Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ураран ҫеҫ ӳкес марччӗ…» — йывӑр шухӑшсенчен хӑпас тесе Марье аппа майӗпен кӑштӑртатса тӑчӗ.
Тӗпсӗр ҫырмари чун // Валентина Элиме. Килти архив
Пуҫне кӗнӗ шухӑшсенчен хӑтӑлать те Маюк кӗнекине алла илет.
Пӗрремӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ
— Эпӗ те ҫавнах калатӑп, эпӗ те Турӑш умӗнче ҫавӑн пек шухӑшсенчен Ҫинука сыхласа упрама кӗлӗсем вуласа ыйтатӑп.
Пӗрремӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ
Выҫа аптратса ҫитернӗ ӑна, халӗ вӑл путеке хӑй мӗн тери ӑмсанса ҫиесси ҫинчен шухӑшлать, ҫак шухӑшсенчен унӑн шӑлӗсем шӑтӑртатаҫҫӗ, куҫӗсем тӗттӗмре икӗ вут ҫути пек ялтӑртатаҫҫӗ.
Хушка ҫамка // Мирун Еник. Антон Чехов. Хушка ҫамка: калав. — Шупашкар: Чӑвашсен государство издательстви, 1938. — 16 с.
«Тӑхта-ха, пиччем, питех ан васка», терӗ шухӑшсенчен хӑтӑлнӑ художник, правур купец чӑнласах икӗ картинӑна пӗрле ҫыхма хатӗрленине курса.
Пӗрремӗш пай // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96–146 с.
Василиса Прокофьевна ҫак шухӑшсенчен хӑранине те, ҫӑмӑлланнине те туймарӗ — вӑл ҫиленнипе мӗнпур пӗвӗпе чӗтрерӗ: «ҫӑлтӑрсем ҫӗр ҫинчине пурне те кураҫҫӗ, анчах нимӗҫсене ирсӗрленме пулӑшаҫҫӗ».
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Ӑсӗпе кӑшт айвантарах Прохор, Григорий чӗлхине халичченхи пек мар ирӗке янинчен тӗлӗнсе, малтанах ун ҫине шанмасӑртарах пӑхкаласа пычӗ, унтан Григорий, тахҫанхи кунсене аса илсе, йывӑр шухӑшсенчен хӑпасшӑн пулнине ӑнланса ҫитрӗ те, хӑй те вара, — тен, ытлашши те тӑрӑшарах пулӗ, — татти-сыпписӗр пакӑлтатма тытӑнчӗ.
XVII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
— Ӗне пирӗн юлашки кунсем ҫӳрет пулмалла, Егор, — терӗ вӑл хуллен, упӑшкине йывӑр шухӑшсенчен сирме тӑрӑшса.
10 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Ҫав кунсенче Григорий, усал шухӑшсенчен хӑпма тӑрӑшса, ӑстӑнне ансухлатас, йӗри-тавра пулса иртекен тата хӑй унта тӳрремӗнех хутшӑнакан ӗҫсем ҫинчен шухӑшлас мар тесе, ӗҫме тытӑнчӗ.
XLI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Христоньӑсен пӳртӗнче вӑл тул ҫутӑличченех кӑмака сакки ҫинче ларчӗ, чикаркка хыҫҫӑн чикаркка выҫлӑхланса туртрӗ; чуна кишӗклекен шухӑшсенчен, Петрошӑн хуйхӑрса ӑш хыпса ҫуннинчен мӗнле те пулин хӑпас тесе, унтан каллех, хыпкаланса ӳксе, кӗсйинчен табак енчӗкӗ туртса кӑларчӗ, — йӳҫек тӗтӗме кӑкӑр туллин ҫӑтса, тӗлӗрсе выртакан Христоньӑпа кирлӗ-кирлӗ мар япаласем пирки сӑмах пуҫларӗ.
XXXIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Ҫав шухӑшсенчен хӗвелтен алӑпа картласа хӳтӗленнӗ майлах мӗнле те пулин хӑпма хӑтланчӗ.
V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Ҫак шухӑшсенчен унӑн пӳ-сийӗ ҫӳҫене-ҫӳҫене илет, вӑл каллех миҫе михне аса илесшӗн, анчах ниепле те аса илеймест.
XI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Пурнӑҫ ыйтӑвӗсем енӗпе хӑйне хӑй лейтенантӑн вӗрентекенӗ вырӑнне хураканскер, вӑл, Катьӑпа пысӑк мар роман туса илни лейтенанта тӗрлӗрен йывӑр шухӑшсенчен пистерӗ, тесе шутланӑ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.
Ҫав шухӑшсенчен хакли манра урӑх нимӗн те ҫукчӗ…
XXXIII // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Оленина: хӑй хӗре каланӑ пур сӑмахӗсем те мӗн тери киревсӗр пулнине хӗр ӑнланать пек, анчах та вӑл ҫав шухӑшсенчен ҫӳлте тӑрать пек туйӑнчӗ; хӗр хӑйне Оленин мӗн калас тенине, анчах каласа пама пӗлменнине тахҫанах пӗлет пек, анчах унӑн ҫав сӑмахсене Оленин мӗнле каланине итлесе пӑхасси килет пек туйӑнчӗ.
XXXI // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Вӑл хӑйне Оленин мӗн калас тенине йӑлтах ӑнланчӗ пулас, анчах та ҫакнашкал шухӑшсенчен ҫӳлерех тӑнӑ пек туйӑнчӗ.Он, казалось, понял все, что тот хотел сказать ему, но стоял выше таких соображений.
XXI // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Ҫав вӑхӑтра эпӗ ирӗксӗрех шухӑшсенчен хӑтӑлаттӑм, канаттӑм.
VII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
И савӑнса кайрӗ, йывӑр шухӑшсенчен хӑтӑлчӗ.
III // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 90–106 стр.
Мӗн тери канлӗ пулӗччӗҫ вӗсем, киревсӗр шухӑшсенчен хӑтӑлса, чип-чипер ӗҫлеме тытӑнас пулсан, йӗркеллӗ савӑнма, ҫиме, ҫывӑрма пуҫласан.
IX // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 8–23 стр.
Анчах вӑл хура шухӑшсенчен хӑтӑлас тесе ку ӗҫсене те хаваслансах тӑвать.Но он и этому был рад, лишь бы отвлечься от черных мыслей, не думать.
23-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959