Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ҫыннӑн (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анчах килнӗ ҫыннӑн хӑмӑртарах пичӗ унӑн кӑмӑлӗ лайӑххине палӑртать, палламан ҫын кулнӑ чухне унӑн нимпе те палӑрса тӑман каҫӑртарах сӑмси кӑсӑкла пӗркеленет, хӑмӑр куҫӗсем вара ҫут тӗнче ҫине ӑшӑ кӑмӑллӑн, ӑслӑн пӑхса кулаҫҫӗ.

Но смуглое лицо приезжего было добродушно, простецкий курносый нос потешно морщился, когда незнакомец улыбался, а карие глаза смотрели на белый свет со снисходительной и умной усмешкой.

VIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Ют кӗпе ҫумастӑп-ҫке-ха, хамӑн, тӑван ҫыннӑн… — таз ҫинелле пӗшкӗнсе, сасӑпа макӑрса ярасран аран тытӑнкаласа каларӗ хӗр.

— Так ведь не чужую рубаху стираю, а своего, родного… — склонив над тазом голову и сдерживая сдавленные рыдания, сказала девушка.

VII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Выҫӑхса ҫитнӗ ҫыннӑн куҫӗ кӑна, ҫимелли курсан, ҫавнашкал йӑлкӑшма пултарать.

который вспыхивает у голодного при виде пищи.

I // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 23–36 стр.

Ман пичче «Кашкӑрсем» ялӗнчи арендатор калавӗнчен ним чухлӗ те тӗлӗнмерӗ, темиҫе кун каялла вӑл пирӗн пата килнӗччӗ те «ҫыннӑн чӗрипе пӗверне ҫини» ҫинчен каласа панӑччӗ.

Брат нисколько не был удивлен рассказом арендатора из деревни Волчьей, который приходил к нам несколько дней тому назад и рассказывал, как «съели сердце и печень убитого».

V // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 8–23 стр.

Ҫав вӑхӑтрах вӗсем хӑйсен ҫырӑвӗсене шар курнӑ ҫыннӑн ӳсӗмне кура хатӗрлеҫҫӗ.

При этом сообщения подстраиваются под возрастную категорию.

Чӑваш эстрада ҫӑлтӑрӗсен страницисене ҫӗмӗрнӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/23597.html

Тин ҫеҫ касса вӗлернӗ ҫыннӑн чӗрӗ юнӗпе йӗпетнӗ пампушка ҫисенех хӑйсен чирлӗ ывӑлӗ сываласса иккӗшӗ те ӗненеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Китай халӑхӗн аслӑ писателӗ // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 3–7 стр.

Анчах Суламифь вырӑн ҫинчен сиксе аннӑ ӗнтӗ, пӗр хусканупах аллине ялтӑрти хӗҫ тытнӑ ҫыннӑн хура кӗлеткине хирӗҫ ыткӑннӑ.

Но Суламифь уже спрыгнула с ложа, одним движением метнулась навстречу темной фигуре человека с блестящим мечом в руке.

XII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Ут-пӳ вилнӗ хыҫҫӑн кашни ҫыннӑн чунӗ ҫавӑнта пурӑнать, теҫҫӗ пире ассирсен асамҫисем.

Ассирийские маги говорят нам, что души всех людей живут на ней после смерти тела.

XII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Пӗр пӗчӗк кӑлтӑк ҫеҫ пур унӑн: шӑлӗ катӑк унӑн тата чи курӑнмалла ҫӗрте, шӑпах малти шӑлӗ ҫук; анчах Лушка хӑй куҫ хывса пурӑнан ҫыннӑн сӑн-сӑпатӗнчи ҫав ҫитменлӗхпе те килӗшрӗ.

Был у него один малый изъян: щербатинка во рту, да еще на самом видном месте — в передке; но Лушка примирилась с этим недостатком в наружности облюбованного ею.

39-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ҫавӑнтан вара манӑн, чирлӗ ҫыннӑн, тертлӗ-асаплӑ пурнӑҫӑм пуҫланса кайнӑ!

С этой поры и пошло мне, как больному, на лихо!

31-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Молчун ҫине яланах вӑл ӑшшӑн, кӑмӑллӑн пӑхать, ҫав ҫыннӑн хӑватлӑ вӑй-халне калама ҫук хисеплет.

Он всегда относился к Молчуну тепло, приязненно, питая непреоборимое уважение к его физическому могуществу.

29-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Акӑ вӑл, халь асӑннӑ хаҫат, ҫак уйӑхӑн иккӗмӗш числинче тухнӑскер, — васкамасӑр, ватӑ ҫыннӑн ҫинҫерех сассипе калаҫать старик, хӑй ҫав вӑхӑтрах пиншакӗн шалти кӗсйинчен тирпейлӗн тӑватӑ хут хутлатса чикнӗ хаҫата туртса кӑларчӗ.

Вот она, эта самая газетка от второго числа сего месяца, — не спеша, старческим тенорком говорил старик, а сам уже доставал из внутреннего кармана пиджака аккуратно сложенную вчетверо газету.

27-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ҫав хушӑра Яков Лукичӑн ывӑлӗ ятарласа килнӗ ҫыннӑн лашине утӑ хурса пачӗ, йӗнер хырӑмсалӑхне пушатрӗ, ҫӑварлӑхне вӗҫертсе ячӗ.

Тем временем сын Якова Лукича положил лошади приехавшего нарочного сена, ослабил подпруги седла, разнуздал.

23-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Кубанкӑллӑ ҫыннӑн хулпуҫҫийӗсем ытама кӗми сарлака, сайра тӗл пулакан анлӑ ҫурӑмӗпе вӑл алӑка янаххи-мӗнӗпех хупласа хунӑ.

Плечи человека в кубанке были необъятно широки, редкостно просторная спина заслоняла всю дверь вместе с притолоками.

22-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Вӑл алӑк шашшулккине хуллен кӑна чӑнкӑртаттарчӗ, ҫав самантрах алӑкран сылтӑм енне пырса тӑнӑ шурӑ ҫӗлӗклӗ ют ҫыннӑн пӳрнисем кӗске кӗрӗкӗн тӳммисене тарӑхсах хыпашласа ҫӑтӑр-ҫатӑр туртса таткалани илтӗнсе кайрӗ.

Тихонько звякнул щеколдой и тотчас же услышал, как яростно скребут, рвут застежки полушубка пальцы чужого человека в белой папахе, ставшего справа от двери.

12-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Ҫак ҫыннӑн туйине ил те ӑна ҫурмаран хуҫ, — хушнӑ вӑл хӑй салтакӗсенчен пӗрне.

и приказал одному из своих воинов: — Возьми жезл этого человека и разломи его пополам.

V сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Ҫӗр ҫирӗм чике чухлӗ хутлӑхран вӑл чӗрӗ ҫыннӑн шӑп та шаях чӗре тапакан вырӑна лектерчӗ.

На расстоянии ста двадцати локтей он попал как раз в то место, где бьется у живого человека сердце.

V сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Этем ывӑлӗсен шӑпипе чӗрчунсен шӑпи пӗрешкел иккенне курнӑ вара патша хӑй шыравӗсенче: лешсем те вилеҫҫӗ, кусем те вилеҫҫӗ, сывлани те вӗсен мӗнпурийӗн пӗрех, ҫыннӑн выльӑх умӗнче нимӗн ытлашшийӗ те ҫук.

И увидел он в своих исканиях, что участь сынов человеческих и участь животных одна: как те умирают, так умирают и эти, и одно дыхание у всех, и нет у человека преимущества перед скотом.

III сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Ҫыннӑн тем ыйтас кӑмӑл пур, анчах ҫав кӑмӑла вӑл хӑйӗнчен хӑвалать…

Человек чувствует в себе возможность вопроса, и эта возможность вызывает у него инстинктивное желание избежать встречи с ней.

«Мов» // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 684–692 стр.

Ҫӑмӑл хускалма пултарнӑ ӳт хытса пӗр кумкка пулать, чӗтрет; вӑл ӗнтӗ сывлӑша вӗҫсе сикме, саламатлӑ ҫыннӑн ашне чӗрнисемпе чӗрмелеме, ҫынна ҫуркаласа тӑкма, вӗлерме хатӗр…

Эластичное тело сжимается в твердый ком мускулов, дрожит, готовое взлететь на воздух, вонзить свои когти в мясо человека с бичом, разорвать его, уничтожить…

Кичемлӗх патшалӑхӗ // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 671–683 стр.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех