Шырав
Шырав ĕçĕ:
Уншӑн пулсан, ама йытӑ ҫуратса янӑскершӗн, ҫулла килхушшинче кизяк касса хатӗрлесе хума вӑхӑт ҫук иккен, кахалӗ хӑйӗнчен те маларах ҫуралнӑ, алли ҫумне ҫыпӑҫать-ҫке-ха унӑн, анчах хӑй ҫакна тӑна илеймест: хӗвелҫаврӑнӑш тунисем, пуҫӗсене кӑна касса илсен, юр тытса хӑвараҫҫӗ, вӗсем хушшинче ҫил ытлашши асса ҫӳреймест, юра ҫырма-ҫатрасене вӗҫтерсе каяймасть.
14-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Тен, юра ҫилпе вӗҫтерсе кайнӑ вырӑнсенче сивӗ тивкелӗ…
14-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Хут купӑс хуҫи, купӑс вӗркӗчин хутламӗсем хушшине кӗрсе тулнӑ юра кӑмӑлсӑррӑн вӗрсе тасатрӗ те, «чикан кӗввине» хӑюсӑртараххӑн калама тапратрӗ.Хозяин гармошки, недовольно сдувая со складок мехов снег, неуверенно заиграл цыганочку.
12-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Пирӗн айра тӳсӗмсӗр пӑркаланса, тӑлӑх Дюльдяль Амед тенине илтмессерен, шурӑ юра кукалесе, лӑпкӑн кӗҫенет.
27 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Пырсан-пырсан пӗр чарӑнса тӑратӑп, туратсем ҫинчи юра хыпатӑп, каллех утатӑп.
27 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Хамӑн пурнӑҫӑмра эпӗ кун пек юра, пӗрре те юр пек марскерне, нихҫан та курман!В жизни моей я не видел снега, который был так мало похож на снег!
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Тен, ӑна пирӗн чакаласа лартма та май килетчӗ пулӗ, — анчах та юра кӗреҫепе хускататӑн кӑна, ҫил ӑна вӗҫтерсе те каять.Пожалуй, нам удалось бы закопать его, но стоило только поддеть снег лопатой, как его уносило ветром.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951