Шырав
Шырав ĕçĕ:
Унтан мана хам пулӗмпе юнашарти коридорта такам асӑрхануллӑн та ҫине тӑрсах алӑк тыткӑчне пусса тӗртнӗ пек туйӑнса каять, кӑштахран вара вӑл, кӗтмен ҫӗртенех кӑтӑрса хускалса, пӗтӗм ҫурт тӑрӑх вирхӗнме пуҫлать, чӳрече хупписемпе алӑксене шан та шан шанлаттарать е, мӑрьене улӑхса, ҫав тери мӗскӗннн, кичеммӗн те тӑсмаккӑн улать, — сасси хӑйӗн пӗрре, ҫихӗрсе йынӑшнӑ чухнехи евӗр, ҫин-ҫинҫен ҫӗкленсе хӑпарать, тепре, калӑн, унта тискер кайӑк ихӗрет, тейӗн, хулӑннӑн мӗкӗрттерет.
II сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
— Э-э! — темӗнле кичеммӗн каларӗ Ромка.
10 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Пур енчен те кунта манӑнни пек мар, йӑлтах урӑх пурнӑҫпа пурӑнни курӑнать, ҫавна кура эпӗ сасартӑк хам Мускавра пурӑннине, уйрӑмӑнах юлашки вӑхӑтра кичеммӗн те пӗр евӗрлӗ ирттернине туйса илтӗм.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Грушницкий пуҫне кӑкӑрӗ ҫине ӳсрӗ те, тарӑхса, кичеммӗн пӑхса тӑрать.Грушницкий стоял, опустив голову на грудь, смущенный и мрачный.
Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Сылтӑмра та, сулахайра та акӑш-макӑш тарӑн варсем кичеммӗн те тискеррӗн хуралса курӑнаҫҫӗ, тул ҫутӑлнине сиссе хӑранӑ пек пулнӑ тӗтре, йӑсӑрланса та ҫӗлен пек явкаланса, ҫывӑхри сӑртсен ҫуркаланчӑкӗ тӑрӑх аялалла шуса анать.
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Вӑйлӑн ӳссе ларнӑ ҫумкурӑкӗсем хушшипе ҫиппе ҫапса тунӑ пек тӳррӗн тӑсӑлса выртакан, ҫынсем ҫӳреме пӑрахнӑ фронт ҫулӗ ҫинче вара, ҫак ҫуллахи шӑрӑхра пиҫсе выртакан уйсем пек, ҫуллахи пӗлӗтри тӑрисен янравӗ пек, ҫӳллӗ те тӗпсӗр пӗлӗт пек кивӗ те вӗсем пекех ҫамрӑк юрӑ кичеммӗн те вӑйлӑн янраса пычӗ.
1 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Анчах унӑн мадамне мисс Жаксона — питне писев сӗрсе, куҫхаршисене сӑрласа ҫӳрекен, ҫулталӑкра икӗ хутчен Памелӑна вуласа тухакан, ҫавӑншӑн икӗ пин тенкӗ илсе тӑракан, ҫакӑн пек варвӑрла Раҫҫейре вилес пек кичеммӗн пурӑнакан хӗрӗх ҫулхи типтерлӗ те чӑркӑш хӗре — тем пекех тарӑхтарнӑ.
Хресчен хӗрӗ — пике // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Ключница Кирилловна хӑй астунӑ юмахсене каласа пӗтерчӗ; хӗрарӑмсен юррисем мана кичеммӗн туйӑна пуҫларӗҫ.
II // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Вӑл халӗ салхуланса, темле ҫемҫелсе кайнӑ пек пулса, кичеммӗн пӑхса ларчӗ.Он сидел подавленный, обмякший, с тоскливым выражением на лице.
13 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Ҫавӑнпа та мӗскӗн ҫын мӗн те пулин тӑвас тесе ҫеҫ, кичеммӗн иртекен вӑхӑта епле те пулин ирттерес, ывӑнса ҫитнӗ ӑспуҫа мӗн ҫинчен те пулин шухӑшлаттарас тесе ҫеҫ йывӑҫа касса хӑтланнӑ.
33-мӗш сыпӑк. Джо индеец пурнӑҫӑн юлашки кунӗсем // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Хӗвел ҫунтарса пӑхнипе ҫутҫанталӑк шӑпланни ачасене темӗнле хӑрушшӑн та кичеммӗн туйӑнчӗ.
26-мӗш сыпӑк. Каллех Джо индеец // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Кичеммӗн, хурлӑхлӑн кашлаҫҫӗ.
Лаох // Василий Алентей. Василий Алентей. Лаох. Хырсем ӗмӗрех ем-ешӗл. Повестьсем. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970
Сана вара ӗҫ патӗнче вӑйӑн-шайӑн ҫеҫ тӗккелешсе ҫӳрекенсем йӗрӗнчӗклӗн, кичеммӗн курӑнма тытӑнаҫҫӗ.
Лаох // Василий Алентей. Василий Алентей. Лаох. Хырсем ӗмӗрех ем-ешӗл. Повестьсем. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970
Хыр турачӗсем кичеммӗн кашлаҫҫӗ.
Лаох // Василий Алентей. Василий Алентей. Лаох. Хырсем ӗмӗрех ем-ешӗл. Повестьсем. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970
Ҫуса пӗтерсен вӑл кичеммӗн ҫухӑрашма тытӑннӑ.
Тӗлне пӗлмен кушак // Иван Мучи. Иван Мучи. Кулӑшла калавсем: Калавсем, фельетонсем. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1982. — 171 с.