Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пытӑр (тĕпĕ: пыр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тата Ольга та хӑй перчеткине арӑслан ҫӑварне пӑрахас пулсан, унӑн чӗререн хавхаланнӑ тусӗ ӑна илсе парасси пирки, уншӑн тӗпсӗр ҫырмана сикес пирки Обломовран ыйтса пӗлмен, вӑл ҫав хавхаланун паллине ҫеҫ куртӑрччӗ, тусӗ арҫынсен, юратакан хӗрарӑма пула пурӑнма пуҫлакан арҫынсен, чи пысӑк тӗллевне ҫеҫ тӗрӗс тытса пытӑр, вӑл пӑхнин хӗмӗпе, вӑл ӑшшӑн кулнине унӑн хавхаланулӑхӗн ҫулӑмӗ ҫунтӑрччӗ тата вӑл ҫав ҫулӑмра пурнӑҫ тӗллевне курни ан пултӑрччӗ.

И Ольга не справлялась, поднимет ли страстный друг ее перчатку, если б она бросила ее в пасть ко льву, бросится ли для нее в бездну, лишь бы она видела симптомы этой страсти, лишь бы он оставался верен идеалу мужчины, и притом мужчины, просыпающегося чрез нее к жизни, лишь бы от луча ее взгляда, от ее улыбки горел огонь бодрости в нем и он не переставал бы видеть в ней цель жизни.

IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Ӑҫта ан пытӑр, кампа ан паллаштӑр — пӑхатӑн, вӑл ҫав ҫынна ҫавӑрса та илнӗ… —

Куда ни придет, с кем ни сойдется — смотришь, уж овладел, играет, как будто на инструменте…

VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

— Вӑл тӳрех офицерсен клубне пытӑр.

 — Пускай идёт в офицерский клуб.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Тен эпӗ ҫак асапӑмпа саплашнипе те хавасланнӑ пулӑттӑм — ан тив, мӗн хам виличченех пытӑр, мана вӗт хам пурнӑҫӑм тахҫанах кирлӗ мар.

 – Я, может быть, рад был бы поплатиться и этим страданием – уж пускай до смерти, потому что мне жизнь давно не нужна.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Юлса ан пытӑр тесе, черетлӗн пулӑшас пулать.

Чтоб она не отстала, надо по очереди помогать.

7 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Анчах паникӑна пӗтсе ларма пама юрамасть, кӗтмен ҫӗртен ҫине-ҫинех пырса ҫапас пулать, паника вӑйлансах пытӑр.

Только ее надо умело поддерживать, как огонь в костре, делать новые и новые неожиданные удары и не давать ей затухать.

11 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Вӗсен йышӗ ӳссе пытӑр тесе «ҫанӑ тавӑрсах» ӗҫлетпӗр.

Куҫарса пулӑш

Маттур ӗҫлекенсене – парне // Каҫал Ен. Каҫал ен, 2019.06.14, http://kasalen.ru/2019/06/14/%d1%8e%d1%80%d0%b0%d1%82%d0%bda-ec%d1%80%d0%b5-40-c%d1%83%d0%bb-%d1%8b%d1%82%d0%bb%d0%b0/

Пирӗн ҫавнашкал атлетсен шучӗ тӑтӑшах ӳссе пытӑр тата вӗсен хушшинче уйрӑмах пултаруллисем, лидерсемпе чемпионсем тупӑнсах тӑччӑр тесе ҫине тӑрса тӑрӑшмалла.

Мы должны стремиться к тому, чтобы их становилось все больше и среди них появлялись яркие личности, лидеры, чемпионы.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2013) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 65c49c7222

Типӗ ҫӗр ҫине акнӑ хыҫҫӑн вӑрлӑх патне нӳрӗк ҫителӗклӗ пытӑр тесе йӑрансене кӑштах пусӑрӑнтараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пахча ҫимӗҫ акатпӑр-лартатпӑр // В. ВАСИЛЬЕВА. http://gov.cap.ru/Publication.aspx?gov_i ... 6&page=279

Михаил Игнатьев юлашки ҫулсенче республика малашне те тӑнӑҫлӑ аталанса пытӑр тесе ҫирӗп никӗс хывнине каларӗ.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн суйлавҫӑсен шанӑҫне тӳрре кӑлармалла // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.09.30, 154-155№

Сана Турӑ чӑтӑмлӑх парса малашнехи пурнӑҫна тӗрӗс-тӗкел йӗркелесе пыма ҫул уҫса пытӑр.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Чӑваш ачисен тавракурӑмӗ сарӑлса, ӑс-тӑнӗ ҫивӗчленсе, ал-ури ӑсталанса пытӑр.

Куҫарса пулӑш

«Эткер» «Хӗлхемӗ» ялкӑшӗ яланах // Любовь КУДРЯВЦЕВА. «Тантӑш», 2016.07.21, 28№

Уҫӑ та илемлӗ сассисемпе юрлакан ачасене савӑнӑҫлӑ юрӑ пур ҫӗрте те ҫул уҫса пулӑшса пытӑр.

Пусть задорная песня откроет везде дорогу и поможет детям, поющих красивыми и звонкими голосами.

Тӑхӑрьял шӑпчӑкӗ // Сувар. «Сувар», 24(702)№, 2007.06.15

Вӗсен валли те ҫитсе пытӑр, хам валли те.

И им хватило, и себе.

«Йывӑрлӑх та кирлӗ - пурнӑҫ тутине туйма» // Рита АРТИ. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.06.18, 23(945)№

«Инвалид ачаллӑ арҫынна кам пытӑр?

«Кто выйдет за мужчину с ребенком-инвалидом?

Ашшӗ сусӑр ачине интерната паман // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.19, 19 (6112) №

Апла пулсассӑн районта хоккей вӑййи ҫулран-ҫул аталанса пытӑр, аслисем ҫамрӑксемшӗн тӗслӗх вырӑнӗнче пулччӑр.

Таким образом, в районе хоккейная игра пусть развивается от года в год, взрослые будут примером для молодежи.

Хӑравҫӑ хоккейла вылямасть… // Н.Архипова. «Каҫал Ен», 2016.04.22

26. Маншӑн ӗҫлесе тӑракан Ман хыҫҫӑн пытӑр; Эпӗ ӑҫта — тарҫӑм та ҫавӑнта пултӑр; Маншӑн ӗҫлесе тӑракана Атте хисеплӗ.

26. Кто Мне служит, Мне да последует; и где Я, там и слуга Мой будет. И кто Мне служит, того почтит Отец Мой.

Ин 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Иисус вӗсене: салтса ярӑр ӑна, утса пытӑр, тет.

Иисус говорит им: развяжите его, пусть идет.

Ин 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

18. Эй Тимофей ывӑлӑм, тахӑҫан сан ҫинчен пророкла каланипе килӗшӳллӗн, сана ҫапла канаш паратӑп: эсӗ ҫав сӑмахсемпе шайлашуллӑн хастар ҫар ҫынни пек кӗреш, 19. хӑв ӗненни тата таса чун-чӗреллӗ пулни пулӑшса пытӑр сана, хӑшӗсем таса чун-чӗререн пӑрӑнчӗҫ те, вӗсен ӗненесси те арканчӗ; 20. Именейпе Александр ҫапла пулчӗҫ.

18. Преподаю тебе, сын мой Тимофей, сообразно с бывшими о тебе пророчествами, такое завещание, чтобы ты воинствовал согласно с ними, как добрый воин, 19. имея веру и добрую совесть, которую некоторые отвергнув, потерпели кораблекрушение в вере; 20. таковы Именей и Александр,

1 Тим 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

40. Анчах пурте тирпейлӗ, пурте йӗркеллӗ пулса пытӑр.

40. только все должно быть благопристойно и чинно.

1 Кор 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех