Шырав
Шырав ĕçĕ:
Пӗр-пӗринпе тӑвансем пек курнӑҫаҫҫӗ, хӑшпӗр кун вунӑ хут та, анчах кашни хутӗнчех пӗр е икӗ минутлӑха ҫеҫ; хӑшпӗр кунсенче пӗр енчи хваттер кунӗпех пушӑ пулать, унта пурӑнакансем тепӗр енчи хваттере куҫаҫҫӗ.
XXII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
— «Эпӗ ӑна сансӑр пурӑнма пултарайманни ҫинчен каларӑм: тепӗр кунне вара, ӗнер, вӑл кайрӗ, ун хыҫҫӑн эпӗ те каяс терӗм, ӗнер те кунӗпех ун хыҫҫӑн каясси ҫинчен шухӑшларӑм, халӗ вара, хӑвах куратӑн акӑ, чылайранпа ӗнтӗ сан патӑнта ларатӑп».
V // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ҫакна эсир пурне те пӗлетӗр, мӗншӗн тесен, мана вагона кӗртсен, Рахметов сире ӑсатма кайрӗ; ҫав усӑллӑ япалана туса пӗтерес тесен, унӑн Петербургран тухса каймаллах, тесе ӗнентерсе, Дмитрий Сергеичпа вӑл тӗрӗс тунӑ, — ҫав ӗҫе тӑвас тесе тухса кайса вара вӑл мана кунӗпех питӗ асапланмалла туса хӑварчӗ — ҫакӑн пек хӗрхенӳсӗр пулнӑшӑн пысӑк тав ӑна!
II // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Рахметов «тӗлӗнмелле тӗксӗм ҫын» мар, пачах урӑхла, мӗнле те пулин кӑмӑллӑ ӗҫ тунӑ май хӑйӗн тӗксӗм шухӑшӗсене, хӑйӗн хуйхине маннӑ чухне, вӑл шӳт те тӑвать, хаваслӑн та пакӑлтатать, анчах та мана кун пек сайра май килет ҫав, тет вӑл, сайра май килни питех те кӳренмелле ҫав, тет, тӗлӗнмелле тӗксӗм ҫын» пулнишӗн эпе хам та хавас мар ҫав, тет, анчах та условисем ҫавнашкал-ҫке-ха, ҫавӑнпа ырра ман пек хӗрӳллӗн юратакан ҫын, «тӗлӗнмелле тӗксӗм ҫын» пулмасӑр пултараймасть, тет, ҫакӑ мар пулсан, эпӗ, тен, кунӗпех шӳт тунӑ та ахӑлтатнӑ, юрланӑ та ташланӑ пулӑттӑм, тет.
XXXI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
«Шухӑшсем пуҫа ан ҫавӑрччӑр тесен, ӗҫлес пулать, ӗҫрен лайӑххи нимӗн те ҫук, — шухӑшлать Вера Павловна, шухӑшласса вӑл питӗ тӗрӗс шухӑшлать, — сывалса ҫитиччен, кунӗпех мастерскойра пулӑп…
XXV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
— Алексей Петровичшӑн пурпӗрех, вӑл ыран кунӗпех килте.
XXI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ҫак ниме тӑман япала яланах хаяр сӑнлӑ Макара ҫав тери савӑнтарса ячӗ, хӑй патне кӗнӗ Кондрат арӑмӗ пӗр тӗлсӗр-йӗрсӗр каланӑ «спаҫҫибӑ» сӑмаха аса илсен, вӑл кунӗпех йӑл та йӑл кулчӗ.
XXII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
— Кунӗпех ура айнелле пӑхса пыратӑн-ҫке-ха, ҫавӑнпа пуҫ ҫаврӑнать те.— Целый день под ноги глядишь, от этого и кружение делается.
36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Марина турӑ патнелле туртӑнчӗ, турра хытӑ кӗлтума тытӑнчӗ, аслӑ типӗре хӗрӗх кунӗпех типӗ тытса пурӑнчӗ, виҫҫӗмӗш эрнинче кунсеренех Тубянски чиркӗвне кӗлтума ҫӳрерӗ, ҫылӑх каҫарттарса, турӑ юнӗ сыпрӗ.
30-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Халиччен вӑл яра куна кунӗпех ӗҫре чӑрманса ирттеретчӗ; ирхине вӑкӑрӗсене, ӗнине, сурӑхӗсене, лашине тухса апат паратчӗ, шӑваратчӗ; кӑнтӑр апачӗ вӑхӑтӗнче каллех анкартинчен, пӗр пӗрчине те тӑккалама хӑраса, тирпейлӗн, утӑ-улӑм йӑтатчӗ, ҫӗрле выльӑхсене картана хупатчӗ.
19-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Паян кунӗпех вӑл кӗпе-тумтир суйласа ирттернӗ…
18-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
— Ӗнер эпӗ кунӗпех килӗрен-киле кӗрсе ӳкӗтлесе ҫӳрерӗм.
15-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Хуторта нумаях пурӑнмарӗ вӑл: сарайӑн ҫӗрме пуҫланӑ юписемпе каштисене тӳрлеткелерӗ, икӗ теҫеттин ҫӗр сухаласа пӑрахрӗ, унтан пӗр кун кунӗпех пӗчӗк ывӑлӗпе выляса ирттерчӗ, ӑна салтак пурнӑҫӗн шӑрши витӗрех ҫапнӑ мӑйӗ ҫине лартса ҫӳрерӗ, пӳлӗм тӑрӑх чупкаласа кӑтартрӗ, кулчӗ-ахӑлтатрӗ.
5-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
… Ман пӳлӗм чӳречи площадь еннелле тухать, ҫав площаде пилӗк урам, михӗсенчен паранкӑ тӑкнӑ пек, кунӗпех ҫынсене кӑлара-кӑлара тӑкать, ҫынсем кӗпӗрленеҫҫӗ, чупаҫҫӗ, унтан вӗсене каллех урамсем карланкӑ пек ҫӑтса яраҫҫӗ.
«Мов» // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 684–692 стр.
Таҫта, хула варринче, киленсе итлемелле сасӑпа, хӑраса каймалла хӑвӑртлӑхпа пысӑк Ылттӑн чӑмӑркки ҫаврӑнса тӑнӑн туйӑнать, вӑл пӗтӗм урамсем тӑрӑх хӑйӗн тусанне, тӗпренчӗкӗсене, вӗҫтерсе сапалать те, ҫынсем вара кунӗпех ҫав тусан пӗрчисене шыраҫҫӗ, ҫӑткӑнланса яра-яра илеҫҫӗ.
Сарӑ шуйттан хули // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 659–670 стр.
Кунӗпех нӑрлать, пурне те ятлать, амӑшне те ҫӳҫрен сӗтӗрчӗ.Целый день жужжит, всех ругает, мамку даже за волосы таскала.
Инкер-синкер // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 191–208 стр.
Хӑть кунӗпех шывра лар!
Кулак йӑви // Василий Алагер. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 27–33 стр.
Санькӑ та ҫапла кунӗпех ашшӗпе ҫӳренӗ пулӗччӗ, ӑна халь тӑвакан ҫурт-йӗрсене,башня пек ҫӳлӗ утӑ капанӗсене, уй-хире, пулӑ тытмалли лӑпкӑ вырӑнсене кӑтартнӑ пулӗччӗ.
23-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Кунӗпех ертсе ҫӳрӗпӗр.
23-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ҫуркуннехи хӗрӳ ӗҫ вӑхӑчӗ иртсе кайрӗ, ҫавӑнпа та Катерина пӗр вырсарникун кунӗпех килти ӗҫсене пуҫтарма, ачасене пӑхма шутларӗ.Весенняя страда спала, и Катерина решила весь воскресный день посвятить дому и ребятам.
16-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951