Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

урапа сăмах пирĕн базăра пур.
урапа (тĕпĕ: урапа) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫӑмӑл урапа ачасем тӗлне ҫитсен, вӑл Щукаре: «Тӑрат-ха», — терӗ те куҫӗпе тӗллесе, пӗр ҫара уран пыракан ҫичӗ ҫулсене ҫитнӗ шурӑ пуҫлӑ ачана чӗнсе илчӗ:

Когда дрожки поравнялись с ребятами, он попросил Щукаря: «Останови» — и, прицелившись взглядом, выбрал парнишку лет семи, босого, белоголового:

31-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Халь акӑ эпӗ ямшӑк, ҫапах та ҫӑмӑл урапа ҫинче Давыдов юлташпа юнашарах ларса пыратӑп.

Ноне я вот кучер, а с товарищем Давыдовым рядом сижу на дрожках.

31-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Хӗрарӑм урапа ҫинчен ӳксе юлсан — кӗсрене ҫӑмӑлтарах теҫҫӗ, — касса татнӑ пек каласа хучӗ Давыдов.

Баба с телеги — кобыле легче, — отрезал Давыдов.

29-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Анне чупса пырса пӑхать, эпе ҫӗрте, йытӑ ҫурипе юнашар, кӳме урапа лартакан лупас патӗнче урасемпе тапкаланса выртатӑп иккен…

Мать прибежала, а я рядом со щенком лежу возле каретника на земле и ногами сучу…

27-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Акӑ, хайхискер, хӑйӗн ҫурӑк чӗрнеллӗ урисемпе ҫулсем тӑрӑх та, суха касси тӑрӑх та питӗ нумай такӑрласа, плуг е вӑрӑм урапа сӗтӗрсе, ҫулла та, хӗллехи сивӗсенче те Кондрат ӗҫне лайӑх туса пынӑ вӑкӑр ӳссе ҫитӗнчӗ.

И вот вырос бык и добре работал на Кондрата, летом и в зимнюю стужу, бесчисленное количество раз переставляя свои клешнятые копыта по дорогам и пашням, волоча плуг или арбу.

10-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Алӑк хупӑннӑ-хупӑнман машина тапранса та кайрӗ, аяккалла сиксе ӗлкӗреймен пулсан Толян текенни урапа айнех лекетчӗ пуль.

Еще не успели захлопнуться дверцы, как Тойота взвыла и сорвалась с места. Толян еле успел отскочить в сторону, иначе попал бы под колеса.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Вӗсем ӑна урапа тапса уҫӗҫ те шала кӗрсе тӑрӗҫ.

Сейчас они ее выбьют, ворвутся сюда,

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Урапа ҫинчен те пӗлетӗр-и?

— И про дилижанс знаете?

XX. Ирхине // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Эпӗ каллех алӑкне урапа тапса пӑхрӑм та алӑкӗ, чӗрӗ пекех, уҫӑлчӗ.

Я снова ударил в дверь ногою, и, как живая, она вдруг подалась.

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Шӑнкӑртаттартӑм эпӗ, шаккарӑм, унтан урапа тапса пӑхрӑм…

Я позвонил, постучал, потом двинул в дверь ногою…

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Каллех урапа сиккеленсе тӑнкӑртатать, пуҫӑм такам чӗркуҫҫийӗ ҫинче выртать, крыльца патӗнче Лури выртнине куртӑм эпӗ, аллисене хӗреслетсе хунӑччӗ, вилнӗччӗ вӑл, эпӗ ун патнелле туртӑнтӑм та, мана ямарӗҫ.

И снова тряслась и подпрыгивала телега, голова лежала на чьих-то коленях. Я видел Лури, лежавшего у крыльца с мёртвыми сложенными руками, и рвался к нему, а меня не пускали.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Унтан вара эпӗ санбата кайнӑ чух урапа ҫинче силленсе пытӑм; халь ӗнтӗ ялти мар, темле урӑх хӗрарӑм мана алӑрӑн тытнӑччӗ, юн тапнине пӗлесшӗн хыпашласа пӗрмаях: — Хуллентерех, хуллентерех, — тесе пычӗ.

А потом я трясся на телеге в санбат; какая-то другая, не деревенская, женщина держала меня за руку, щупала пульс и всё говорила: — Осторожнее, осторожнее.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ тыткӑҫа урапа пусрӑм та ҫав ҫунат ҫине хам машинӑна яра патӑм.

Я нажал ручку, дал ногой и бросил на эту плоскость машину.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пин ҫул — эпӗ аран-аран машинӑна кӑлартӑм, сулахай урапа ҫеҫ туртса пымаллаччӗ ӑна.

Тысяча лет — и я с трудом вывел машину, тащить приходилось одной левой ногой.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Курӑк хушшипе урапа йӗррисем лайӑхах палӑраҫҫӗ, вӗсем, темӗнле хӑяматри патшалӑха илӗртсе ҫул тытнӑ пек, тарӑн шыва анса каяҫҫӗ.

Ее колеи еще виднелись в траве, и странно было видеть, что дорога уходит прямо в воду, в глубину, словно маня спуститься по ней в какое-то донное царство.

2 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ӑна ыратнӑ ури тунипе явтарса илсе, чӗркуҫҫи хутламӗпе хӗстерсе, йывӑҫ урапа утнӑ пек, хӑйне хӑй тертленсе пырать…

Зажал ее под коленом скрюченной ноги и прихватив конец ступней, ковылял, как на деревяшке…

1 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

— Эсӗ ху пилот та ӗнтӗ халӗ, ҫапах та кама та пулин шӑпах пит-куҫӗнчен каллех урапа тӑхӑнтартса ярӑн.

 — Потому что ты хотя теперь и пилот, а вдруг можешь взять да и двинуть кого-нибудь ногой по морде.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ӑна урапа ҫине вырӑнаҫтарса хунине эпӗ кантӑкран пӑхса тӑтӑм.

Я видел из окна, как его уложили в телегу.

Романа кӗртмен сыпӑк // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Эпӗ урапа ҫинчен сиксе антӑм та тӳрех вӗсем патне вӑркӑнса пытӑм.

Я выскочил и бросился прямо на них.

Романа кӗртмен сыпӑк // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Урапа тӳрех вӗсем умне пырса чарӑнчӗ.

Телега остановилась прямо перед ними.

Романа кӗртмен сыпӑк // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех