Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

темскер сăмах пирĕн базăра пур.
темскер (тĕпĕ: темскер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Татах килетӗн-ха пирӗн пата… ларатӑн, темскер… —

И ты идешь к нам… садишься, как будто… —

II // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Вӑл амӑшӗ ҫине темскер ыйтасшӑн пек тинкерсе пӑхрӗ те, Ильинична айӑпа кӗнӗ майлӑ мӗскӗннӗн кулса илчӗ:

Дуняшка вопросительно взглянула на мать, и та, как-то виновато и жалко улыбаясь, сказала:

II // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Мана вӗсене турасси темскер хамӑр вырӑс ҫыннисене вӗлерессинчен ҫӑмӑлтарах пек туйӑнать, эсӗ мӗнлерех шухӑшлатӑн?» — тет те мана куҫ хӗссе илет, шӑл йӗрет.

Сдается мне, их легше рубить, чем своих — русских, как ты думаешь?» — и подмигивает мне, оскаляется.

I // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Кӗтменччӗ сире, темскер шухӑша кайрӑм та, эсир пӳрте кӗнине те сисмен… — терӗ Аксинья, ним калама аптӑраса.

Не ждала я вас, задумалась что-то и не слыхала, как вы вошли… — растерянно проговорила Аксинья.

I // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Пӑхатӑп та, пӗлӗтре темскер шавлӑскер, авкаланаканскер ман еннелле шӑхӑрса, вут тӑкса килет.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫатни, вӗре ҫӗлен тата ытти те // Евгений Андреев. «Сувар», 2010.01.08, 1–2№№(835–836), 20 стр.

Тата темскер каласшӑн пулнӑ вӑл, анчах каламасӑрах тухса кайнӑ.

Что-то он хотел еще сказать, но не сказал и вышел.

VII. Ӑнман дебют // Николай Пиктемир. Антон Чехов. Каштанка: калав; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1941. — 48 с.

Темскер куллен пулакан ахаль япала пек ҫиҫсе илчӗ те куҫ умӗнче — чӗре хӗсӗнсе-пӗршӗнсе ларчӗ, сирсе сирӗлми тунсӑх пусрӗ.

Что-то простое и совсем обыденное мелькнуло перед глазами, отчего сжалось сердце и подступила неуемная тоска.

8 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.

Григорий тарӑхнипе татах темскер каласшӑнччӗ, анчах унӑн сассине тинӗс енче хӑлхана ҫурас пек кӗрӗслетсе кайнӑ хӑватлӑ сасӑ хупласа хучӗ.

Григорий в досаде хотел еще что-то сказать, но голос его заглушило громовым гулом, донесшимся с моря.

XXIX // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Прохор хӑй умне сиктерсе ҫитнӗ Рябчиковпа тата Богатыревпа хӗрӳленсех темскер калаҫать.

Прохор оживленно разговаривал с подскакавшими к нему Рябчиковым и Богатыревым.

XXIX // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Григорий пӗчӗк арчинче темскер ухтарчӗ, Прохор ут кӗтевӗсемпе ула-чӑлаланнӑ сӑртсен ҫара тайлӑмӗсем ҫинелле чӳречерен сӳрӗккӗн пӑхса тӑчӗ.

Григорий рылся в своем сундучке, Прохор рассеянно смотрел в окно на голые склоны гор, усеянные конскими табунами.

XXVIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Темскер тӗрӗслеттересех килмест ун ҫинче хӗрлисене хӑйсен хӗҫӗсене.

Что-то нет охоты, чтобы красные на ней свои палаши пробовали.

XXVIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Вӑл тинӗс кушакӗн тирӗнчен ҫӗленӗ ҫӗлӗкне кӑкӑрӗ ҫумне йӑлӑнчӑклӑн пӑчӑртаса тытнӑ, хӑй темскер мӑкӑр-макӑр калать те — унӑн тарлӑ пичӗ те, витӗрех мар куракан куҫӗсем те ытла та мӗскӗнленсе тархасланӑ пек курӑннӑран-и — полковник, ҫилленсе кайса, тӳртӗн ҫаврӑнса тӑчӗ, хиврен кӑшкӑрса тӑкрӗ:

Он умоляюще прижимал к груди котиковую шапку, что-то говорил, и на потном лице его и в близоруких глазах было такое просительное выражение, что полковник, ожесточась, отворачивался от него, грубо кричал:

XXVIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Темскер татӑлса тухнӑ пек пулчӗ вара Григорий ӑшӗнче.

Словно что-то оборвалось внутри Григория…

XXVIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Темскер чун туртмасть-ха.

— Что-то охоты нету.

XXVII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

— Эсӗ ан шухӑшла ун пирки, пуҫларӑн, мур пӗлет, темскер!

— Ты об них не думай, заладила черт те об чем!

XXVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Уртмахра темскер ухтаркаласа, курницӑна кӗрсе кайрӗ, лерен шӑпраххӑн каларӗ:

Порывшись в сумах, ушел в горницу, негромко сказал оттуда:

XXV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Темскер пытаратӑн эсӗ, йӗксӗк ҫури…

Что-то ты, вражий сын, скрытничаешь…

XXV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Юнашар чӑлха ҫыхса ларакан Аникушка арӑмӗ ӑна темскер каласа кӑтартма тытӑннӑ.

Около нее сидела Аникушкина вдова, вязала чулок, что-то рассказывала.

XXV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Унӑн пырӗнче каллех темскер лӑкӑртатма пуҫларӗ, анчах хальхинче, хӑйне алла илсе, Прохор еннелле ҫаврӑнчӗ:

В горле его снова что-то заклокотало, но он овладел собой, повернулся к Прохору:

XXIV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Унӑн пырӗнче темскер пӑкӑр-пӑкӑр туса лӑкӑртатса тӑчӗ.

В горле его что-то булькало и клокотало.

XXIV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех