Шырав
Шырав ĕçĕ:
Зябрев Сталин юлташа сывлӑх суннӑ хыҫҫӑн, вӗсем ҫак самантра хӑйсен умӗнче Сталин юлташа Мускавра куракан телейлӗ ҫынсен сассисемпе хутшӑнса «урра» кӑшкӑрса ячӗҫ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Анчах машинӑн икӗ чӳрече хушшинчи ансӑр стенаран тытӑнса, пуҫӗсене кантӑкран кӑларса, пионерсем янӑравлӑ сассисемпе таврана ҫурса, яланхи пек, пур ҫӗрте те пӗлекен Артекӑн чаплӑ юррине юрлаҫҫӗ:
Вуннӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Кӑшт ҫитӗнерех панӑ хӗрачасем, плошадӗн тепӗр кӗтессинче карталанса, ҫинҫе те хӑюсӑр сассисемпе вӑйӑ калама пуҫланӑ та ӗнтӗ.
XXXV // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Кулса ашкӑнма юратакан ачасем евӗр, ушкӑнпа кӗпӗрленсе чуптарчӗҫ шухӑ флейтӑсемпе кларнетсем, ҫӗнтерӳ хавасӗпе кӑшкӑрса, юрлаттарса ячӗҫ ҫӳллӗ пӑхӑр трубасем, параппанӑн хупӑнчӑк панлатӑвӗсем тата хытӑраххӑн васкатрӗҫ вӗсен ахаль те хивре ыткӑнӑвне, нӑкӑ, лӑпкӑ, пархӑтлӑ сассисемпе ӑшшӑн та евӗклӗн мӑкӑртатрӗҫ вӗсен хыҫӗнчен ӗлкӗрсе пырайман йывӑр тромбонсем.
XV // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
«Калаҫмаллах, вӗҫлесе пӑрахмалла ку япалана, — шухӑшларӗ Ромашов, чӳречерен вӑркӑнса тухакан параплан кӗмсӗртетӗвӗпе те пӑхӑр трубасен сассисемпе илтми пулса ларнӑскер. — Ҫитет!»
IX // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Вальсӑн хӑлхана хуплас пекех хӑватлӑ сассисемпе чӗтӗресе, тӑрӑлтатса ҫех тӑнӑн туйӑнакан залӑра икӗ мӑшӑр ҫаврӑнать.В зале, которая, казалось, вся дрожала от оглушительных звуков вальса, вертелись две пары.
IX // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Вӗсем, ҫинҫе сассисемпе ҫухӑркаласа, хӑйсен пытанчӑк сукмакӗсем тӑрӑх йӑпӑртатса чупаҫҫӗ, вӑхӑчӗ-вӑхӑчӗпе капан ҫумне таянса ларнӑ Яков Лукичӑн ҫурӑмӗ ҫывӑхӗнченех чупса иртеҫҫӗ.
23-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Шуҫӑм килнӗ чухне вӑранчӗ, картишне тухрӗ те сасартӑк ӑна тӗлӗнмелле шӑв-шав илтӗнчӗ: пӗр лупас айӗнче ҫӗр каҫакан пӗрлештернӗ автансем тем тӗрлӗ сассисемпе пӗр харӑсах татах ҫав тери вайлӑ, хорпа шарлаттарса авӑтаҫҫӗ.
19-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Ун хыҫӗнче икӗ молдаванка лараҫҫӗ; иккӗшӗ те ҫӗтӗк-ҫатӑк, хура ҫӳҫлӗ, хӗвелпе пиҫсе кайнӑскерсем, вӗсем те ӳсӗр сассисемпе нӑйкӑлтатаҫҫӗ.
I сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.
Халӗ ӗнтӗ ҫын сассисемпе тинӗс шавӗ те илтӗнме пуҫлаҫҫӗ.
Челкаш // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.
Анчах пӑхӑнса тӑракансем начальник умӗнче темшӗн шикленнӗ, вӑл йӑвашшӑн ыйтнӑ ыйтусене хирӗҫ хӑйсен сассисемпе мар, темле урӑх сасӑпа тавӑрса каланӑ.
V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ҫӳлти палуба ҫинчи тенкел ҫине вырнаҫса ларсан, вӗсем хӑма купӑсӗсене каласа ячӗҫ: «На сопках Манчжурии» ятлӑ маршӑн хӑлхана ҫуракан йӑнӑш сассисем ватӑ машина ӗҫленин йывӑр сассисемпе хутшӑнса кайрӗҫ.
VII. Фотографи карточки // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Хӗрсем кайрӗҫ — ҫапах васкамаҫҫӗ вӗсем, ӗҫе хӗрсе тытӑнчӗҫ, хулӑнтарах та илемлӗ сассисемпе украинла шӑкӑр-шӑкӑр калаҫса кайрӗҫ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Мересьевпа Петров каҫченех ҫав ырӑ шӑршӑллӑ, кайӑк сассисемпе тулнӑ хурӑн вӑрманӗнче пулчӗҫ, хӑйсен ҫӗнӗ техникӗсемпе калаҫрӗҫ, полк пурнӑҫӗпе паллашрӗҫ.
2 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Вӗсем лачакара аран утса пыракан лаша ури сассисемпе пӗрле этем ури сассине илтме тӑрӑшрӗҫ, анчах та этем ури сассисем илтӗнмерӗҫ.
13 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Людмила Нямукова солистка, Людмила Белкова тата икшерӗн юрлакансем Надежда Корниловӑпа Маргарита Белкова, Еленӑпа Светлана Михайловасем куракансене хӑйсен уҫӑ та илемлӗ сассисемпе тыткӑнларӗҫ.
Пӗрле юрласа савӑнни аван // Н.ЕРШОВА. Каҫал Ен, 2019.02.26
Уҫӑ та илемлӗ сассисемпе юрлакан ачасене савӑнӑҫлӑ юрӑ пур ҫӗрте те ҫул уҫса пулӑшса пытӑр.Пусть задорная песня откроет везде дорогу и поможет детям, поющих красивыми и звонкими голосами.
Тӑхӑрьял шӑпчӑкӗ // Сувар. «Сувар», 24(702)№, 2007.06.15
Л.А.Алексеевапа В.А.Петрова тата Г.А.Михайлов куракансене хӑйсен ҫепӗҫ сассисемпе тыткӑнларӗҫ.
Манӑн пӗчӗк тӑван ҫӗршывӑм // Валентина ЖУКОВА. «Урал сасси», 2016.06.22
Ҫуллахи кунсенче ҫеҫ ял ҫынсемпе йышлӑланать‚ ача-пӑча сассисемпе тулать.Только в летние дни в деревне увеличивается количество людей, наполняется голосами детворы.
Манӑн пӗчӗк тӑван ҫӗршывӑм // Валентина ЖУКОВА. «Урал сасси», 2016.06.22
Вӗсем кӑмӑла ҫӗклеҫҫӗ, хӑйсен чӗвӗлти сассисемпе тата хавхаланса ӗҫлеме ҫунат хушаҫҫӗ, – васкамасӑр калаҫрӗ аслӑ вопитатель.
Ачасемпе ҫыхӑннӑ пурнӑҫ // Юрий КОРНИЛОВ. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11