Шырав
Шырав ĕçĕ:
Эпӗ ҫиле хирӗҫ ҫав шурӑ кӗрпе сапнӑ ҫул тӑрӑх кайрӑм та акӑ мӗн куртӑм: икӗ чи пӗчӗкҫӗ кӑсӑя симӗс тӗклӗ, шурӑ мӑй ҫинче хура йӗр-йӗр курӑнса тӑраканскерсем, — типӗ йывӑҫ ҫинче сӑмсапа ӗҫлеҫҫӗ, ҫӗрӗк йывӑҫ ӑшӗнчен хӑйсене валли хуртсем кӑлараҫҫӗ иккен.
Кӑсӑясем // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 53–55 с.
— Чӑнах та, сӑмсапа вулаҫҫӗ.
Вӗҫен кайӑксемпе тискер кайӑксем калаҫни // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 47–51 с.
Тӗрӗссипе каласан, вӑл манципаци ҫинчен («ан» сыпӑка сӑмсапа каласа) е чаплӑн, е меланхолиллӗ калаҫакан вӗреннӗ дворянсене те, «ҫав мунципацие» пӗр чӑрмавсӑр ятлакан вӗренмен дворянсене те канӑҫтараймасть.
XXVIII // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Ҫак сӑмахсемпе эсир хӑвӑра сӑмсапа тӑратса хӑварасшӑн, тепӗр майлӑ каласан, хӗре качча парасшӑн мар тесе каласшӑн пулсан, ку мана питӗ тӗлӗнтерет.
II // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 51–74 с.
Салташкасем ҫеҫ эсир, чемере шӗкӗлчеменскерсем! — кӑшкӑрчӗ урапа ҫинчен сӑмсапа калаҫакан старик, ӗнер каҫ Прохорпа пӗрле кӑмӑшка ӗҫнӗскер.Вояки, разъязви вашу! — крикнул с брички гундосый старик, с которым вечером выпивал Прохор.
LX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Унпа юнашар, хӗвеле хура пӗлӗт карса илнӗ пек, Андриан Аверьянович — районти килӗшӳсӗр работник, пур енчен те ӑна тӗксӗм, усал сӑрсемпе сӑрланӑ: куҫӗсем те тӗксӗм, темле кирпӗч тӗслӗ, пичӗ те шыҫӑннӑ, куҫхаршийӗсем хаяррӑн пӗрӗннӗ, костюмӗ те ун ҫинче михӗ пек ларать, калаҫасса та вӑл сӑмсапа, кичем те хӑшӑлтатса калаҫать.
XII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Пуҫтах элекҫӗ Панкратий пуп хӑйне ҫывӑх ҫынсене питӗ ӑстан сиенлеме пӗлнӗ, украинка экономкӑпа ерҫе пурӑннӑ хусах пуп Виссарион, сифилиспа чирленӗ пирки сӑмсапа калаҫаканскер, мӗн ҫуралнӑранпах ӑшӑ кӑмӑллӑскер, благочиннӑйран пӑрӑнса ҫӳренӗ, ӑна виҫесӗр мӑнкӑмӑллӑшӑн тата элек сарса ҫӳренӗшӗн юратман вӑл.
1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
— Ӗнер «Аркадире», астӑватӑр пулмалла, ваше-ство, — тесе пуҫларӗ экзекутор: — эпӗ сӑмсапа ӳсӗртӗм те… сарӑмсӑр пӗрхӗнтертӗм…
Чиновник вилни // Иван Юркин. Антон Чехов. Чиновник вилни // Илемлӗ литература: журнал. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1941. — №4. — 133-135 с.
Мужиксем те, полицеймейстер те, хӑш чухне тайный советниксем те сӑмсапа ӳсӗреҫҫӗ.Чихают и мужики, и полицеймейстеры, и иногда даже и тайные советники.
Чиновник вилни // Иван Юркин. Антон Чехов. Чиновник вилни // Илемлӗ литература: журнал. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1941. — №4. — 133-135 с.
Ӑна та сӑмсапа чавалаймӑн.
VII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Хӗрарӑм тутине тӑп тытса тӑрать, сӑмсапа сывлать, сӑмси шӑтӑкӗсем, урамран кӗрекен шӑршлӑ та ҫара сывлӑша ҫӑта-ҫӑта, чӗтре-чӗтре илеҫҫӗ; ку ҫын ӗнер ҫинӗ апат ҫинчен аса илнӗ шухӑшпа, тен, хӑҫан та пулин ҫыртса ҫиес ҫӑкӑр татӑкӗ ҫинчен ӗмӗтленнӗ ӗмӗтпе пурӑнать.
Сарӑ шуйттан хули // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 659–670 стр.
Сӑмсапа кӑшкӑрнӑ пек тухакан пӑхӑр горн сассине ҫынсем хыттӑн шӑхӑра-шӑхӑра уласа янисем, ҫухӑрнисем хупласа лартнӑ, — ҫынсем ылхана-ылхана ятлаҫнӑ, ӳпкелешнӗ, хӑйсем вӑйсӑррипе хурлӑхлӑн йынӑша-йынӑша илнӗ, ҫитес самантрах хӑйсем вилме пултарассине тата вилӗмрен хӑтӑлса юлма май ҫуккине сиссе, ним тума пӗлмесӗр, пӗтӗм чун хавӑлӗпе харсӑрланса ҫухӑрнӑ.
Январӗн 9-мӗшӗ // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 133–155 стр.
Хӑш чухне, чуста ҫӑрнӑ май е ҫӑкӑр унанӑ май, сӑмсапа мӑрӑлтатмах пуҫлаттӑм.Но иногда прорывался и начинал мурлыкать себе под нос, меся тесто и катая хлебы.
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Вӑл сӑмсапа туртмалли тапак пек, йӳҫӗ шӑршӑллӑ темле курӑк пуҫне татса илчӗ, ӑна ывӑҫ тупанӗ ҫинче шӗкӗлчерӗ те тӗлӗрсе выртакан Тимка Колечкинӑн сӑмси шӑтӑкне сапрӗ.
25-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
— Кӑнтӑрлахи апат валли йӑлтах илсе хунӑ, халех апат хатӗр пулать… — сӑмсапа калаҫма пуҫларӗ Анисья.— К обеду все куплено: скоро будет готов… — заговорил было нос.
VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Каллех Обломов Захара «мӗскӗн» сӑмахсемпе ятлама пуҫларӗ, Анисья каллех сӑмсапа калаҫма тытӑнчӗ: вӑл пӗрремӗш хут кил хуҫи арӑмӗнчен туй ҫинчен илтет, унпа калаҫнӑ чух туй пирки асӑнман та, туйӗ те ҫук, ӗҫӗ те килӗшӳллӗскер-и вӑл?
VI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Сӑмсапа калаҫаканскер алӑкран тухса ҫухалчӗ, ҫапах та алӑк хыҫӗнче калаҫни минута яхӑн илтӗнсе тӑчӗ.И вслед за этим говорящий нос исчез за дверь, но говор еще слышался с минуту за дверью.
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
«Кӗмӗл саклат хунӑ? Вӗсен те укҫа ҫук!» — шухӑшларӗ Обломов, тӗлӗннипе стенасем ҫине пӑхса, унтан, урӑх ним ҫине те пӑхма аптранипе, Аниҫйӑна сӑмси ҫине пӑхса ҫакна йӑлтах тутапа мар, сӑмсапа каланӑ пек туйӑнчӗ.
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ҫав вӑхӑтрах тата — ытла телӗнмелле-ҫке ку! — ман пуҫра, лаша ури тӑпӑртатнӑ ҫемӗпе килтерсе, суккӑр лирникӑн сӑмсапа нӑрлакан пӑсӑк сасси чӗтреме те чарӑнмарӗ:
XIII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Харлаттарни вырӑнне сӑмсапа шӑхӑрттарни илтӗне пуҫларӗ.
XI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956