Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӳрт сăмах пирĕн базăра пур.
пӳрт (тĕпĕ: пӳрт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Шӑматкун, каҫ еннелле, пӳрт умӗнчи тӑрӑхла сак ҫине икӗ арҫын, икӗ кӳршӗ, вырнаҫса ларнӑ та — мунча кӗтеҫҫӗ.

В субботу, под вечерок, на скамейке перед домом сидели два мужика, два соседа, ждали баню.

Пахчапа мунча хуҫи // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 52–58 стр.

Эпир пӳрт патне хыпалантӑмӑр.

Мы пошли в дом.

Ярмул пичче // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 47–51 стр.

Хӳтте чарӑнмалли пӳрт патне ҫитме пӗр ҫухрӑм ҫурӑ утмалла.

До бригадного дома километра полтора.

Ярмул пичче // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 47–51 стр.

Турткалашрӗҫ, турткалашрӗҫ, пӳрт валли укҫа тупрӗҫ-тупрӗҫех.

Ну, помялись, помялись, нашли денег на избу.

Намӑссӑрсем // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 36–46 стр.

Пурӑнтӑм ҫапла, ачисене пӑхса патӑм, каярахпа вара — ҫук, тетӗп, атьӑр-ха, мана пӗр пӗчӗк пӳрт те пулин туянса парӑр.

Вот и жила, ребятишек вынянчила, а потом уж – нет, давайте, говорю, покупайте мне хоть маленькую избушку.

Намӑссӑрсем // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 36–46 стр.

Пӗччен хӗрарӑма старик пыра-пыра пулӑшрӗ: хӗлле юр хырса парать, вутӑ ҫурса парать, шӑпӑр аври лартса парать, пӳрт тӑрри юсаса парать.

Старик помогал одинокой по хозяйству: снег зимой придет разгребет, дровишек наколет, метлу на черенок насадит, крышу на избе залатает…

Намӑссӑрсем // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 36–46 стр.

— Пире, паллах, кунта тӗлӗнтерме пулать: пӳрт умне таксипе кӗрлеттерсе пырса тӑр, багажникран пилӗк чӑматан туртса кӑлар…

– Нас, конечно, можно тут удивить: подкатить к дому на такси, вытащить из багажника пять чемоданов…

Касса татрӗ // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 11–18 стр.

Том, хӑйне такам пырса турткаланӑ пек, вӑрт-варт сиксе тӑче те, вӑр-вар тумланса чӳрече витӗр тухса, пӳрт тӑрри тӑрӑх упаленсе кайрӗ.

В одну минуту он оделся, вылез в окно и пополз по крыше пристройки на четвереньках.

9-мӗш сыпӑк. Масар ҫинче пулнӑ трагеди // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Том пӳрт тавра ҫаврӑнса илчӗ те ӗне вити ҫумӗпе выртакан пылчӑклӑ ҫул ҫине тухрӗ.

Том обошел свой квартал стороной и свернул в грязный переулок мимо коровника тети Полли.

3-мӗш сыпӑк. Вӑрҫапа тата юратупа аппаланать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

«Эсрелсем кунтах юласшӑнччӗ. Пӳрт сивӗ пирки кайрӗҫ. Аран-аран ӑсатрӑм. Каҫченех тӑчеҫ. У-у…»

Куҫарса пулӑш

Лаох // Василий Алентей. Василий Алентей. Лаох. Хырсем ӗмӗрех ем-ешӗл. Повестьсем. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970

Кюльме пӳрчӗ — сӗм вӑрман варринчи пӗр-пӗччен пӳрт.

Куҫарса пулӑш

Лаох // Василий Алентей. Василий Алентей. Лаох. Хырсем ӗмӗрех ем-ешӗл. Повестьсем. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970

Пӗлтӗр пӳрт умне тротуар сарчӗҫ - бетонщикӗ, плиточникӗ, платникӗ - пурне те пултараҫҫӗ ачисем.

Куҫарса пулӑш

Кил вучахӗшӗн — ҫутӑ хӗлхем // Г.ИВАНОВА. Шӑмӑршӑ хыпарӗ, 2019.05.24

Ҫурт умӗнчи, сад пахчинчи, пӳрт ӑшчиккинчи чечексен илемӗ пурне те хӑй патне илӗртет.

Красота приусадебных, садовых, комнатных цветов заманивает к себе всех.

Телейӗ — юратнӑ ӗҫре // Р. ПАВЛОВА, С. ФРОЛОВА. «Авангард», 2019.05.06

Ялта пӗрремӗш кирпӗч пӳрт лартнӑччӗ.

В деревне поставили первый кирпичный дом.

Асаилӳ чуна ҫӗклет // Вениамин ИВАНОВ. http://putpobedy.ru/publikatsii/2750-asa ... chuna-klet

Хӗллехи тапхӑрта 80 пӳрт патне никам йӗр тӑвакан ҫук – ку вӑл мӗнпур ҫуртран шӑп та лӑп ҫурри.

В зимнее время к 80 домам никто не делает след - это из всех домов ровно половина.

Асаилӳ чуна ҫӗклет // Вениамин ИВАНОВ. http://putpobedy.ru/publikatsii/2750-asa ... chuna-klet

Эсир выҫлӑх, сивӗ пӳрт, тӑхӑнмалли ҫукки мӗн иккенне пӗлместӗр, вӗсене курман.

Вы не знаете, не видели, что такое голод, холодный дом, нет одежды.

Сахӑр катӑкӗ // Николай Ларионов. https://chuvash.org/lib/haylav/7332.html

Пӳрт стенине сӑрламанччӗ, ун ҫине патаксем, ункӑсем ӳкеретпӗр, пӗлекен саспаллисене кукӑртса хуратпӑр.

Куҫарса пулӑш

Сахӑр катӑкӗ // Николай Ларионов. https://chuvash.org/lib/haylav/7332.html

Фельдшер Петӗр патне кӗрсе кайнӑ вӑхӑтра Шураҫка пӳрт умӗнче выртатчӗ.

Куҫарса пулӑш

Шураҫка // Николай Ларионов. https://chuvash.org/lib/haylav/7331.1.html

Килне ҫитме те 5-6 пӳрт кӑна ӗнтӗ…

Дойти домой осталось всего 5-6 домов...

Шураҫка // Николай Ларионов. https://chuvash.org/lib/haylav/7331.1.html

Пӗр урамрах виҫӗ хура пӳрт ларатчӗ.

На одной улице рядышком стояли три дома по-черному.

Ӳпне ҫӑпан // Вир Мӗтри. Вир Мӗтри. Хӗрлӗ гварди. — Шупашкар, 1980

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех