Шырав
Шырав ĕçĕ:
Чи малтанах Никиткӑн ҫитӗнӗвӗсем ҫинчен ҫырчӗҫ; ӑна урамран чӗнсе илсе хӑй аллипе хӑйне ҫапла ҫыртарчӗҫ: «атте, эпӗ пӗрремӗш класс пӗтертӗм, иккӗмӗш класа куҫрӑм, хӑвӑртрах нимӗҫсене пӗтерсе пирӗн пата кил, санӑн ывӑлу Никита».
16-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ҫакӑн пек чух ӑна вӑл хӑй мар, ашшӗ хӑйӗн эскадронӗпе ешӗл улӑхра нимӗҫсене хӗҫпе тураса пынӑ пек туйӑнать.
13-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Анчах вӗсем нимӗҫсене пула пӗр-пӗрне ҫухатнӑ.
7-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Андрей амӑшӗ пуян кил-ҫуртра гувернанткӑра ӗҫленӗ, ӑна ют ҫӗршывра пулма та тӗл килнӗ; пӗтӗм Германи урлӑ иртнӗ чухне вӑл нимӗҫсене пурне те — кӗске чӑпӑклӑ чӗлӗм туртса шӑл витӗр суракан приказчиксене, мастеровойсене, патак пекех тӳрӗ купцасене, салтаксенни евӗр сӑн-питлӗ офицерсемпе хура ӗҫе ҫеҫ пултаракан кичем сӑнарлӑ чиновниксене, ӗҫлесе ҫеҫ укҫа тупмалли киревсӗр йӗркесене, пурнӑҫӑн кичем тӗрӗслӗхне тытса пыракансене, ҫав ҫаврӑнӑҫусӑр, вӑрӑм та хытӑ алӑллӑ, мещенсенни пек таса пит-куҫлӑ та тӳрккес чӗлхеллӗ мӗнпур бюргерсене — пурне те пӗр купана хутӑштарнӑ.
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ҫак линкор нимӗҫсене сахал мар сиен кӳме ӗлкӗрнӗ.
Ҫирӗм улттӑмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Ҫав кунхине тыткӑна илнӗ нимӗҫсене Мускав урлӑ ирттерсе ячӗҫ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
— Ну, курать хайхи генерал — нимӗҫсене ниепле те тытса чарма ҫук, тӳрӗ проводпа Мускава чӗнет: «Ҫапла, ҫапла, тет. Тем чул ҫухату. Урӑх тӳссе тӑраймастӑп, тӑшман шоссе ҫине тухас пек тӑрать», тет.
28 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Э-э, ку ҫавӑн чух иккен, пирӗн артиллери нимӗҫсене ҫунтарнӑ вӑхӑтра, Коревановӑри картишне снаряд ӳкнӗ чух…Это еще когда наша артиллерия накрыла немцев и снаряд ударил во двор Кореванова…
28 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Кӳр эп луччӗ каллех чавса хурам, кайран, нимӗҫсене кунтан хӳтерсе ярсан, кӑларӑпӑр та пионерсемпе пухӑнса вуласа пӑхӑпӑр: кӑм мӗн шухӑшланӑ, кам хӑйӗн шухӑшне ҫав ҫул мӗн чухлӗ пурнӑҫланӑ, пӗлӗпӗр вара.
26 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Пӗр сӑмахпа, ҫапӑҫура ҫухатнӑ урисемшӗн вӑл нимӗҫсене питӗ лайӑх тавӑрнӑ.Словом, он щедро расквитался с противником за свои утраченные в бою ноги.
Юлашкинчен калани // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Такам ертсе пыракан «як»-сен группи тепӗр енчен вӗҫсе пычӗ те, нимӗҫсене сасартӑк ҫӳлтен атакӑларӗ.Чья-то группа на ЯКах зашла с другой стороны и стремительно атаковала немцев сверху.
5 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Нимӗҫсене ӑҫта йывӑр килнӗ — унта вӗсем ҫав «Рихтгофена» янӑ.
5 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Нимӗҫсене хӑйсен укрепленийӗсенех бомбить тутарасси — Чеслов капитанӑн тӗп задачи пулнӑ, ҫавӑн пирки вӑл вӗсем патне юриех хӗвел енчен вӗҫсе пынӑ.
4 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Манӑн ӑна ҫакӑнта илсе килсе кӑтартас килчӗ, хӑйӗн куҫӗсемпех куртӑрччӗ вӑл кунта нимӗҫсене мӗн чухлӗ пӗтерсе тӑкнине.Мне захотелось, чтобы он попал сюда и посмотрел на это своими глазами.
9 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Нимӗҫсене хӑваласа янӑ хыҫҫӑн, Камышина пилӗк кунлӑха Оля килсе кайрӗ; килсен ман патӑмра пурӑнчӗ, мӗншӗн тесен Ольӑсен пӳртне бомба аркатса тӑкнӑ.
9 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Ҫыру вӗҫӗнче кӑна, ҫакӑн пек ачашшӑн пакӑлтатса ҫырнисем хыҫҫӑн, карчӑк чи кирли ҫинчен пӗлтернӗ: нимӗҫсене Сталинградран хӑваласа ячӗҫ, вӗсене унта калама та ҫук нумай вӗлерсе тӑкнӑ, вӗсен чӑн аслине те плена илнӗ, тесе калаҫҫӗ.
9 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Нимӗҫсене Сталинград патӗнче аркатса тӑкни, нимӗҫсен улттӑмӗш армине аркатни, Паулюса тыткӑна илни ҫинчен калакан хыпарсем те иртсе кайса кивелчӗҫ.
9 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Карчӑк Алексей хыҫҫӑнах утса ҫӳресе, пӗрмай, чарӑнма пӗлмесӗр калаҫрӗ, вӑл ӑна темле булочнӑй патӗнчи черет ҫинчен, ӗҫ ӑнсан, унта карточкӑсем тӑрӑх хура ҫӑкӑр вырӑнне шурӑ плюшкӑсем илме май пулни ҫинчен, ҫак кунсенче вӑл трамвайра пӗр кӗрнеклӗ ҫар ҫыннинчен Сталинград патӗнче нимӗҫсене питӗ хытӑ лекни, Гитлер тарӑхнипе ухмаха ерсе кайни, ӑна сарӑ ҫурта хупса лартни, Германире халь унӑн йӗкӗрешӗ ӗҫлени ҫинчен илтнине каласа пачӗ, унӑн кӳрши Алевтина Аркадьевна, ӗҫлекенсене паракан карточкӑна тивӗҫсӗрех илнӗскер, унӑнне сӗт тыткаламалли питӗ лайӑх эмалированнӑй бидонне илсе халӗ ӑна каялла паманни ҫинчен те, Анна Даниловна питӗ ырӑ ҫынсен хӗрӗ, унӑн ашшӗ-амӑшӗ халь эвакуацире пулни ҫинчен те, вӑл ҫав тери лайӑх, пур енчен те йӗркеллӗ, хӑйне хӑй ҫирӗп тыткалакан хӗр пулни ҫинчен те, вӑл госпитальте ывӑнма пӗлмесӗр ӗҫлени тата ун патӗнче хӑнара пули-пулми ҫынсем, кавалерсем никам та пулманни ҫинчен те пӗлтерчӗ.
6 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Паллах ӗнтӗ, вӗсем ку ҫынсене ятарласа суйласа илеҫҫӗ, тен, вӗсем нимӗҫсенчен те усалтарах пулӗҫ (нимӗҫсене хӑнӑхса ҫитнӗ йӑласем тата ҫӗнтерӗве ӗненменни пӑсса пырать), анчах чехсене кунта илсе килни — нацизм пӗтме пуҫланине пӗр йӑнӑшмасӑр кӑтартса пани пулса тӑрать.
«Пирӗннисем» // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Эппин, лару-тӑру улшӑннӑ, нимӗҫсене Сталинград патӗнче ҫӗмӗрсе тӑкнӑ.Положение улучшается, немцев, очевидно, побили под Сталинградом.
IV сыпӑк // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953