Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тейӗҫ (тĕпĕ: те) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Астрономсем вара: «Ҫук, ку ҫӗнӗ ҫӑлтӑр мар, ку ҫав тери авалхи Стожар ҫалтӑрӗсен ушкӑнӗ, анчах халлӗхе эпир хамӑр та вӑл мӗншӗн вӑйлӑ ялкӑшма пуҫланине пӗлейместпӗр», — тейӗҫ.

А астрономы-звездочеты им ответят: «Это не новая звезда, это очень старое созвездие Стожары. Только мы еще сами не понимаем, почему оно так ярко разгорелось».

39-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Малтан ывӑлӗ колхозран пӑрӑнма тӑчӗ, халӗ амӑшӗ, тейӗҫ.

Вот, скажут, cначала сынок из колхоза откачнулся, теперь матка.

34-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Ку вӑл, — «Коншаковка» тейӗҫ ҫынсем, унтан вӗсем ҫӗр ҫинче ҫак тулӑ мӗнле пулса кайни ҫинчен кала-кала парӗҫ.

— «А это «коншаковка», — отвечают людям и рассказывают, как и откуда появилась на земле эта пшеница.

33-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

«Лашана хӑмӑчӗ-мӗнӗпех тартнӑ, тейӗҫ. Нихҫан пулман кун пекки», — тейӗҫ.

«Лошадь в хомуте упустила. Небывалое дело!»

14-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ӑҫта ӗнтӗ колхозӑн ӗлӗкхи чапӗ, тейӗҫ, ӑҫта Стожарӑн чаплӑ тыррисем, лайӑх вӑрлӑхӗсем, тейӗҫ.

Где, спросят, былая слава колхозная, где хлеба знаменитые стожаровские, семена добрые?

4-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хӗрарӑм яланах шеллеме, хӗрхенме пӗлет — ку та ҫавнашкал ҫеҫ, тейӗҫ хӑшпӗрисем!

Скажут, что это ничего больше, как жалость, сострадание, господствующие элементы в существе женщины.

I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Вӑл — тӳрӗ чунлӑ кил хуҫи, тен, ҫавӑнпа килте йӗркесӗрлӗх ан пултӑр, хваттерте пурӑнакан ҫын ӳсӗр дворник илтсе уҫасса урамра ҫӗрле ан кӗтсе тӑтӑр, тет пулӗ; юлашкинчен тата, нумай шаккаса ачасене вӑратма пулать, тейӗҫ хӑш-пӗрисем!

Скажут, может быть, что в этом высказывается добросовестная домохозяйка, которой не хочется, чтоб у ней в доме был беспорядок, чтоб жилец ждал ночью на улице, пока пьяный дворник услышит и отопрет, что, наконец, продолжительный стук может перебудить детей…

I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Хуҫалӑхпа аппаланасси — унӑн пӗртен-пӗр пӗлнӗ, юратнӑ ӗҫӗ, тен, ҫавӑнпа вӑл ют ҫын умӗнче ку енӗпе куҫран ӳкесшӗн мар пулӗ, тейӗҫ хӑшпӗрисем.

Скажут, может быть, что она совестится показаться неисправной в глазах постороннего человека в таком предмете, как хозяйство, на котором сосредоточивалось ее самолюбие и вся ее деятельность!

I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Эпӗ илӗртнӗ, хӑрушлӑха юриех санран пытарса тӑнӑ, тейӗҫ.

Скажут, я увлекал, закрывал от тебя пропасть с умыслом.

V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

— Итле-ха, ун пек пурте каяс тейӗҫ, — хирӗҫлерӗ Обломов.

— Помилуй, этак, пожалуй, и все захотят, — возразил Обломов.

III сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

— Хурахсем, — терӗ вӑл хӑй шухӑшӗнчен хӑй хӑраса, — Маргаритӑна тупайманнипе пирӗн ҫывӑх ҫынсене салука илес тейӗҫ те…

— А вдруг, — пробормотал Федор, — теперь, когда Маргарита с нами, бандиты возьмутся за наших близких?

Вуннӑмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Агитаци тейӗҫ тата.

Скажут еще — агитация.

26 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Хӑш класран?» — тейӗҫ тата ытти те, тата ытти те.

Из какого она класса?» — и всякое тому подобное.

7 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Вӑл ырӑ ҫынччӗ, тейӗҫ пӗрисем, теприсем: йӗксӗк, тейӗҫ.

Одни скажут: он был добрый малый, другие — мерзавец.

Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

«Апла пулсан, ку вара хаяррӑн кулса тӑрӑхлани!» — тейӗҫ вӗсем.

«Да это злая ирония!» — скажут они.

Умсӑмах // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Эсӗ ӳксе вилӗн те, манне мӑя касса татӗҫ: мӗншӗн вӗҫме ирӗк патӑн эс ӑна, ватӑ ухмах, тейӗҫ.

Разобьешься, а с меня голову снимут: зачем, старый дурак, направил!

7 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Ачасем чӑнне пӗлсен мӗн тейӗҫ?

Если ребята узнают всю правду – что скажут?

Виҫҫӗмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив

Ҫитӗн те, ак, унта, сирӗн хӑвӑрӑн та больница пур, тейӗҫ.

А приедешь, скажут, у вас своя больница есть.

Еххӗм Пьяных операцийӗ // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 29–35 стр.

Унта пурте темӗнле ҫӗтӗк-ҫатӑкскерсем ҫеҫ», — тейӗҫ.

Там одна какая-то рвань!»

35-мӗш сыпӑк. Хисепе тивӗҫлӗ Гек вӑрӑ-хурахсен шайккине кӗрет // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

«Фи! — тейӗҫ вӗсем. — Том Сойер шайкки!

Скажут: «Ну уж и шайка у Тома Сойера!

35-мӗш сыпӑк. Хисепе тивӗҫлӗ Гек вӑрӑ-хурахсен шайккине кӗрет // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех