Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Пӑх сăмах пирĕн базăра пур.
Пӑх (тĕпĕ: пӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Мамӑклӑ костюмсем, алсишсемпе хутаҫсем ӑҫта пӑх унта арӑш-пирӗш выртаҫҫӗ…

Везде валялись ватные костюмы, варежки, рюкзаки…

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ӑҫта пӑх унта — юр, юр, юр.

Снег, снег, снег — куда ни взглянешь.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Акӑ, пӑх!

— Ну, смотри!

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пӑртак лар-ха, шухӑшласа пӑх ерҫӳллӗ чухне.

Покамест сиди да думай на досуге.

Романа кӗртмен сыпӑк // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Ҫаврӑнса пӑх та, тепӗр кӗтесре Марья Ивановнӑна курах кайрӑм, ӑна та ҫыхнӑ иккен.

Оглянулся и вижу в другом углу Марью Ивановну, также связанную.

Романа кӗртмен сыпӑк // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Ыттисене ху пӑх!

А всё остальное — взгляни!

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫӳлелле пӑх лайӑх — Темӗн чухлӗ кайӑк…

Глянь на небо — Птички летят…

16 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

— Ыран пӗр тӑват сехетсенче ман пата шӑнкӑртаттарса пӑх.

 — Позвони мне завтра часа в четыре.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пӑх халӗ ӑна, — сасӑ пачӗ вӑл, пуҫне сулкаласа, — ахаль мар катаччи чуптартӑм, курӑнать.

— Гляди-ка ты, — промолвил он, покачивая головой, — не зря я тогда возил.

11 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Пӑх кунта…

— Смотри сюда…

11 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Халлӗхе шухӑшласа пӑх.

А пока подумай.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫаврӑнса пӑх та, куратӑп: крепость енчен пӗр казак, чӗлпӗртен тепӗр лаша — башкир лаши тытса, сиккипе чуптарса пырать.

Оглянулся; вижу: из крепости скачет казак, держа башкирскую лошадь в поводья.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк. Уйӑрӑлни // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Ҫаврӑнса пӑх та, Савельич иккен — туран анакан сукмакпа вӗҫтерсе пыра парать…

Я оглянулся и увидел Савельича, сбегающего ко мне по нагорной тропинке…

Тӑваттӑмӗш сыпӑк. Пӗрне-пӗри // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Эсӗ те, ҫаван пек, мана хӑвӑн вырӑнна илсе тӑрат та шухӑшласа пӑх.

Вот поставь меня на свое место и подумай.

4 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Пӑх ун ҫине.

Посмотри на неё.

Манӑн гестаповец // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953

— Эсӗ пӗрех ҫиеле тухаймарӑн, хӑвӑн ҫинчен те пулин шухӑшласа пӑх.

– Ты свою игру проиграл, подумай хотя бы о себе.

II сыпӑк // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953

Анчах ҫывӑхран ан та пӑх!

Но вблизи даже не смотри!

13 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Ӑҫталла ан пӑх — пур енче те ватӑ вӑрман стени курӑнать.

Старый лес стоял стеной, куда ни глянь.

18 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Таврари ҫӗре пӗтӗмпех алтса шӑтарса пӗтернӗ, ӑҫта ан пӑх — унта тӗтӗм мӑкӑрланакан воронкӑсем курӑннӑ.

Вся земля была вокруг изрыта дымящимися воронками.

25 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948

Анчах асӑрханарах пӑх.

Только аккуратно.

21 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех