Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӑнланмалла (тĕпĕ: ӑнлан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл темӗскер мӑкӑртатнӑ, ӑнланмалла мар сӑмахсем каланӑ, йынӑшнӑ.

Слышалось бормотание, обрывки неразборчивых слов, всхлипывание.

1 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948

Сасӑсем ҫаплах илтӗнеҫҫӗ, анчах халӗ те ӑнланмалла мар.

Звуки продолжались и были так же непонятны.

1 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948

Раҫҫей Федерацийӗн саккунӗсемпе килӗшӳллӗн федерацин ӗҫ тӑвакан влаҫӗн строительство, архитектура, хула строительствин сферинче патшалӑх политикине туса хатӗрлес тата ӑна нормативлӑ право тӗлӗшӗнчен йӗркелесе пырас енӗпе ӗҫ-хӗл пурнӑҫлакан органӗ пурӑнмалли стандартлӑ ҫурт-йӗр шутне кӗртмелли условисене тивӗҫтерекен пурӑнмалли пӳлӗмсем тӗлӗшпе требованисем палӑртиччен пурӑнмалли стандартлӑ ҫурт-йӗр тесе федерацин ӗҫ тӑвакан влаҫӗн асӑннӑ органӗ палӑртнӑ, ӑна эконом-класс йышши пурӑнмалли ҫурт-йӗр шутне кӗртмелли условисене тивӗҫтерекен пурӑнмалли ҫурт-йӗре ӑнланмалла.

В соответствии с законодательством Российской Федерации до установления федеральным органом исполнительной власти, осуществляющим функции по выработке государственной политики и нормативно-правовому регулированию в сфере строительства, архитектуры, градостроительства, требований к жилым помещениям, которые соответствуют условиям их отнесения к стандартному жилью, под стандартным жильем понимается жилье, соответствующее условиям отнесения его к жилью экономического класса, установленным указанным федеральным органом исполнительной власти.

Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикинче вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсене патшалӑхӑн уйрӑм полномочийӗсене парасси ҫинчен" саккунӗн 1 тата 17 статйисене тата Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикин территорийӗнче федерацин "пурӑнмалли ҫурт-йӗр строительствине аталантарма пулӑшасси ҫинчен" саккунӗн уйрӑм положенийӗсене пурнӑҫласси ҫинчен" саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон №30 от 28 апреля 2018 г.

Ӑнланмалла: ҫак тапхӑрта пур шайра та хӑйне хӑтлӑ туякан чӑваш сӑмахӗпе унашкал инкек пулассӑн туйӑнмасть пек.

Куҫарса пулӑш

Тӑван чӗлхе хӗрнӗ хурҫӑ пулайӗ-и? // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2019.07.16, 78(27511) №

Ахваниҫ, каларӑм вит-ха сана, каҫалапа ман пата кил терӗм, ӑнланмалла мар каларӑм-и?

Афанасий, я же тебе внятно сказал, приходи ко мне вечером, что ты не понял в моих словах?

Тӑваттӑмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив

Темӗнле ӑнланмалла мар хаярлӑхпа чӗри тӗпӗнче пуҫтарӑнса тӑнӑ темӗнле вӑрттӑн ыратупа ывӑтрӗ те ывӑтрӗ.

С какой-то необъяснимой жестокостью, от всего сердца, наболевшего тайной какой-то болью, бросала.

Намӑссӑрсем // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 36–46 стр.

Фильмри сӑнарсем турккӑла калаҫаҫҫӗ, ҫапах кураканшӑн йӑлтах ӑнланмалла.

Хотя герои фильма разговаривают на турецком, для зрителя все равно понятно.

Йӑх тымарӗ ҫирӗп-ха // Хыпар. «Хыпар», 2017.11.20

Ҫакна кандидат минимумӗ памасӑрах ӑнланмалла ӗнтӗ.

Для этого не надо кандидатский минимум сдавать, чтобы понять это.

Касса татрӗ // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 11–18 стр.

Вӑл хӑрана ерчӗ, анчах та темле ӑнланмалла марскерне: кунта шикленсе ӳкни те, мӗн пулса тухасса чӑтӑмсӑррӑн кӗтни те, хунӗшӗн хӑтланӑвӗнчен хӑй ӑшӗнче кулни те пурччӗ.

Он испугался, но как-то странно: был и страх, и жгучее любопытство, и смех брал над тестем.

Кашкӑрсем // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 3–10 стр.

Темиҫе минутран вӑл ҫапах та пӑртак хӑй майне кӗркелесе ҫитрӗ, залра ларакан ҫынсенчен хӑшпӗрисем вӑл аран ӑнланмалла: «Масарта!» — тесе каланине илтрӗҫ.

Однако через некоторое время он собрался с силами и произнес таким слабым голосом, что первые ряды в зале едва могли его расслышать: — На кладбище…

23-мӗш сыпӑк. Мефф Поттера ҫӑлни // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Анчах ӑна ҫавӑнпалла ӑнланмалла мар темӗнле вӑй туртрӗ.

Но потому, что его тянуло туда сильно и безотчетно.

11-мӗш сыпӑк. Том лайӑх мар ӗҫ тунӑшӑн асапланать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Тухтӑр ӑнланмалла мар темен мӑкӑртатса илчӗ, пӗр-икӗ хутчен хаш-хаш сывларӗ те шӑпах пулчӗ.

Доктор пробормотал что-то невнятное, вздохнул раза два и затих.

9-мӗш сыпӑк. Масар ҫинче пулнӑ трагеди // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Мӗншӗн тесен тӗллевӗ ӑнланмалла марччӗ.

Куҫарса пулӑш

Юлия Райнвайн: «закон маншӑн усӑллӑ пулчӗ» // Ирина Трифонова. «Сувар», 2019.05.30

Е халӑха ӑнланмалла каласан вӑл патшалӑхпа, вырӑнти влаҫпа тата ялта пурӑнакан ҫынсемпе пая кӗрсе пысӑк ӗҫ пурнӑҫланине ӑнлантаракан пӗлтерӗш.

Куҫарса пулӑш

Пӗрле тунӑ ӗҫ сумне ҫухатмасть // А. ЕГОРОВА. «Авангард», 2019.06.07

Кубокра ӳкерме май паракан япалана тытса пӑхрӗ — «Мӗншӗн вара кунта пире ӑнланмалла ҫырман?» — тесе ыйтрӗ юлашкинчен.

Куҫарса пулӑш

Тӗнче Кубокӗ // Аҫтахар Плотников. https://pcode.livejournal.com/81258.html

Унти кулӑш та, артистсен чӗлхи те пурне те ӑнланмалла.

Куҫарса пулӑш

Хусанта та аншлаг // Ирина Кузьмина. http://suvargazeta.ru/news/tema-dnya/khu ... ta-anshlag

Унти кулӑш та, артистсен чӗлхи те пурне те ӑнланмалла.

И юмор в ней, и язык артистов понятны для всех.

Хусанта та аншлаг // Ирина Кузьмина. http://suvargazeta.ru/news/tema-dnya/khu ... ta-anshlag

Агаков чӗлхе стильне халӑха яр уҫӑ ӑнланмалла тунӑ.

Куҫарса пулӑш

1962 ҫулхи чӑваш литератури. Прозӑ // Г. Я. Хлебников. «Вопросы чувашского языкознания и литературоведения». Ученые записки, выпуск XXVI, Чебоксары — 1963. 206–226 стр.

Хамӑра хамӑр хисеплеме пӗлмелле, усал сӑмахсӑрах ҫынпа йӗркеллӗ калаҫма май пуррине ӑнланмалла.

Куҫарса пулӑш

«Чӗлхӳ пыл пек пылак пултӑр…» // Ив. САЛАНДАЕВ. «Шӑмӑршӑ хыпарӗ», 2017.08.11

«Мӗнле ӑнланмалла пӑхса киленес-йӑпанас тенине?»

Куҫарса пулӑш

Илемлӗ хайлаври типсемпе вӗсен пурнӑҫри прототипӗсем ҫинчен // Юрий Артемьев. https://chuvash.org/content/3128-%D0%98% ... 1%80%D0%B8

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех