Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Сӑмахран сăмах пирĕн базăра пур.
Сӑмахран (тĕпĕ: сӑмахран) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сӑмахран, «монополи» мӗне пӗлтерет-ха?

К примеру, что означает: «монополия»?

XIX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Сӑмахран, акӑ, ӗнерхи кунах илер-ха: вӑраха хӑварма ҫук пысӑк ӗҫпе манӑн карта хыҫӗнчи инҫетри кӗтесе каймалла пулчӗ, йӗри-тавра пӑхрӑм — качака ҫук.

К придмеру взять хотя бы вчерашний день: понадобилось мне пойти в дальний угол за сарай по великой, неотложной нужде, поглядел кругом — козла нету.

XVI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Паян акӑ, сӑмахран, ҫынсене ӗҫе тухма чарма пултартӑн: эсӗ тӑрӑшнипе ҫур бригада утӑ ҫулмасть.

И вот сегодня, например, тебе удалось сорвать выход на работу: половина бригады не косит благодаря твоим стараниям.

XIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Туп эсӗ пӗр-пӗр путлӗ хӗр е, сӑмахран, тӑлӑх арӑм, сана никам та ним те каламӗ, эсӗ вара…

Да найди ты какую-нибудь стоящую девку или, скажем, вдову, никто тебе и слова не сказал бы, а ты…

X сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Кун ҫинчен эпир, сӑмахран, сансӑрах пӗлетпӗр, анчах кам вӗлернӗ вӑт — ҫакна никам та тӗплӗ пӗлмест.

— Положим, обо всем этом и без тебя мы знаем, догадываемся, но вот кто убил — этого фактически никто не знает.

X сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Калаҫҫӗ мана, сӑмахран: кай, Нагульнов, контра пуҫне касма, — савӑнсах каятӑп!

Скажут мне, допустим: иди, Нагульнов, рубить контре головы, — с радостью пойду!

IV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Акӑ, сӑмахран, пирӗн дивизире бас пурччӗ — пӗтӗм ҫаршӑн бас!

Вот был, к примеру сказать, у нас в дивизии бас — на всю армию бас!

IV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Сӑмахран, Виталий Сергеевӑн страницинче амӑшӗ ҫул-йӗр инкекне лекни пирки ҫырнӑ, ӑна васкасах укҫапа пулӑшмалли пирки вырнаҫтарнӑ.

К примеру, на странице Виталия Сергеева была размещена запись о том, что его мама попала в аварию и срочно нуждается в деньгах.

Чӑваш эстрада ҫӑлтӑрӗсен страницисене ҫӗмӗрнӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/23597.html

— Ҫаплах пулать ӗнтӗ, ытлашши хытах ӗненетӗп темелле мар та, анчах чирлесен-тусан е урӑх мӗнле те пулин инкек-синкек пулсан, е тата, сӑмахран, хытӑ шартлатса аҫа ҫапсан, ун пек чухне вара сӑхсӑхатӑп, чӑннипех турра асӑнатӑп.

— Так, конечно, не дюже чтобы крепко, но ежели захвораю, али ишо какое неудовольствие, али, к придмеру сказать, гром резко вдарит, то тогда молюсь, натурально прибегаю к богу.

37-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Мӗнле пӑрӑнчӑксем, сӑмахран?

— Какие, например?

37-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Акӑ, сӑмахран, винтовкӑн боскӗ пур, унпала пистона ҫапса ҫӗмӗреҫҫӗ, — ҫавна ударник теҫҫӗ.

Вот, к примеру, у винтовки есть боек, каким пистонку разбивают, — его тоже самое зовут ударником.

36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Сӑмахран, акӑ, аксайскинех илер, сӑмах та ҫук, плугӗ — плугах, анчах унӑн сакковски плуга ҫитесси инҫе!

Вот хучь бы аксайский взять, слов нет — плуг, а до сакковского ему далеко!

36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Сӑмахран, вӑл, коллективизаци вӑхӑтӗнче, февраль уйӑхӗнче, килӗрен-киле кӗрсе ҫӳресе, наганпа хӑрата-хӑратах ҫынсене колхоза кӗме хистенӗ.

Так, он в момент коллективизации, в феврале месяце, ходил по дворам и, угрожая наганом, понуждал к вступлению в колхоз.

32-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Акӑ, эпӗ, сӑмахран, Лушкӑпа уйрӑлса кайрӑм та, халӗ хама питех те лайӑх туятӑп.

Вот я, к примеру, развелся с Лушкой и распрекрасно себя сознаю.

32-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Эпӗ, сӑмахран, хамӑн йӑнӑшсене йышӑнатӑп.

Я, например, свои признаю.

28-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Макара вӑл, сӑмахран, акӑ, куҫӗнченех пырса тӗкет!

Макару, например, она не в бровь, а в глаз колет!

28-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Любишкин, сӑмахран, татӑклӑнах Нагульнов майлӑ пулчӗ, Яков Лукич вара, тути хӗррисене пӗрсе тытнӑ та, сӑнран пӑхсан ҫав тери кӳреннӗ ҫын пек, Нагульнов витӗмлӗ ӑс панине хӑй тутанса курнӑнах туйӑнать.

Любишкин, например, категорически стал на сторону Нагульнова, а Яков Лукич в оборочку собрал губы и был столь обижен на вид, словно ему самому пришлось отведать нагульновского внушения.

25-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Акӑ, эсӗ, сӑмахран, Константин Гаврилович, кӗркунне виҫҫӗр пӑта яхӑнах ҫапса илтӗн-ҫке!

Вот ты, к примеру, Константин Гаврилович, ить пудов триста намолотил осенью!

24-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Сӑмахран, манӑн киле ҫын пуҫне уйӑха пӗрер пӑт хӑварнӑ пултӑр, эпӗ, калӑпӑр, кунне виҫшер-тӑватшар кӗрепенкке ҫисе ярам.

Мне оставили по пуду на душу на месяц едоцкого, а я, к примеру, съедаю в день по три-четыре фунта.

24-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Санӑн, хӑвна ырӑ тунӑшӑн, сӑмахран, шӑрпӑк чӗртсе панӑшӑн тав тумалла.

— Когда тебе оказывают услугу, например спичку зажигают, надо благодарить.

23-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех