Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӗлкӗрчӗҫ (тĕпĕ: ӗлкӗр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑхӑтлӑ ӗлкӗрчӗҫ вӗсем.

Куҫарса пулӑш

Ҫурла уйӑхӗ, ҫӗрле // Николай Андреев. Килти архив

Шыв илсе ан кайтӑр тесе, ачасем аранах хӑйсен чӗлхисем айӗнчи путвалӗсене тасатса пыма ӗлкӗрчӗҫ.

Под языком было сущее наводнение, только успевай откачивать.

16-мӗш сыпӑк. Малтанхи чӗлӗмсем. — «Эпӗ ҫӗҫӗ ҫухатрӑм» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ҫав ҫӗлен ункисене шыраса тупиччен вӑл ҫаплах шыва кӗме хӑраса тӑчӗ, ҫав тапхӑрта унӑн юлташӗсем ывӑнма ӗлкӗрчӗҫ те ҫыран хӗррине тухса выртрӗҫ.

Купаться он не отваживался, пока опять не нашел трещотку, а к этому времени Джо с Геком уже устали и решили отдохнуть.

16-мӗш сыпӑк. Малтанхи чӗлӗмсем. — «Эпӗ ҫӗҫӗ ҫухатрӑм» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Кӑнтӑрла ҫитиччен вӗсем кашниех ачасем хушшинче «хулара ак часах тем илтӗнӗ» тесе сӑмах сарма ӗлкӗрчӗҫ.

И еще до наступления вечера они успели распустить по всему городу слух, что очень скоро про них «услышат кое-что интересное».

13-мӗш сыпӑк. Пиратсен шайкки парӑссем карать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Алманчӑсемпе Нӑрваш Шӑхальсем пуҫару бюджечӗпе усӑ курса ӑна йӗркелеме те ӗлкӗрчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрле тунӑ ӗҫ сумне ҫухатмасть // А. ЕГОРОВА. «Авангард», 2019.06.07

Малтисем тӗп лапама ҫитсе вырнаҫма ӗлкӗрчӗҫ пулин те, кайрисем район администрацийӗн ҫурчӗ умӗнчен те тапранса тухманччӗ.

Первые уже успели зайти на главную площадь, а последние даже не двинулись от здания районной администрации.

Паттӑрлӑха асра тытса, Ҫӗнтерӗве халалласа // Пурнӑҫ ҫулӗпе. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2019.05.09, http://alikovopress.ru/pattarlaxa-asra-tyitsa,-centereve-xalallasa.html

«Эх, маларах ӗлкӗрчӗҫ!

Куҫарса пулӑш

Словаре те кӑсӑклӑ роман пекех вулама пулать // Роза Власова. «Хыпар», 2017.04.26, 60№

Кил хуҫипе мӑшӑрӗ ачисем ҫывӑрса тӑнӑ ҫӗре хуҫалӑхри ӗҫсене те майлаштарма ӗлкӗрчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех