок-гирю с трудом одолели топором.

7-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Кунта ун мӑн аслашшӗсем сӗм авалхи чулсенчен ҫуртсем тунӑ, хула стенисене купаланӑ, ҫак ҫӗр айӗнче ун йӑх-тӗпӗнчи тӑванӗсен шӑммисем выртнӑ; амӑшӗн чӗри ҫав чулсемпе, ҫӗрпе, халап-юмахсемпе, юрӑсемпе тата ҫынсен шанчӑкӗсемпе татса татӑлми сыпӑнса тӑнӑ — хӑйӗн чи ҫывӑх тӗпренчӗкӗ пӗтме пуҫланӑшӑн чӗрипе татӑлса йӗнӗ: ун чӗри ӗнтӗ тараса пек пулнӑ, анчах ывӑлне юратнипе хулана юратнине виҫсе пӑхсан — вал хӑшӗнчен хӑшӗ ытларах тайнине ӑнланма пултарайман.

Сотни неразрывных нитей связывали ее сердце с древними камнями, из которых предки ее построили дома и сложили стены города, с землей, где лежали кости ее кровных, с легендами, песнями и надеждами людей — теряло сердце матери ближайшего ему человека и плакало: было оно подобно весам, но, взвешивая любовь к сыну и городу, не могло понять — что легче, что тяжелей.

Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.

Тараса та, Пилана та… пурне те!..

И Тараса, и Пилу… всё!..

Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.

Эпӗ ӑна Сысойкӑпа Пила Кама тӑрӑх анаталла «шӑвӑнтарнӑ» пулсан та, вӗсем Степькӑпа тӗл пулма пултарайманни ҫинчен, Стенька «Дон тӑрӑхӗнчи казаксене пӑрахса хохола вӗҫтернӗ» пулсан, унта вӑл Тараса тупма пултарайманни ҫинчен аран-аран ӑнлантарса патӑм.

Мне с трудом удалось убедить его, что, если бы Сысойка и Пила «съехали» вниз по Каме, они со Стенькой не встретились бы, и если бы Стенька «дернул через донские казаки в хохлы», он не нашел бы там Бульбу.

Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.

Вӑл улпут ҫурчӗсене вут тӗртсе ҫунтарать, салтаксем ӑна мӗншӗн шыраҫҫӗ-ха, — тесе шухӑшлать Петя, пушӑ урам тарӑх тараса патнелле утса. — Тен, ку хӑрушӑ вӑрӑ-хурах дилижанссем ҫине те тапӑнӗ».

Он поджигает экономии, и зачем его ловят солдаты? — думал Петя, спускаясь по знойной, пустынной улице в балочку, к кринице. — Может быть, этот страшный разбойник нападает на дилижансы?»

IV. Шӑвармалли вырӑн // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Ача тараса патӗнчен васкасах ҫӑра пылчӑк урлӑ каҫрӗ.

Мальчик осторожно пробрался через черную, как вакса, грязь водопоя.

IV. Шӑвармалли вырӑн // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Тараса кашти юлашки хут чӗриклетрӗ.

Журавель скрипнул в последний раз.

IV. Шӑвармалли вырӑн // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Тараса кашти пӗр вӗҫӗпе, ҫӑлти шыва курасшӑн пулнӑ пек, аялалла пӗшкӗнме тытӑнчӗ, ҫав вӑхӑтра шӑтӑклӑ пысӑк чул ҫакса янӑ тепӗр вӗҫӗ ҫӑмӑллӑн ҫӳлелле ҫӗкленме пуҫларӗ.

Журавель заскрипел, один конец громадного коромысла стал наклоняться, как бы желая заглянуть в колодец, в то время как другой — с привязанным для противовеса большим ноздреватым камнем — легко поднимался вверх.

IV. Шӑвармалли вырӑн // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Ку тарӑн кашталлӑ тараса пулнӑ.

Это был колодец, так называемый «журавель».

IV. Шӑвармалли вырӑн // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Так, эс (Тараса) ку еннелле кай, кама куран пуринчен те ыйтса пӗл: мӗн курнӑ, кама курнӑ, мӗн илтнӗ, хӑҫан, миҫере?

Так, ты (Тарасу) пройдись в эту сторону, кого встретишь, всех расспроси: кого видели, что видели, что слышали, когда, во сколько?

Ҫиччӗмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив

Ярас пурне те — хайхи кӗлевӗҫ ҫыракансене: Саньккана, Петӗре, Тараса, Рамана, Николая…

Отправлю всем кляузникам: Саше, Петру, Тарасу, Роману, Николаю…

Улттӑмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив

(Тараса).

(Тарасу).

Пӗрремӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив

— Хӗрхенетӗп сана, юратнӑ продавец, кашни туртмассерен тавара тараса ҫине пусса хунипе аллу ывӑнать пулӗ?…

- Жалею тебя, любимый продавец, каждый раз, взвешивая товар, рука устает, наверное, прижимая?...

Тутлӑ калаҫу // Иван Мучи. Иван Мучи. Кулӑшла калавсем: Калавсем, фельетонсем. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1982. — 172-173 с.

ТАРАСА.

Весы.

Ҫӗлен, эс пире мӗскер сӗнен? // Шӑмӑршӑ хыпарҫи. http://gov.cap.ru/Publication.aspx?gov_i ... &type=publ

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех