Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӳрт сăмах пирĕн базăра пур.
пӳрт (тĕпĕ: пӳрт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл пире пӗтӗм зоосад урлӑ васкатса темӗнле вараланчӑк пӳрт патнелле илсе кайрӗ.

а через весь Зоосад потащил к какому-то грязноватому дому.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

«Ҫав кирлӗ те мана!» — хӗпӗртесе каланӑ Вӑта Тӑван, хурлӑхлӑ пӳрт алӑкне шаккаса.

«Вот это мне и надобно», — сказал себе Средний Брат и постучал в дверь домика.

15 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ҫӑлтӑрлӑ ҫутӑ каҫсенче эпир пӳрт ҫумне тухса лараттӑмӑр.

В ясные звездные вечера мы сидели на завалинке.

11 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Тахҫан вӑл пӗр чӗрӗп тупнӑ та ун валли хӑй кровачӗ айӗнче пӳрт те туса панӑ.

Он где-то достал ежа и построил ему целый дом под своей кроватью.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Темшӗн эпӗ лактометр ҫинелле сывларӑм та, чӗрем хӑвӑрттӑн-хӑвӑрттӑн сикрӗ, лактометра пӳрт патӗнчи юр ӑшне чиксе хутӑм.

Я зачем-то подышал на лактометр и с бьющимся сердцем сунул его рядом с домиком в снег.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Акӑ, хай, пирӗн пӳрт алӑкӗ уҫӑлать те веранда ҫине лутра та тӑн-тан ҫын тухса тӑрать, пуҫне вӑл сарлака ҫунатлӑ шлепке тӑхӑннӑ.

Но вот дверь нашего дома распахивается, и на веранду выходит низенький толстяк в широкополой шляпе.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пӗр минутран пуп майри, аллине пушӑ штоф кӗленчи тытса, пӳрт умне тухрӗ.

Через минуту попадья вышла ко мне в сени с пустым штофом в руках.

Саккӑрмӗш сыпӑк. Чӗнмен хӑна // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Пӗрисем, кӑмака ҫумӗнче, урисене хуҫлатса ларнӑ та картла ҫаптараҫҫӗ, теприсем чӳрече карнизӗсене, вӑрӑмскерсене, хӑпартса, ҫавӑнтах ҫунакан кӑмакана пӑрахаҫҫӗ, хӑшпӗрисем ҫывраҫҫӗ, хӑшӗсем мӗнле май килет, ҫавӑн пек кӗтесе купаласа хунӑ кивӗ чӳрече хашакӗсемпе кивӗ матери тӑрӑхӗсенчен пӳрт тӑваҫҫӗ.

Одни, сидя на корточках вокруг глиняной печки, резались в карты, другие снимали с высоких окон длинные карнизы и тут же отправляли их в печку, третьи спали, четвертые строили дом — дом из старых рам и полотен, сложенных как попало в углу.

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Кӳршӗсен пӗтӗм килкартишӗ курӑнать — авалхи колоннӑллӑ пӳрт умӗнче пӗр пӗчӗкҫӗ хӗрача финсен ҫунашкипе ярӑнать, шыв труби ҫинче ула курак ларать.

Весь соседний двор был теперь виден — маленькая девочка каталась на финских санках вдоль старинного с колоннами дома, ворона сидела на водосточной трубе.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Халӗ ҫав абажурӑн сӑнӗ намӑсланнӑ ҫын сӑнӗ пек курӑнать, пирӗн пушанса юлнӑ пӳрт ӑшчиккинче ӑна питӗ кичем, ахӑр.

Теперь у него какой-то сконфуженный вид — как будто он плохо чувствует себя в нашем опустевшем доме.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Даша инке мана илтмӗше хывса, сиксе тӑчӗ, темшӗн пирӗн пӳрт тавра ҫаврӑнса чӳречерен пырса шаккарӗ.

Как будто не слыша меня, тетя Даша вскочила, зачем-то обежала наш дом и постучала в окно.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Эсир пӳрт сутать теҫҫӗ-и?

— Это вы-с продаете дом?

Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Умрах, урам леш енче чалӑшраххӑн темиҫе пӗчӗк пӳрт курӑнать, урамра темиҫе чӑхӑ уткаласа ҫӳреҫҫӗ.

Наискось стояло несколько избушек; по улице бродило несколько куриц.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк. Крепость // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Эпӗ ҫенӗке кӗрсе кайрӑм та пӳрт алӑкне уҫрӑм.

Я пошел в сени и отворил дверь в переднюю.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк. Крепость // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Эпӗ тӳрех комендант патне илсе пыма хушрӑм та, тепӗр минутран пирӗн кибитка йывӑҫ чиркӳ ҫывӑхӗнчи ҫӳлӗ вырӑнта ларакан пӗр йывӑҫ пӳрт умне пырса чарӑнчӗ.

Я велел ехать к коменданту, и через минуту кибитка остановилась перед деревянным домиком, выстроенным на высоком месте, близ деревянной же церкви.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк. Крепость // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Эпир Собор садӗнче лартӑмӑр; ҫырман тепӗр енчен пирӗн пӳрт, килкарти курӑнать, вӗсем кунтан ҫав тери пӗчӗкҫӗ пек туйӑнаҫҫӗ.

Мы сидели в Соборном саду. По ту сторону реки был виден наш двор и дома, очень маленькие, гораздо меньше, чем на самом деле.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Никам та шаккамастчӗ, пирӗн пӳрт ҫивиттийӗ ҫине юр ҫеҫ ҫемҫен, пӗр сас-чӗвӗсӗр-мӗнсӗр ӳкетчӗ, сасартӑк мӑрьере ҫил шӑхӑрттарма тытӑнатчӗ.

Никто не, стучал, только мягко, с неслышным шумом падал снег на наш дом, и вдруг начинал свистеть в трубе ветер.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ пӑшӑрханса тула тухса кайрӑм, пӳрт тавра ҫаврӑнса ҫӳрерӗм.

Грустный, я вышел во двор и обошел вокруг дома.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Кирек мӗн тесен те — вӑл пирӗн пӳрт.

Каков бы он ни был, это был наш дом,

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ку вӑл — айккинелле чалӑшса кайнӑ пӗчӗкҫӗ пӳрт.

Это был маленький домик, когда—то пошатнувшийся и с тех вор стоявший в наклонном положении.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех