Шырав
Шырав ĕçĕ:
— Никам та вӗт — ни эсир, ни эпӗ, ах, мӗн каласси ӗнтӗ, ҫак ҫӗр ҫинче пӗр никамах та леш тӗнчери нимӗскерле пурнӑҫа та ӗненмест.— Ведь никто — ни вы, ни я, ах, да просто-напросто никто в мире не верит ни в какую загробную жизнь.
XXI // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Кралич тӗшмӗше-мӗне ӗненмест, ҫапах та ҫакӑнти пуш ҫурт та тупӑкри пек шӑплӑх ун сехрине хӑпартрӗ.Кралич не был суеверен, но это пустое, нежилое здание и гробовая тишина приводили его в трепет.
III. Мӑнастир // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Коллежски секретарь Иванов коллежски советнике Иван Иваныча хӑй ӑна чунтан пӑрӑнса тӑни ҫинчен шантарса пӗлтерет пулсан, Иван Иваныч никамран та чунтан пӑрӑнса тӑрасса кӗтме ҫуккине хӑйӗнченех пӗлет, уйрӑм илсен, Иванов хӑйӗн ашшӗне чылаях хаклӑ хакпа пилӗк хут сутнине унтан та ытларах пӗлет, ку тӗлӗшпе Иванов ашшӗне виҫӗ хут кӑна сутма ӗлкӗрнӗ Иван Иванычран хӑйӗнчен те иртсе кайнӑ ӗнтӗ, ҫапах та Иван Иваныч ӑна Иванов парӑнса тӑнине ӗненет, урӑхла каласан та, ӗненсех мар ӗнтӗ, ӑна ҫавӑншӑн кӑмӑл тӑвать, ӗненмест пулин те, — ӑна хӑйне улталама ирӗк парать, апла пулсан, ӗненмест пулин те, ҫапах та ӗненетех.
VII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Кондрат Христофорыч Майданников юлташ ҫинчен япӑх калатӑр эсир, анчах эсӗ: вӑл партире пулма юрӑхлӑ мар, тӗсе каланине никам та ӗненмест кунта!
XXII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Шань-сы чарӑлса кайнӑ куҫӗсемпе умнелле тинкерсе ларать, мӗн пулса иртнине ҫаплипех ӗненмест хӑй.А вдова Шань все сидела, широко открыв глаза, не в силах поверить случившемуся.
Ыран // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 37–45 стр.
Кондрат тахҫантанпах ӗнтӗ турра ӗненмест, вӑл пӗтӗм тӗнчери ӗҫҫыннисене ирӗклӗхе тухасси патне, сенкер ҫутӑ малашлӑх патне ертсе пыракан коммунистсен партине ӗненет.
19-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Ун сӑмахӗ ҫывӑрттарса ямалла кичем, вӑл хӑй те проповедниксем хӑйне калама хушнӑ пек, шӑп та шай ҫавӑн пек пурӑнма кирлине ӗненмест пулмалла.
Кичемлӗх патшалӑхӗ // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 671–683 стр.
Мӗн каласси пур, лайӑх ывӑл ӗнтӗ, хӑйӗн ашшӗ генерал пуласса ӗненмест пулсан.— Хорош сынок, коль не верит, что батька до генерала сможет дойти.
3-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
— Вӑл ӗненмест, — хирӗҫлерӗ Штольц.
II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Кама валли те пулин упратӑп, — тет вӑл шухӑшлӑн, инҫетелле пӑхнӑ евӗр; вӑл, унчченхи пекех, хӗрӳ туйӑмсен илемне ӗненмест, унӑн хӑватлӑн аталанакан паллисемпе килӗшмест, пӗрмаях йӑлари тӗп шухӑша, ҫын тени пурнӑҫа ҫирӗп ӑнланса, ӑна туса пырасшӑн туртӑннине курма тӑрӑшать.
II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӑл хӑйӗн куҫӗсене те ӗненмест.
XLV. Ҫиле май // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Аслашшӗ нумайранпах ӗнтӗ турра та, шуйттана та ӗненмест.
XV. Кимӗ тинӗсре // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Сасартӑк унан куҫӗсенче темле сивӗ вӗлтлетсе иртнӗ пек пулчӗ, эпӗ вара вӑл мана ӗненмест пулӗ тесе шутларӑм.Вдруг какой-то холод мелькнул у нее в глазах, и я подумал, что она мне не верит.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Халӗ ӗнтӗ сасартӑк алӑк уҫӑлса каясса, ашшӗ кӗрсе тӑрасса никам та ӗненмест.Теперь никто не надеялся, что вдруг откроется дверь — и войдет.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Алексей Иваныч хӑть тата-ха: вӑл ҫынна вӗлернӗшӗн гвардирен кӑларса янӑ ҫын, вӑл ҫӳлти турра та ӗненмест; эсӗ тата мӗн хӑтланатӑн-ха?
Тӑваттӑмӗш сыпӑк. Пӗрне-пӗри // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Маша ӗненмест.
II // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Анчах та вӑл кӑлӑхах тӑрӑшать; начальство ӑна ӗненмест, аслисем ӑна вӑрҫмасӑр пӗр эрне те ирттермеҫҫӗ.
«Флинк» // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Вайснер ҫак режима тата вӑл нумая пырассине ӗненмест, малтан та ӗненмен.Вайснер не верит в этот режим и в его долговечность, не верил никогда и раньше.
Тӗрмери фельдшер // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Амӑшӗ яракан ҫырусем пурте пӗр пекрех пулнӑ, вӗсем ҫакӑнпа ҫеҫ уйрӑлса тӑнӑ: пӗринче амӑшӗ, хӑй турра ӗненмест пулин те, пӗр кӳршӗ карчӑкне уншӑн турра кӗл тума ыйтни ҫинчен пӗлтернӗ, тепринче — Алёшӑн таҫта кӑнтӑр енче ҫапӑҫакан, анчах нумайранпа ҫыру ҫырман пиччӗшӗсем пирки пӑшӑрханнӑ; юлашки ҫырӑвӗнче вара хӑй курнӑ тӗлӗк ҫинчен пӗлтернӗ: ҫуркунне, Атӑл сарӑлнӑ вӑхӑтра, унӑн ывӑлӗсем пурте киле таврӑннӑ пек, вӗсене вӑл ҫемьери чи юратнӑ кукӑльпе хӑналанӑ пек курни ҫинчен ҫырнӑ.
2 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
— Ӗненмест тата.
21 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948