Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Анна сăмах пирĕн базăра пур.
Анна (тĕпĕ: Анна) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл мана: «Матушка Анна Савишна, хурах пусрӗҫ; хама кӑштах вӗлереймерӗҫ — Дубровский хӑй пулчӗ, мана ҫакса вӗлересшӗнччӗ те, хӗрхенчӗ, ирӗке ячӗ, ҫумра мӗн пуррине йӑлтах ҫаратса илчӗ — лашана та, урапана та туртса илчӗ», — тет.

Он мне: «Матушка Анна Савишна, разбойники ограбили; самого чуть не убили, сам Дубровский был тут, хотел повесить меня, да сжалился, и отпустил, зато всего обобрал, отнял и лошадь и телегу».

IX сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Пурте Анна Савишна Глобова ҫине, — ырӑ та хаваслӑ кӑмӑлӗшӗн хисепре пулнӑ тӑлӑх арӑм ҫине, — тинкерсе пӑхрӗҫ.

Все взоры обратились на Анну Савишну Глобову, довольно простую вдову, всеми любимую за добрый и веселый нрав.

IX сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Алешӑпа Никита тата Рома Исаевсем патне вара мӑн кукамӑшӗ, тӑхӑрвуннӑран иртнӗ Анна Тимофеевна Маркова, Етӗрнерен виҫӗ пин тӳлесе таксипе килсе ҫӳренӗ.

Куҫарса пулӑш

Нимрен нимӗр турӑмӑр... // Элиза ВАЛАНС. Тантӑш, 2015.07.23, 30 (4444)№

1953 ҫулта Феоктист Александрович Шӑхачрах ҫуралса ӳснӗ Анна Степановнӑпа пӗр ҫемье ҫавӑрнӑ.

В 1953 году Феоктист Александрович женился на Анне Степановне, уроженке Сигачи.

Вӑрҫӑ вучӗ витӗр тухнӑ салтаксем, манӑҫмаҫҫӗ сирӗн ятӑрсем // О. ПАВЛОВА. «Авангард», 2019.05.07

Волкова Наталья Александровна, Ярабаева Анна чӑваш кӗписене ҫӗлесе пулӑшрӗҫ.

Волкова Наталья Александровна, Ярабаева Анна помогли сшить чувашские платья.

Аваллӑха упраса — малашлӑха ӗненсе // Ермакова Надежда. https://chuvash.org/blogs/comments/4784.html

Вӑрҫӑран килсен Петӗр савнӑ мӑшӑрӗпе нумаях та савӑнса пурӑнаймарӗ — Анна шӑнса пӑсӑлнипе вилсе кайрӗ.

После прихода с войны Петр не смог долго жить и радоваться с супругой — из-за простуды Анна умерла.

Шураҫка // Николай Ларионов. https://chuvash.org/lib/haylav/7331.1.html

Гинекологи чирӗсем пирки тӗплӗнрех пӗлес тата вӗсене пуҫламӑш тапхӑртах тупса палӑртмалли меслетпе паллашас тӗллевпе районти тӗп больницӑри Анна Козлова гинеколог акушер патне ҫул тытрӑмӑр.

Для того, чтобы узнать подробнее о гинекологических заболеваниях и ознакомиться с методом их выявления на начальном этапе, обратились к гинекологу-акушеру центральной районной больницы Анне Козловой.

Вӑхӑтра тӗрӗсленни паха // А.ДЕНИСОВА. «Каҫал Ен», 09.06.17

Унта республика ертӳҫисем Рустам Миннихановпа патшалӑх советникӗ Минтимер Шаймиев, ҫавӑн пекех Раҫҫейри, пӗтӗм тӗнчери культура, политика, экономика тата медиа тӗнчин паллӑ ҫыннисем хутшӑннӑ - Тина Канделаки, Сергей Брилев, Яна Чурикова, Леонид Парфенов телеертӳҫӗсем, Григорий Ревзин историк тата журналист, Анна Михалкова актриса тата ытти хаклӑ хӑнасем.

В ней приняли участие первые лица республики: президент Рустам Минниханов и государственный советник Минтимер Шаймиев, а также видные российские, международные деятели культуры, политики, экономики и медиа - телеведущие Тина Канделаки, Сергей Брилев, Яна Чурикова, Леонид Парфенов, историк и журналист Григорий Ревзин, актриса Анна Михалкова и другие дорогие гости.

Шаймиев - Тутарстан бренчӗ пирки: Юланутҫӑ ҫӗр ҫинче шуса ҫӳреймест! // Хыпар. «Хыпар», 2015.03.11, 40-41№

Роза Деменцова, Людмила Кудряшова, Рената Никитина, Анна Александрова та фонотека ӗҫӗ-хӗлӗнче чылай пулӑшнӑ.

И Роза Деменцова, Людмила Кудряшова, Рената Никитина, Анна Александрова много помогали в работе фононтеки.

Иртнӗ ӗмӗрте ҫырса илнӗ спектакльсем - пирӗн пуянлӑх // Ирина ПАРГЕЕВА. «Хыпар», 2016.08.02, 120№

Вӗсем — Мефодий Денисов, Зоя Селиванова, Олимпиада Агакова, Анна Казакова, Николай Петров юррисем.

Это - песни Мефодия Денисова, Зои Селивановой, Олимпиады Агаковой, Анны Казаковой, Николая Петрова.

Иртнӗ ӗмӗрте ҫырса илнӗ спектакльсем - пирӗн пуянлӑх // Ирина ПАРГЕЕВА. «Хыпар», 2016.08.02, 120№

— Ашшӗне пӑхса ывӑлне кай тенӗ те, Петӗр пек тилхепесӗр ӳсмерӗ Криша, — мухтатчӗ ӑна кӳршӗри Анна кинеми.

- Хоть и говорят приглядившись на отца выйди за сына, Гриша как Петр без вожжей не рос, - хвалила его соседская бабка Анна.

Ахӑрсамана // Валентина Тарават. http://chuvash.org/lib/haylav/3970.html

Ав кӳршӗри Анна кинеми патне «тимуроветсем» ҫӳреҫҫӗ.

Вон к соседней бабке Анне "тимуровцы" ходят.

Ахӑрсамана // Валентина Тарават. http://chuvash.org/lib/haylav/3970.html

Уйрӑмах Валентин Урташ ҫинчен унӑн аппӑшӗ — Анна Андреевна Фадеева-Яковлева — тӗплӗн каласа пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Журналист Анна Андреевнапа сывпуллашса ӑна тав турӗ, вӑрӑм та телейлӗ ӗмӗрлӗ пулма сунчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Анна аппа, малтанах каҫару ыйтатӑп.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Анна Андреевнапа журналист нумайччен калаҫса ларчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Анна аппа, «Канаш» хаҫат валли Валентин Урташ ҫинчен очерк ҫырас тӗллевпе ятарласа килтӗм.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

— Аван-и, Анна аппа? — терӗ сывлӑх сунса кӗтмен хӑна.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Хакимкассин тухӑҫ енчи вӗҫӗнче пурӑнакан Анна Андреевна Фадеева — Яковлева патне сумккӑ йӑтнӑ, хулалла, ҫӳхе ҫул тумӗ тӑхӑннӑ арҫын пырса кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Вӑл ҫав вӑхӑтра юн кӳлленчӗкӗнче выртнӑ пулнӑ иккен… — калаҫса пычӗ ҫул тӑрӑх Анна.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех