Шырав
Шырав ĕçĕ:
Бубен кӗрлесе, янӑраса, шавласа кайрӗ те, хайхи ташӑ, тахҫанхи тӗм-хура хаяр эрех пек ӳсӗртекен урӑм-сурӑм ташӑ, вутӑн-ҫулӑмӑн ялкӑшма тытӑнчӗ: Нунча ҫӗлен пек явкаланса ҫаврӑнать ӗнтӗ, — юна вӗрилентерсе яракан ҫавӑ ташша вӑл чӗререн ӑнланатчӗ, унӑн тӗлӗнмелле илемлӗ, парӑнми ӳт-пӗвӗ мӗнле чӗррӗн вылянине пӑхса тӑрсан, чун киленсех каятчӗ.
Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.
Анчах та эсӗ вӑйлисемпе харсӑррисенӗн юррисенче ӗмӗр вилмесӗр, ҫутӑпала ирӗклӗхӗн чӗррӗн янӑран йыхравӗ пулӑн!
Сокол ҫинчен хывнӑ юрӑ // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–74 стр.
Лере, тинӗс хӗрринче, вӗсем вӗҫӗмсӗр нумайӑн пек туйӑннӑ, ҫак пӗлӗтсем ҫанталӑк тӳпине — чӗррӗн те ӗмӗтленсе ҫиҫекен, хӑйсен таса ҫутипе этеме те аслӑ шухӑша яракан тӗрлӗрен тӗслӗ ҫӑлтӑрсемпе — миллион ылтӑн куҫсемпе, ыйхӑллӑ тинӗс ҫинче урӑх нихҫан та йӑлкӑшма парас мар тенӗ усал сӑлтавпа — яланах ҫапла шуса хӑпарассӑн туйӑннӑ.
II сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.
Уҫӑ сывлӑшра, йӑлтӑр ҫутӑ хӗвел патӗнче ҫарансем, уйсем, йывӑҫсем, темӗнле пысӑк праҫнике хатӗрленсе тумланнӑ пек, ҫав тери чӗррӗн те ӗлккеннӗн курӑнчӗҫ.
39-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ҫавӑнпа вӑл Ольгӑран та ютшӑннӑ пекех пулнӑ — ӑна вӑл хӗре юратнӑ пек мар, пысӑк шанчӑк паракан лайӑх ачана кӑмӑлланӑ пек ҫеҫ кӑмӑлланӑ; шӳтлесе, сӑмах майӗн, вӑл пурне те пӗлме тӑрӑшакан Ольгӑна ҫӗнӗ, хӑюллӑ шухӑшсем пӗлтернӗ, хӑй пурнӑҫра курнине ӑнлантарнӑ, ӑна пурнӑҫра мӗн пулни-иртнине чӗррӗн, тӗрӗссӗн ӑнланма хистенӗ, унтан вара Ольгӑна та, хайӗн тӗплӗ мар урокӗсене те маннӑ.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Этемӗн шӑпипе тивӗҫлӗхне чун-чӗрипе чӗррӗн те уҫҫӑн курсан, ҫав тивӗҫлӗхпе хӑйӗн пурнӑҫне танлаштарса пӑхсан, пурнӑҫ ыйтӑвӗсем пӗрин хыҫҫӑн тепри тӗттӗм ишӗлчӗкре хӗвел ҫутинчен хӑраса вӑраннӑ кайӑксем пек хускалсан, Обломова хӑрушӑ пулса кайрӗ.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Куҫӗсем пӳлӗмре ларакансем ҫине тӳррӗн те чӗррӗн пӑхаҫҫӗ.
Вунҫиччӗмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Пӗтӗм командӑран вӗсем ҫеҫ чӗррӗн тӑрса юлнӑ иккен.
Вунтӑваттӑмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Унсӑрӑн ҫак машинӑран нихӑҫан та тухаймӑн, — Петр Петрович самантлӑх шӑпланчӗ те ҫапла хушса хучӗ: — Чӗррӗн тухаймӑн.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив
Тавтапуҫ турра, сана чӗррӗн кӑларса янӑшӑн.
Саккӑрмӗш сыпӑк. Чӗнмен хӑна // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Сасартӑк акӑ унӑн чечен тути ман питҫӑмартине пырса перӗнчӗ те, эпӗ вӑл хӗрӳллӗн те чӗррӗн чуптуса илнине туйрӑм.И вдруг ее губки коснулись моей щеки, и я почувствовал их жаркий и свежий поцелуй.
Пиллӗкмӗш сыпӑк. Юрату // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Ҫурт хуҫи, Яик казакӗ пулнӑскер, пӗр утмӑл ҫулсенче пулӗ, хӑйне чӗррӗн те паттӑрӑн тыткалать.Хозяин, родом яицкий казак, казался мужик лет шестидесяти, еще свежий и бодрый.
Иккӗмӗш сыпӑк. Вожатый // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Хамӑн ҫепӗҫлӗхе, хамӑн ӑш вӑрканине, хавасланнине ҫав тери чӗррӗн кӑтартса патӑм; унӑн характерне, вӑл мӗн тунисене ҫав тери лайӑх енчен кӑтартса патӑм та, унӑн вара ирӗксӗрех эпӗ княжнапа ытла ҫепӗҫленсе калаҫнине каҫармалла пулчӗ.
Июнӗн 4-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Темиҫе минут хушши сӑмах чӗнмесӗр пынӑ хыҫҫӑн: «Итлӗр-ха, Максим Максимыч, — терӗ мана Григорий Александрович, — капла майпа ӑна эпир чӗррӗн илсе ҫитереймӗпӗр».
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Дворянсен пурӑнӑҫӗпе улпутсен типӗсем Пушкин произведенийӗсенче питӗ чӗррӗн, реализмла сӑнланнӑ.
А. С. Пушкин тата вӑл ҫырнӑ «Белкин повеҫӗсем» // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Эпир пӗлнӗ: эпир гестапо аллине лексен, унтан чӗррӗн тухса каяс ҫук.Мы знали: если мы попадем в руки гестапо, живыми нам не уйти.
VIII сыпӑк // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Тата пире чи йывӑр условисенче тӳрӗ кӑмӑлпа, хӑюллӑн пулӑшнисене, вӗсенчен чӗррӗн юлнисене мантарасшӑн мар.
«Пирӗннисем» // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Арканса, ҫӗрсе пыракан капитализм тӗнчене хӑрушлӑхсемпе тултарнӑ, ҫав хӑрушлӑх халӗ кашнинех инкек тӑвассипе шиклентерет, Чӗррӗн юлнисем хӑйсене хӑйсем: эпир фашизм вилӗмне куртӑмӑр, тесе калама пултариччен ҫӗршер пин ҫынсем — епле ҫынсем тата! — пӗтмелле-ха.
1943 ҫулхи майӑн 22-мӗшӗ // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Эпӗ темле ӑнсӑртран пулнӑ сӑлтавпа чӗррӗн юлни ҫинчен тӗрме пӗлнӗ те мана саламлать.Панкрац уже знал, что по какому-то недосмотру я остался жив, и посылал мне привет.
III сыпӑк // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Анчах пурте вилет тесе шутланӑ ҫын чӗррӗн юлни сайра пулнӑ…Но редко случалось, чтобы не умер тот, в чьей неизбежной смерти были уверены все…
III сыпӑк // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953