Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пуян сăмах пирĕн базăра пур.
пуян (тĕпĕ: пуян) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Малькольм-Кэстль, шотландилле каласан, Малькольм замокӗ, сӑрт-тусемпе пуян Шотландин чи илемлӗ кӗтесӗсенчен пӗринче вырнаҫнӑ: вӑл сӑрт ҫинче пит ҫӳллӗ вырӑнта ларать, айӗнче Люсс ятлӑ ял картина ҫинчи пекех илемлӗ курӑнать.

Малькольм-Касл — один из самых поэтических замков гор ной Шотландии, он расположен вблизи деревни Люсс и возвышается над красивой долиной.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Аллисене ҫӑкӑрпа тӑвар тытса, малтан вӑрманпа сутӑ тӑвакан Блувштейн, ун хыҫӗнчен галантерейщик Фукспа виҫӗ пуян коммерсантсем тухса тӑчӗҫ.

С хлебом и солью в руках выступал богатый лесопромышленник Блувштейн, за ним галантерейщик Фукс и еще трое солидных коммерсантов.

Улттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Пуян Фукс, хӑйӗн хӗрӗсемпе арӑмне лартса, хуларан ӗнерех тухса тарнӑ, туприне сыхлама йӑваш та хӑратса пӗтернӗ вунтӑхӑр ҫулхи Риво прислугине хӑварнӑ.

Богатый Фукс еще вчера удрал из города со своими дочерьми и женой, а в доме оставил стеречь добро прислугу Риву, тихую забитую девятнадцатилетнюю девушку.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Пуян буфетчик ӑна кӗпӗрне хулинчи гимназире вӗрентет.

Богатый буфетчик обучал ее в гимназии губернского города.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

«Кунӑн та куҫӗсем кӑвак, — асне илчӗ Павел. — Вӑл урӑхларах хӗр, леш пуян хӗрӗсем пек мар, — шухӑшласа илчӗ вӑл, — тата шуйттан пекех хытӑ чупать».

«А у этой тоже синие глаза, — вспомнил Павел. — Она особенная какая-то, на тех, богатеньких, не похожа, — думал он, — и бегает, как черт».

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Ун пеккисене курсан, манӑн алӑсем кӗҫӗтеҫҫӗ: ялан ҫын ури ҫине пусма пӑхать, мӗншӗн тесен пуян, ӑна тем тусан та юрать; а эпӗ унӑн пуянлӑхӗ ҫине лачлаттарсах суратӑп, пырса тӗкӗнтӗр ҫеҫ, ҫийӗнчех хӑйне кирлине пӗтӗмӗшпех туянӗ.

У меня на таких руки чешутся: норовит на пальцы наступить, потому что богатый и ему все можно, а мне на его богатство плевать; ежели затронет как-нибудь, то сразу и получит все сполна.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

«Вӗсем кунта, йӗрӗнчӗксем, лакей пулса ҫӳреҫҫӗ, майрисемпе ачисем хуласенче пуян ҫынсемпе тан пурӑнаҫҫӗ».

«Они здесь, подлюги, лакеями ходят, а жены да сыночки по городам живут, как богатые».

Пӗрремӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Ку ӗлӗкхи пуян имени Ай-Су пулнӑ, халӗ пионер лагерӗн шефӗн — Тӗпӗҫтӑвкомпа Халӑх комиссарӗсен канашӗн — каймалли ҫурчӗ пулнӑ.

Это было прежде богатое поместье, а теперь шеф пионерского лагеря, дом отдыха ЦИК и Совнаркома — Ай-Су.

Вӑрҫӑ секречӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар, Аркадий Петрович. Вӑрҫӑ секречӗ: [повеҫ] / А. П. Гайдар. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 175 с.

Ну, унтан вара эпӗр чи пуян кондитерскине кӗреттӗмӗр те унта тӗрлӗрен печенисемпе пирожнӑйсене тӑраничченех ҫийӗттӗмӗр.

Ну, а потом… потом зашли бы мы в самую богатую кондитерскую и наелись бы там разных печений и пирожных.

Вӑрҫӑ секречӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар, Аркадий Петрович. Вӑрҫӑ секречӗ: [повеҫ] / А. П. Гайдар. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 175 с.

Пуян ачисем сӑмсисене каҫӑртса ҫӳренипе кӑна ҫырлахас ҫукки пирки сӑмах хускатрӗ.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

Пуян пурӑнать Вӗҫелис.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

Шупашкар авалхи хула иккен, унӑн историйӗ пуян.

Оказывается, что Чебоксары — город древний, с богатой историей.

Юратнӑ хула // Ара Мишши. Ара Мишши. Пӗрремӗш утӑмсем: калавсем/ Ара Мишши. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 38 с. — 18,20,22 с.

Вӗсем вӗр ҫӗнӗ, илемлӗ ӳкерчӗксемпе пуян.

Они были новыми, красочно оформленными.

Настя — шкул ачи // Ара Мишши. Ара Мишши. Пӗрремӗш утӑмсем: калавсем/ Ара Мишши. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 38 с. — 2,4,6,8 с.

Хамӑрӑн пуян мар хваттере Валентина таса тытатчӗ.

Небогатую квартиру нашу держала Валентина в чистоте.

Параппанҫӑ кун-ҫулӗ // Леонид Агаков. Гайдар, Аркадий Петрович. Параппанҫӑ кун-ҫулӗ: повесть; вырӑсларан Л.Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1957. — 132 с.

Эпӗ сире ҫакна каласшӑнччӗ, сирӗн шухӑша пӗлсе, сирӗн аллӑра ыйтасшӑнччӗ, мӗншӗн тесен эпӗ пуян та мар, сирӗншӗн хам темӗн тума хатӗррине те сисетӗп…

Я хотел вам это сказать, узнать ваше мнение и просить вашей руки, потому что я и не богат и чувствую, что готов на все жертвы…

XXVI // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.

— Тӗслӗхрен, эсир вӗт, — каҫарӑр ман ыйтӑва, — эсир пуян ҫынна качча тухман пулӑттӑр вӗт?

— Например, ведь вы, — извините мой вопрос, — вы бы не пошли замуж за богатого человека?

XXV // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.

— Эпӗ пуян мар вӗт-ха.

— Да ведь я не богатая.

XXV // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.

— Эсир сывӑ, никама та пӑхӑнмастӑр, пуян; тата мӗн кирлӗ-ха?

— Вы здоровы, независимы, богаты; чего же еще?

XVII // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.

Анна Сергеевна хӑйӗн ашшӗнчен пуян илемлӗхе килӗштерес енне йышӑнса юлнӑ.

Анна Сергеевна наследовала от отца частицу его наклонности к роскоши.

XVI // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.

Хӑй пуян та ҫынна пӑхӑнмасӑр пурӑнман пулсан, вӑл, тен, ҫапӑҫма та сиксе тӑнӑ пулӗччӗ, хӗрӳ кӑмӑла та тутанса пӑхнӑ пулӗччӗ…

Не будь она богата и независима, она, быть может, бросилась бы в битву, узнала бы страсть…

XVI // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех