Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шухӑшланӑ (тĕпĕ: шухӑшла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Унӑн «Герой нашего времени» хайлавне студент чухнех куҫарма шухӑшланӑ.

Его произведение «Герой нашего времени» задумал перевести еще будучи студентом.

«Чӗлхемӗре нӗрсӗрлӗхрен сыхласа хӑварасчӗ» // Анна ВЛАДИМИРОВА. «Хыпар», 2013.12.21

Вӑл пирӗн тӑван халӑх пирки, унӑн историлле вырӑнӗ пирки шухӑшланӑ шухӑшсем, вӑл ҫавӑн пирки тунӑ ӗҫсем паянхи вӑйпиттисемшӗн те, ыран килекеннисемшӗн те ҫутӑ тӗслӗх пек пулса тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Юбилеюпа сана, Атнер пичче! // Николай Лукианов. https://chuvash.org/content/4710-%D0%AE% ... B5%21.html

Эрмен чӑх-чӗп ӗрчетсе услам тума шухӑшланӑ.

Куҫарса пулӑш

Пуҫна ан ус, Азиз! // Валентин ГРИГОРЬЕВ. http://gov.cap.ru/Publication.aspx?gov_i ... id=2567024

«Ҫемьерен пырать вӑл!» - тетӗп чылай шухӑшланӑ хыҫҫӑн.

Куҫарса пулӑш

Кӑмӑлӗ - ырӑ, алли - ылтӑн // А.ЕЖЕРГИНА. «Каҫал Ен», 09.06.17

Парти райкомӗпе ӗҫтӑвкомӗ ҫак пысӑк ҫитӗнӳсене колхозниксен аслӑ пухӑвӗнче паллӑ тума шухӑшланӑ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫ­не кура мухтавӗ // Тӑван Ен. «Тӑван Ен», 2012.06.12

Вӑл 14 ҫулта амӑшӗсӗр тӑрса юлнӑ, амаҫури сӗре хаяр хӗрарӑм пулнӑран килӗнчен часрах кайма шухӑшланӑ хӗр.

Куҫарса пулӑш

«Ывӑлӑм, шӑнтнӑ пулӑ пек, юр айӗнче 3 эрне выртрӗ» // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.09.29, 38 (6131) №

Варти ача пысӑк виҫеллӗ пулнӑран тухтӑрсем операци тума шухӑшланӑ.

Куҫарса пулӑш

Ферма витине юхӑнтарман // Ирина КОШКИНА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.09.29, 38 (6131) №

Инна Исаева тата партин Чӑваш регион уйрӑмӗ ку енӗпе унчченех ӗҫлеме пуҫланине, ку, вӑл шухӑшланӑ тӑрӑх, республикӑри парти организацийӗн пиҫӗлӗхӗ ҫинчен каланине палӑртрӗ.

Куҫарса пулӑш

"Единая Россия" аталанӑвӑн тӗп ҫул-йӗрсене палӑртрӗ // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 2016.07.29

Юлташусене, эсӗ шухӑшланӑ пек, паттӑрла ӗҫ тума чӑрмантарнӑ пулсан — паттӑрлӑху вырӑнлӑрах пулнӑ пулӗччӗ, — ӑс пачӗ Лявантти.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Хам шухӑшланӑ тӑрӑх — начар вӗренмен эпӗ.

По моим подсчётам - я училась неплохо.

Нушаллӑ-телейлӗ пурнӑҫ // Татьяна НАУМОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.07.16, 27(949)№

Халӗ, хам шухӑшланӑ тӑрӑх, унӑн варвитти пулнӑ пуль тетӗп.

Сейчас, по моему предположению, у него наверное была диарея.

Нушаллӑ-телейлӗ пурнӑҫ // Татьяна НАУМОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.07.16, 27(949)№

«Мул пухӑнать те — саланма пултарать, халӑха вара унӑн чӗлхи тытса тӑрать. Чӗлхе пӗтмесӗр халӑх та пӗтмест», — тесе шухӑшланӑ пирӗн мӑн асаттесем.

Куҫарса пулӑш

«Эткер» «Хӗлхемӗ» ялкӑшӗ яланах // Любовь КУДРЯВЦЕВА. «Тантӑш», 2016.07.21, 28№

Ку усал хыпара тӑванӗсем малтанлӑха пӗлмен те, вӑл академире ҫаплипех лекци вулать тесе шухӑшланӑ.

Куҫарса пулӑш

Чун ыратӑвӗ // Луиза Васильева. «Тантӑш», 2016.07.21, 28№

Ҫамрӑк пуҫӗнче пултараймастӑп тесе шухӑшланӑ пулин те амӑшӗн сӑмахӗнчен иртмен.

Куҫарса пулӑш

Автанран та иртерех тӑрать // ЛЮБОВЬ МАН. «Тӑван Ен», 51-52№, 2016.07.08-17

Шухӑшланӑ шухӑша ҫитер, ӗмӗтленнӗ ӗмӗте ҫитер, шухӑшланӑ шухӑша ан тат, ӗмӗтленнӗ ӗмӗте ан тат, усал шухӑш ҫине ан кӳрт, ҫын хурри ан ту, куҫҫуль вӗҫне ан хӑвар, ан юсӑнтар.

Думы думные пусть сбудутся, мечты намеченные пусть исполнятся, думы думные не оборви, мечты намеченные не оборви, на злые помыслы не наводи, в обиду не давай, до слез не доводи, не дай потеряться.

Кил пуҫӗн кӗлли (14) // халӑх пултарулӑхӗ. Пилсемпе кӗлӗсем // Шупашкар: Чӑваш кенеке издательстви, 2005. — 13-14 с.

Пуласлӑх пирки шухӑшланӑ май мӗнле професси суйласа илесси те канӑҫ памасть ӑна.

Когда думаешь о будущем, беспокоит меня выбор профессии.

Тӑрӑшулӑха кура — хаклавӗ // Лариса ПЕТРОВА. «Тантӑш», 2016.06.30, 25№

Ҫӳҫӗнчен сӗтӗрсе тухас терӗм те, кӗске кастарнӑран ниепле те шухӑшланӑ пек тӑваймарӑм.

Хотел вытащить за волосы, но из-за короткой стрижки не смог осуществить задуманное.

Иртнӗ ҫулла... // Элиза ВАЛАНС. «Тантӑш», 2016.06.30, 25№

Вӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, ыйту татӑлассӑн туйӑнмасть.

По их мнению, вопрос не будет решён.

Ҫамрӑк экологсем тата тепӗр ҫыру ҫырасшӑн // Вика Сорокина. http://chuvash.org/news/12565.html

Ку вӑхӑтра теттепе вылямалла манӑн, велосипедпа ярӑнмалла, хитре ӳкерчӗклӗ кӗнекесемпе савӑнмалла. Анчах унпа та, кунпа та выляс кӑмӑл ҫук. Аттене ҫеҫ ҫӑласчӗ», — шухӑшланӑ куҫҫульленсе.

В это время мне нужно играть в игрушки, кататься на велосипеде, радоваться книжкам с красивыми картинками. Только нет желания играть ни в то, ни в другое. Только бы отца спасти", - думал он со слезами.

Улттӑри паттӑр салтак // Элиза ВАЛАНС. «Тантӑш», 2016.05.26, 20№

Алӑка хупласа хунӑ пӗренесене илсе пеме шухӑшланӑ.

Решил убрать накрывшие дверь бревна.

Улттӑри паттӑр салтак // Элиза ВАЛАНС. «Тантӑш», 2016.05.26, 20№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех