Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӑранташ сăмах пирĕн базăра пур.
кӑранташ (тĕпĕ: кӑранташ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тутине ҫыртса Титания кӑранташ илчӗ те мишень патне ҫитрӗ.

Закусив губу, Титания взяла карандаш и пошла к мишени.

IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Хутпа кӑранташ парсам.

Давай бумагу и карандаш.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 375–381 с.

Ҫак хыпара редактор кӑранташ тытсах вуласа тухрӗ:

Отложив эту заметку, он взял карандаш и прочел:

VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 161–173 с.

— Эппин, манса кайиччен, ҫырӑвне халех хатӗрлесе хурам, кайран алӑ ҫырайми пулӗ, — терӗ те Телегин, Йыснаран хутпа кӑранташ илсе, кӗскен кӑна ҫапла ҫырчӗ:

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫак шухӑшпа кӑштах хавхаланнӑскер, Телегин, вӑхӑта сая ямасӑр, почтӑна тухса утрӗ, хутпа кӑранташ туянса, ҫыру ҫырса ячӗ:

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Грэй хут таткине уҫрӗ; унта ишӗлсе анасла хӳмене аса илтерекен чертежсем тунӑ чух кӑранташ ҫав тери тӗлӗннӗ ахӑр.

Грэй развернул бумажку; карандаш, должно быть, дивился, когда выводил по ней эти чертежи, напоминающие расшатанный забор.

V. Хатӗрленӳ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Те кӑмрӑкпа, те кӑранташ хуҫӑкӗпе хут ҫине аран ӑнланмалла ҫырнӑ:

Огрызком карандаша там было неразборчиво написано:

6 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Приюта килме унӑн мӗнле те пулин сӑлтав тупмалла вӗт-ха, ҫавӑнпа та ыйтрӗ те кӑранташ шӗвӗртмелли ҫӗҫҫи ҫинчен.

Но ему надо было найти предлог для своего прихода, вот он и спросил про нож.

Тунтикун, декабрӗн ҫирӗм улттӑмӗшӗнче, Эмиль Катхультра пысӑк тӑкак туни, Коямнадиршӑ кашкӑр шӑтӑкне кӗрсе ӳкни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Кӑранташ шӗвӗртмелли ҫӗҫҫи ун кӗсйинчех выртать-ха, вӑл унтине Эмиль питӗ лайӑх пӗлет.

Перочинный нож лежал у него в кармане, и Эмиль прекрасно знал, что он там лежит.

Тунтикун, декабрӗн ҫирӗм улттӑмӗшӗнче, Эмиль Катхультра пысӑк тӑкак туни, Коямнадиршӑ кашкӑр шӑтӑкне кӗрсе ӳкни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

— Калӑр-ха, тархасшӑн, эп кунта иртнинче килсен кӑранташ шӗвӗртмелли ҫӗҫҫе манса хӑварман-и?

— Скажите, пожалуйста, я не оставил здесь перочинного ножика, когда приходил в прошлый раз?

Тунтикун, декабрӗн ҫирӗм улттӑмӗшӗнче, Эмиль Катхультра пысӑк тӑкак туни, Коямнадиршӑ кашкӑр шӑтӑкне кӗрсе ӳкни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Кӑранташ анчах сая яратӑн!»

— Только зря наш карандаш испишешь!»

Вырсарникун, июлӗн саккӑрмӗшӗнче, Эмиль... // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Вӑл кӗсйинчен кӑранташ хуҫӑкӗ шыраса тупрӗ, сӗтел ҫитти кӗтессинчен хут татӑкӗ чӗрсе илчӗ те, унталла-кунталла пӑхса илсе, васкавлӑн ҫырма пуҫларӗ.

Он пошарил в кармане, достал огрызок карандаша, оторвал от угла скатерти кусок бумаги и, оглянувшись, стал быстро писать.

XXI сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

Ленька кӑранташ илчӗ те тетрадь ҫине хӑйӗн хушаматне ҫырса хучӗ, унтан вара тетраде Митяй еннелле тӗртрӗ.

Ленька взял карандаш, вывел в тетрадке свою фамилию и пододвинул тетрадь Митяю.

XVIII сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

Ленька, строй хушшинчен тухса, командир патне пычӗ, хӑй хытӑ пӑлханнӑ пирки ӑҫта тӑнине манса кайса, кӑранташ тытрӗ те хӑйне пӑхӑнман аллисемпе ҫапла ҫырса хучӗ:

Ленька вышел из строя, подошел к командиру, не помня себя от волнения, взял карандаш и непослушной рукой написал:

XVII сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

Стройран пӗрин хыҫҫӑн тепри тухса, алсисене хывса, аллисене кӑранташ илеҫҫӗ.

Один за другим они выходили из строя, скинув рукавицы, брали карандаш.

XVII сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

Унта пӑхӑр кӑранташ евӗрлӗ запал текен япала пур.

Там запал такой есть, как медный карандаш.

X сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

Ҫапла шухӑшласа, кӑранташ сунтӑхӗ пек тӑвӑр пӳлӗме, учительсен пӳлӗмне, уҫрӑм та, тӳрех Саша Селина макӑрнине куртӑм.

Размышляя об этом, я открыла дверь нашей узкой, похожей на пенал учительской и сразу же увидела слезы Сашеньки Селиной.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.

Бурматов хӑйӗн кӗске сӑмахне каласа пӗтерчӗ, унтан кӗсйинчен кӗске кӑна кӑранташ татӑкӗ кӑларса, ҫӗрле хӑрушӑ разведкӑна каяс текенсене ҫырса илме хатӗрленчӗ.

Бурматов уже кончил свою короткую речь и, достав из кармана огрызок карандаша, приготовился записывать желающих пойти в опасную ночную разведку.

Разведкӑна // Николай Евстафьев. Баныкин, В. И. Чапаев ҫинчен: калавсем; Н. Евстафьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 128 с.

Сӗтел ещӗкӗнчен вӑл вараланса пӗтнӗ тетрадьпе пӗчӗкҫӗ кӑна кӑранташ татӑкӗ туртса кӑларчӗ, шухӑша кайрӗ.

Достав из ящика стола засаленную тетрадь и огрызок карандаша, он задумался.

Стёпка // Николай Евстафьев. Баныкин, В. И. Чапаев ҫинчен: калавсем; Н. Евстафьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 128 с.

Исаев полевой сумка илсе, циркульпе кӑранташ кӑларса пачӗ, сӗтел ҫине карттӑ сарса хучӗ.

Исаев принёс полевую сумку, достал карандаш и циркуль, развернул на столе карту.

Осиновка патӗнче // Николай Евстафьев. Баныкин, В. И. Чапаев ҫинчен: калавсем; Н. Евстафьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 128 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех