Шырав
Шырав ĕçĕ:
Малтан вӗсем тарӑн ҫӗрте хӑмӑш ҫумӗпе пычӗҫ; кунта шывӗ Дымова мӑй таран, лутра Кирюха кӗлетки тӗллӗн-тӗллӗн пӗтӗмпех пытанать; вӑл чыхӑна-чыхӑна каять, хӑмпӑ кӑларать, Дымовӗ, чикекен тымарсенчен такӑнса, час-часах ӳкет е сӗрекерен ҫыхланать, иккӗш те вӗсем вӗҫсӗр шавлаҫҫӗ-ҫуйхашаҫҫӗ, пулӑ тытни мар, иртӗхни ҫеҫ пулса тухать юлашкинчен ку вӗсен.
V // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Дымовпа Кирюха шывра нумай пулнипе кӗренленсех кайнӑ, вӗсен сассисем те тытӑнса ларнӑ, апла пулин те хӑйсем пулӑ тытма хаваспах пуҫӑнчӗҫ.
V // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
— Пулӑ нумай пулма кирлӗ кунта…
V // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Атьсем, пулӑ тытма!
V // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Атьӑр пулӑ тытатпӑр!
V // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Ҫунаттисемпе те, хӳрипе те вӗтӗртеттерекенскер, хӗвел ҫинче вӑл пулӑ тытмалли ялтӑркач пек е шыв лӗпӗшӗ пек туйӑнчӗ; ҫав лӗпӗшӗн пӗве ҫийӗпе вӗлтӗртетсе вӗҫнӗ чухне ҫуначӗсем сухалӗсемпе пӗрлешсе каяҫҫӗ, ҫавна май сухалӗ ун малтан та, кайран та, айккисенчен те вӗҫнӗ пек туйӑнать…
II // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Ултӑ уйӑх каялла тата Марко сӑмах тӗлне «тамӑк хуранӗ» пирки асӑнсаччӗ те, Ставри пуп та ӑна ваттисен сӑмахӗпе юптарса ҫапла каларӗ: — Уруна йӗпетмесӗр пулӑ тытаймастӑн, — терӗ.
XIV. Кӗпҫе патӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
— Кала, каласа пар бее: патшалӑха тем пек пулӑшнӑ пулӑттӑн, — нимӗн те пулман чухнехи пек каларӗ Михалаки, пасарта пулӑ сутаҫҫӗ те, хакне кайса пӗлмӗн-ши, тенӗ пек тухрӗ унӑн сӑмахӗ.
XXI. Хур кӑтартма хӑтланни // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Вӑл ӗнтӗ тахҫанах таҫти тинӗс хӗрринче пулӑ тытать пулӗ тенӗччӗ эп, вӑл халӗ те кунтах вӑрттӑн ӗҫсем туса ҫӳрет имӗш.
II // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 90–106 стр.
хӑмасемпе ҫеҫ пӳлсе хунине курчӗ, ҫавӑнпа, ҫынна хаклама пӗлекенскер, Лопуховсем патӗнче нумай ларчӗ пулин те, вӑл хӑйне пӗрмаях йӗркеллӗ тыткаларӗ; вӑл ытлашши савӑнмарӗ, ытларах ялти лӑпкӑ пурнӑҫ ҫинчен шухӑшларӗ, чунтан савӑнса, Лопуховсен чухӑнрах пурнӑҫне тӗплӗнрех пӗлме тӑрӑшрӗ, ӑна вара шӑпах ҫапла пурӑнмалла пек, урӑхла пурӑнма та юраман пек, чухӑнрах пурӑнӑҫ чухне ҫеҫ ҫын чӑн-чӑнах телейлӗ пулма пултарнӑ пек туйӑнчӗ, ҫавӑнпа вӑл Сержа эпир пурӑнма Швейцарине кайӑпӑр, сӑртсемпе хирсем хушшинче, кӳлӗ хӗрринче ларакан пӗчӗк пӳртре вырнаҫӑпӑр, пӗр-пӗрне юратса пурӑнӑпӑр, пулӑ тытӑпӑр, хамӑр пахча ҫимӗҫсене пӑхса ӳстерӗпӗр, терӗ; Серж: эпӗ йӑлтах килӗшетӗп, анчах эсӗ тепӗр виҫӗ-тӑватӑ сехетрен мӗн калассине кӗтетӗп, терӗ.
II // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Парти пӑр ҫинчи пулӑ пек ҫатӑлтатни, пире лайӑх пурнӑҫ патне илсе пыни сана пачах пырса тивмест-им?Или тебя вовсе не касается, что партия как рыба об лед бьется, тянет нас к лучшей жизни?
XXIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Лайӑх сӗр, тусӑм, унсӑрӑн эпӗ, пӗлсе тӑр, шампа пулӑ пек шӑвӑнса тухӑп…Посмоли, друг, покрепче руки, а не то я, имей в виду, вывернусь, как налим…
XV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Эпир яланах пӗрле, шывпа пулӑ пекех пӗрле, а вӑл темле кӳренмелли сӑмахсем ҫинчен калаҫать.Всегда мы с тобой, как рыба с водой, и вдруг, нате вам, — неприятные разговоры.
XV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
— Эсӗ мӗн, председатель, ҫӑварна каратӑн та, хӑв, пулӑ пек, чӗнместӗн те тата?— Чего же ты, председатель, зеваешь ртом, а сам молчишь как рыба?
XIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Давыдов кӑштах хумханкаласа аллине плуг аври ҫине хучӗ, хӑй умӗнче плуг шӑрчӗ касса уйӑрнӑ тачка хура тӑпра сийӗ, тӗрен ҫинелле хӑпарса, тӗренӗн ҫап-ҫутӑ йӑлтӑртатакан ҫунатти тӑрӑх шӑвӑнса, ӗнтӗркенӗ мӑн пулӑ евӗр хӑяккӑн йӑвана-йӑвана ҫаврӑнса ӳксе юлнине пӑхса, плуг хыҫҫӑн утса кайрӗ.
36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Хӗлле вӑл хир чӑххисене лӑпӑпа тата шӑналӑкпа витсе тытатчӗ, ҫулла вара ҫырма хӗрринче ҫухалса ҫӳретчӗ, вӑлтапа пулӑ тытатчӗ.
31-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
— Чип-чипер вӑлтанах, пулӑ тытаканнинех ҫаклатрӗҫ.
31-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Пӗр хутӗнче, аякри паллӑ мар ҫӗршывра, ӑҫта та пулин ӗҫлеме тара илмӗҫ-и тесе, пасарта тӑнӑ вӑл, ун патне патша апатне хатӗрлекен пынӑ та: — Ют ҫӗр ҫынни, ҫак пулӑ карҫинккине кермене йӑтса ҫитерме пулӑш мана, — тенӗ.
IX сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Акӑ ӗнтӗ пӗррехинче Соломон, хӑй пӳлӗмӗсенчен пӗринче, ӑшне хӑвӑл хӑварттарса, витӗр курӑнакан хрустальтен урай тума хушнӑ, унта, шыв тултарса, чӗрӗ пулӑ янӑ.
IX сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Банник, типпе тӑрса юлнӑ пулӑ пек, пӗр-икӗ хутчен ҫӑварне кара-кара анасларӗ, унтан, стенаран тыткаласа, ура ҫине тӑма хӑтланчӗ.
24-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959