Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӑранташ сăмах пирĕн базăра пур.
кӑранташ (тĕпĕ: кӑранташ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Мучи хутпа кӑранташ кӑларчӗ те шӑпланса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кану ҫуртӗнче // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 122–128 с.

Хутпа кӑранташ, хулпуҫҫинчен пӗчӗк приемник ҫакрӗ.

Куҫарса пулӑш

Кану ҫуртӗнче // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 122–128 с.

Кӑранташ, ручка перо та пур унӑн.

Куҫарса пулӑш

Яка пыр // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 84-85 с.

Кӗҫех кӑранташ «Шупашкар» тенӗ ҫаврашка тӗлӗнче чарӑнать.

Куҫарса пулӑш

Тинӗс уҫакансем // Александр Аслут. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 70-76 с.

Ун пек чухне Горовиц алла кӑранташ тытать те, хут ҫине йӗрлесе, хӑйӗн шухӑшне ӑнлантарма пуҫлать: «Классене ҫутатма ҫавӑн чухлӗ киловатт кирлӗ, дормиторсене — ҫавӑн чухлӗ… Эх, ҫапах та пирӗн ӗмӗре электричество ӗмӗрӗ тесе калама хӑяҫҫӗ тата!» — тарӑннӑн сывласа сӑмахне вӗҫлет вара вӑл; унтан каллех Горовиц пурин ҫинчен те манса хӑйӗн ӗҫне тума тытӑнать.

И с карандашом в руке, черным по белому, Горовиц доказывал: «Свет в классах — столько-то киловатт, в дормиторах — столько-то… Эх, а еще наш век называется веком электричества!» — вздыхая, заключал он и углублялся в свою работу.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Ку пуклак сӑмсаллӑ, кӑранташ пек тӳп-тӳрӗ кӗлеткеллӗ, сарӑ ҫӳҫлӗ…

Куҫарса пулӑш

Паллашу // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 74–76 с.

Ҫийӗнчех хутпа кӑранташ илтӗм, тумтире хулпуҫҫи ҫине уртса ятӑм та пирӗн ҫурта хирӗҫ ларакан кафене тухса утрӑм.

Куҫарса пулӑш

Усал пулсан та хамӑн // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 45–51 с.

Борис аллинчи кӑранташ кӑшт чӗтретчӗ, анчах хӑй питӗ лӑпкӑ сӑнлӑччӗ, хура куҫӗсем кӑна хӗр ҫине йӑпӑрт пӑхса илнӗ чух кӗл айӗнче тӗлкӗшекен кӑвар пек хыпа-хыпа илетчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Авалхи рыцарьсен урхамахӗсем какӑр сассине илтсенех ҫӗре кукалеме пикеннӗ евӗр, эсӗ халех хӑлхуна чанк тӑратрӑн, ав, аллу кӑранташ патнелле туртӑнчӗ…

Куҫарса пулӑш

II // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Акӑ, пирӗн кунта хут та, кӑранташ та пур.

Куҫарса пулӑш

Йыш ӳсет // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Казаков, кӑкӑр кӗсйинчен кӑранташ кӑларса, сӗтеле шаккаса илчӗ:

Куҫарса пулӑш

Кӳрентерчӗҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫавна асра тытса эпир халь вӑрмана ҫырла е кӑмпа татма кайнӑ чух чи малтан кӗсъене хутпа кӑранташ чикетпӗр.

Куҫарса пулӑш

Ӑслӑ кайӑк // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 25–26 с.

Вӑрмана кайса ҫӳренӗ чух хӑвӑрпа ялан хутпа кӑранташ илӗр, мӗн курни-пӗлнине ҫырса хурӑр», — терӗ Лев Борисович Лембэ профессор, пирӗн шкула пырсан.

Куҫарса пулӑш

Ӑслӑ кайӑк // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 25–26 с.

Кӑранташ пек вӑл Маюк.

Куҫарса пулӑш

Сӑмахпа кӑмӑл // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 85–87 с.

Пӗччен пулсан, ҫапса илме те вӑтанмасть, йышлӑн пулсан, хутпа кӑранташ кӑларса, акт ҫырма ӳркенмест.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 45–61 с.

Анчах портсигарти ҫинҫе кӑранташ евӗр пӗчӗк пирусне курсан, ку тупӑм ҫийӗнчех сирӗлчӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 45–61 с.

Хӗремесленсе кайнӑ пристай хутпа кӑранташ туртса кӑларнӑ.

Запунцовевший пристав выхватил карандаш с бумагой, гаркнул:

Юнлӑ юнкун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

— Нумай илсе килтӗн-и имҫам? — терӗ Гариф, ыйӑх килнӗ чухнехи пек анасласа, хӑй, Зейнаб каланине ҫырас пек, аллине кӑранташ тытрӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ятман, кӗсйинчен наччасах хутпа кӑранташ кӑларса ҫырса пыма пикенчӗ.

Куҫарса пулӑш

ХХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ятман отвечӗ хыҫҫӑн Камышин ӑна хутпа кӑранташ илсе вӑл каланине ҫырса пыма хушрӗ.

Куҫарса пулӑш

ХХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех