Шырав
Шырав ĕçĕ:
Чуна ҫӑмӑл, ҫав тери ирӗк; хӑвна ху райри пек туятӑн.
III. Кӗтмен йӗкӗт. Кавар // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Сергей арӑмӗ ҫине тимлесе пӑхрӗ те, унӑн ачаш куҫӗсем: «Эсӗ мӗншӗн ҫакӑн пек?.. Куратӑп: ӳт-пӗвӳ те тулнӑ, лайӑхланнӑ та, хӑвна ху эсӗ халӗ пит аван туятӑн, анчах ҫавах та санӑн сыхланмалла пулӗ, тен, район тӑрӑх ҫӳреме те юрамасть сана?» — тесе ыйтнӑ пек туйӑннӑ.
II // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Вӑл йӗрӗнчӗк япала тӑвать, калаҫать, эсӗ ҫавна темскер савӑк та кӑмӑллӑ япала пек туятӑн.
V // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.
Садпа тинӗс шӑрши сывлӑша витӗр ҫапнӑ, унӑн пылак та тӑварлӑ тутине ҫӑварта туятӑн.Воздух был так напоен запахами сада и моря, что сладко-соленый вкус его чувствовался во рту…
Вуннӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
— Ну, мӗнле туятӑн хӑвна? — ыйтрӗ Чжан Пэй-цзюнь.
Пӗртӑвансем // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 115–130 стр.
Ҫук, хӑвна ҫеҫ юраттарни — телей мар, инкек, мӗншӗн тесен эс ӑна юратман тата юратма та пултарайман пирки ху айӑплине туятӑн.
I // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Эсӗ хӗресӗн чӗмсӗрлӗхне илтетӗн, ҫав чӗмсӗрлӗхре хӗрес айӗнче выртакан паллӑ мар ҫыннӑн чунӗ пуррине туятӑн.
VI // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Ҫавӑнпа пӗрлех илем уявӗнче те, телей виҫесӗр тапса тӑнинче те тунсӑхпа темле канӑҫсӑрлӑх пуррине туятӑн; хӑй пӗчченнине, хӑйӗн никама та кирлӗ мар, никам та мухтаса ҫырман пуянлӑхӗпе хавхаланӑвӗ тӗнчешӗн ахалех хӑрама кайса тӑнине ҫеҫенхир сисет-тӗр, ӑнланать-тӑр, ҫавӑнпа та хаваслӑ кӗрлев витӗр вӑл тунсӑхлӑн та шанӑҫсӑррӑн чӗннине илтетӗн: юрлӑр ман ҫинчен! юрлӑр!
IV // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Пӗр тӗрлӗн вӗҫсӗр чӗриклетсе тӑни сӑпка юрри пек канлӗ туйӑнать; пыратӑн кӳмере ларса, сисмесӗрех тӗлӗре пуҫланине туятӑн, анчах таҫта ҫывӑрса каяйман темле кайӑк канӑҫсӑррӑн та кӗскен кӑшкӑрса ярать кӑна е тата такам тӗлӗнсе ӑнланмалла мар «А-а!» тенӗ евӗр кӑшкӑрнӑн туйӑнса каять ҫеҫ — каллех куҫ хупанкисем уҫӑлаҫҫӗ.
IV // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Ҫапла вара, пӗр сехет те, икӗ сехет те пӗр минут пекех вӗҫсе иртет, ҫук, минутсем те ҫук, ҫекундсем те ҫук, пачах та вӑхӑт ҫук, ҫывӑрса кайсан та вӑранатӑн: вӑранатӑн та — ҫывӑрса кайнӑранпа вӑхӑт нумай иртнине пӗлетӗн; мӗнле иртсе кайнӑ-ха ҫав вӑхӑт? — пӗр самант чухлӗ те ҫук вӑл; ҫывӑрнӑ хыҫҫӑнхи пекех; ывӑнни мар, пачах урӑхла, канса илнӗ пек туйӑнать, хӑвна хастар туятӑн, ӳт-пӳ те ҫӑп-ҫӑмӑл, каннипе пӗрех ҫав ӗнтӗ: эпӗ «сывлама питӗ ҫамӑл» терӗм, чи лайӑххи ҫакӑ пулать те ӗнтӗ.
XIV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ку вӑл пӗччен чухне ӗмӗтленсе: «ах, епле юрататӑп эпӗ ӑна», тесе шухӑшласа ларнипе пӗрех — ҫавӑн пек лӑпкӑн шухӑшласа ларнӑ чухне нимӗн те пӑшӑрханмастӑн, нимӗн те ыратмасть санӑн; ху юратакан ҫын сан ҫине юратса пӑхса ларнӑ чухне те ҫавӑн пекех ырӑ, пин хут ырӑрах; чӗре хытӑ тапнине мар, ҫав тери лӑпкӑ пулнине туятӑн, ҫук; ун пек пулсан, вӑл пӑшӑрхану пулнӑ пулӗччӗ, хытӑ тапнине туймастӑн, чӗре пӗр пек, ыррӑн та ҫемҫен тапать, кӑкӑр сарӑлать, сывлама ҫӑмӑл, ку вӑл ҫапла, ку вӑл чи тӗрӗсси: сывлама питӗ ҫӑмӑл.
XIV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
«Паян эс хӑвна самайрах пек туятӑн пулмалла», — терӗ мана пичче.Брат спросил: «Сегодня ты, кажется, хорошо себя чувствуешь?»
IV // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 8–23 стр.
Ҫав хулана кӗрсен, эс хӑвна тимӗр-тӑмӑр тултарнӑ хырӑма лекнӗ пек туятӑн.Войдя в него, чувствуешь, что ты попал в желудок из камня и железа.
Сарӑ шуйттан хули // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 659–670 стр.
Нумай туятӑн, сахал калаҫатӑн.
Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.
Кӗркунне Кавказра хӑвна ху питӗ ӑслӑ ҫынсем тунӑ чаплӑ соборти пек туятӑн; питӗ ӑслӑ ҫынсем — яланах питӗ пысӑк ҫылӑхлӑ ҫынсем-ҫке, ҫавӑнпа вӗсем, хӑйсен иртнӗ пурнӑҫӗ умӗнче тӳрре тухас тесе, ҫакӑн пек аслӑ храм тунӑ, ӑна ылтӑнпа, тӗрлӗрен хаклӑ йышши чулсемпе эрешленӗ, тейӗн; Самаркандри, Шемахӑри туркменсен пурҫӑнпа тӗрленӗ чи лайӑх кавирӗсене ҫак тусем тӑрӑх ҫака-ҫака тухнӑ тейӗн; пӗтӗм тӗнчене ҫаратнӑ та — йӑлтах ҫакӑнта, хӗвел куҫӗ умне хурса тултарнӑ, ӑна ҫапла каласшӑн пулнӑ тейӗн: — Санӑн — Санӑн ҫыннусенчен — Сана!
Этем ҫурални // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 156–165 стр.
— Халӗ мӗн туятӑн эсӗ?
XII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Хӑвна ху мӗнле пек туятӑн? — тесе ыйтрӗ вӑл.
Пиллӗкмӗш сыпӑк. Юрату // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Ку парада ҫав тери вак япаласем тӑрӑх туятӑн… пӗлместӗп, юлташӑм, эсӗ ху ҫаксене тӳссе ирттермен пулсан, хӑҫан та пулин ман сӑмахсене вуласан — ӑнланӑн-ши эс мана?
IV сыпӑк // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Ҫапах та ҫак смотр мӗн тери пысӑк вырӑн йышӑнса тӑнине туятӑн.
IV сыпӑк // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Кунта эсӗ хӑвна ирӗккӗнрех туятӑн.
Лаох // Василий Алентей. Василий Алентей. Лаох. Хырсем ӗмӗрех ем-ешӗл. Повестьсем. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970