Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикинче вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсене патшалӑхӑн уйрӑм полномочийӗсене парасси ҫинчен" саккунӗн 1 тата 17 статйисене тата Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикин территорийӗнче федерацин "пурӑнмалли ҫурт-йӗр строительствине аталантарма пулӑшасси ҫинчен" саккунӗн уйрӑм положенийӗсене пурнӑҫласси ҫинчен" саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен

Автор: Михаил Игнатьев

Ҫӑлкуҫ: Закон №30 от 28 апреля 2018 г.

Хушнӑ: 2019.07.26 12:53

Пуплевӗш: 36; Сӑмах: 606

Текст тӗсӗ: Саккун

Вырӑсла Тема: Ҫурт-йӗр

Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикинче вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсене патшалӑхӑн уйрӑм полномочийӗсене парасси ҫинчен» саккунӗн 1 тата 17 статйисене тата Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикин территорийӗнче федерацин «пурӑнмалли ҫурт-йӗр строительствине аталантарма пулӑшасси ҫинчен» саккунӗн уйрӑм положенийӗсене пурнӑҫласси ҫинчен» саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗ 2018 ҫулхи ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче йышӑннӑ.

1 статья

Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикинче вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсене патшалӑхӑн уйрӑм полномочийӗсене парасси ҫинчен» 2006 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 30-мӗшӗнчи 55 №-лӗ саккунне (Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн ведомоҫӗсем, 2006, 72 №; 2007, 73, 74 №-сем; 2008, 76 №; 2009, 80, 82 №-сем; 2010, 84, 85 №-сем; 2011, 90, 91 №-сем; 2012, 92 (I том), 94 №-сем; «Республика» хаҫат, 2012, юпа уйӑхӗн 5-мӗшӗ, раштав уйӑхӗн 29-мӗшӗ; Чӑваш Республикин Саккунӗсен пуххи, 2013, 5, 6, 12 №-сем; 2014, 5, 6, 11 №-сем; 2015, 12 №; 2016, 10, 12 №-сем; 2017, 3, 7 №-сем; «Республика» хаҫат, 2017, чӳк уйӑхӗн 8-мӗшӗ, раштав уйӑхӗн 13-мӗшӗ) ҫакӑн пек улшӑнусем кӗртес:

1) 1 статьян 4-мӗш пайӗн 4-мӗш пунктӗнче «эконом-класс йышши пурӑнмалли ҫурт-йӗр» сӑмахсене «пурӑнмалли стандартлӑ ҫурт-йӗр» сӑмахсемпе улӑштарас;

2) 17 статьян 1-мӗш пайӗн 5-мӗш пункчӗн тӑххӑрмӗш абзацӗнче «эконом-класс йышши пурӑнмалли ҫурт-йӗр» сӑмахсене «пурӑнмалли стандартлӑ ҫурт-йӗр» сӑмахсемпе улӑштарас.

2 статья

Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикин территорийӗнче Федерацин «Пурӑнмалли ҫурт-йӗр строительствине аталантарма пулӑшасси ҫинчен» саккунӗн уйрӑм положенийӗсене пурнӑҫласси ҫинчен» 2013 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 5-мӗшӗнчи 26 №-лӗ саккунне (Чӑваш Республикин Саккунӗсен пуххи, 2013, 6 №; 2014, 11 №; 2015, 5 №; 2016, 10 №) ҫакӑн пек улшӑнусем кӗртес:

1) 1 статьяра тивӗҫлӗ падежри «эконом-класс йышши пурӑнмалли ҫурт-йӗр» сӑмахсене тивӗҫлӗ падежри «пурӑнмалли стандартлӑ ҫурт-йӗр» сӑмахсемпе улӑштарас;

2) 2 статьян 2–4-мӗш пункчӗсенче тивӗҫлӗ падежри «эконом-класс йышши пурӑнмалли ҫурт-йӗр» сӑмахсене тивӗҫлӗ падежри «пурӑнмалли стандартлӑ ҫурт-йӗр» сӑмахсемпе улӑштарас;

3) 3 статьяра:

а) 1-мӗш пунктӑн иккӗмӗш абзацне ҫакӑн пек ҫырса хурас:

«уйрӑм категорири граждансен тата ҫав граждансене пурӑнмалли стандартлӑ ҫурт-йӗр туянма право пур граждансен списокне кӗртмелли сӑлтавсен Раҫҫей Федерацийӗн Правительстви Федераци саккунӗн 166 статйин 35-мӗш пайӗпе килӗшӳллӗн палӑртнӑ переченӗпе (малалла – перечень) килӗшӳллӗн палӑртнӑ уйрӑм категорири граждансене пурӑнмалли стандартлӑ ҫурт-йӗрпе тивӗҫтерес тӗллевпе, ҫавӑн пекех пурӑнмалли ҫавнашкал ҫурт-йӗре патшалӑх влаҫӗн органӗсем, вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсем патшалӑх тата (е) муниципалитет контракчӗсем тӑрӑх туянас тӗллевпе поселенири тата хула округӗнчи (малалла ҫавӑн пекех – муниципаллӑ пӗрлӗх) пурӑнмалли стандартлӑ ҫурт-йӗрӗн пӗтӗмӗшле чи пӗчӗк шучӗ кирли ҫинчен;»;

ӑ) 2-мӗш пунктра «эконом-класс йышши пурӑнмалли ҫурт-йӗр» сӑмахсене «пурӑнмалли стандартлӑ ҫурт-йӗр» сӑмахсемпе улӑштарас;

4) 4 статьяра:

а) 1-мӗш пайра:

2-мӗш пункта ҫакӑн пек ҫырса хурас:

«2) заявленисене тӗпе хурса Раҫҫей Федерацийӗн Правительстви Федераци саккунӗн 166 статйин 35-мӗш пайӗпе килӗшӳллӗн ҫирӗплетнӗ формӑпа пурӑнмалли стандартлӑ ҫурт-йӗр туянма право пур граждансен списокне туса хатӗрлет;»;

3-мӗш пунктра «эконом-класс йышши пурӑнмалли ҫурт-йӗр» сӑмахсене «пурӑнмалли стандартлӑ ҫурт-йӗр» сӑмахсемпе улӑштарас;

ӑ) 2-мӗш пайӑн 1–5-мӗш пункчӗсенче тивӗҫлӗ падежри «эконом-класс йышши пурӑнмалли ҫурт-йӗр» сӑмахсене тивӗҫлӗ падежри «пурӑнмалли стандартлӑ ҫурт-йӗр» сӑмахсемпе улӑштарас;

5) 5 статьян 4-мӗш пайӗн 2-мӗш пунктӗнче тата 8-мӗш пайӗн пӗрремӗш абзацӗнче «эконом-класс йышши пурӑнмалли ҫурт-йӗр» сӑмахсене «пурӑнмалли стандартлӑ ҫурт-йӗр» сӑмахсемпе улӑштарас;

6) 6 статьяра:

а) ятӗнче «эконом-класс йышши пурӑнмалли ҫурт-йӗр» сӑмахсене «пурӑнмалли стандартлӑ ҫурт-йӗр» сӑмахсемпе улӑштарас;

ӑ) 1-мӗш пайра, 2-мӗш пайӑн пӗрремӗш абзацӗнче, 4-мӗш пайӑн пӗрремӗш, виҫҫӗмӗш–улттӑмӗш абзацӗсенче, 5–7-мӗш пайсенче тивӗҫлӗ падежри «эконом-класс йышши пурӑнмалли ҫурт-йӗр» сӑмахсене тивӗҫлӗ падежри «пурӑнмалли стандартлӑ ҫурт-йӗр» сӑмахсемпе улӑштарас;

7) 7 статьяра:

а) ятӗнче «эконом-класс йышши пурӑнмалли ҫурт-йӗр» сӑмахсене «пурӑнмалли стандартлӑ ҫурт-йӗр» сӑмахсемпе улӑштарас;

ӑ) 1-мӗш тата 2-мӗш пайсенче, 3-мӗш пайӑн иккӗмӗш абзацӗнче,
4-мӗш пайра, 6-мӗш пайӑн пӗрремӗш, виҫҫӗмӗш–пиллӗкмӗш абзацӗсенче, 7-мӗш тата 8-мӗш пайсенче тивӗҫлӗ падежри «эконом-класс йышши пурӑнмалли ҫурт-йӗр» сӑмахсене тивӗҫлӗ падежри «пурӑнмалли стандартлӑ ҫурт-йӗр» сӑмахсемпе улӑштарас;

б) 9-мӗш пайра:

пӗрремӗш абзацра «эконом-класс йышши пурӑнмалли ҫурт-йӗр» сӑмахсене «пурӑнмалли стандартлӑ ҫурт-йӗр» сӑмахсемпе улӑштарас, «эконом-класс йышши пурӑнмалли пӳлӗмсен» сӑмахсене «пурӑнмалли стандартлӑ ҫурт-йӗр шутланакан пурӑнмалли пӳлӗмсен» сӑмахсемпе улӑштарас;

тӑваттӑмӗш абзацра «эконом-класс йышши пурӑнмалли ҫурт-йӗр» сӑмахсене «пурӑнмалли стандартлӑ ҫурт-йӗр» сӑмахсемпе улӑштарас;

в) 10–16-мӗш пайсенче тивӗҫлӗ падежри «эконом-класс йышши пурӑнмалли ҫурт-йӗр» сӑмахсене тивӗҫлӗ падежри «пурӑнмалли стандартлӑ ҫурт-йӗр» сӑмахсемпе улӑштарас.

3 статья

Раҫҫей Федерацийӗн саккунӗсемпе килӗшӳллӗн федерацин ӗҫ тӑвакан влаҫӗн строительство, архитектура, хула строительствин сферинче патшалӑх политикине туса хатӗрлес тата ӑна нормативлӑ право тӗлӗшӗнчен йӗркелесе пырас енӗпе ӗҫ-хӗл пурнӑҫлакан органӗ пурӑнмалли стандартлӑ ҫурт-йӗр шутне кӗртмелли условисене тивӗҫтерекен пурӑнмалли пӳлӗмсем тӗлӗшпе требованисем палӑртиччен пурӑнмалли стандартлӑ ҫурт-йӗр тесе федерацин ӗҫ тӑвакан влаҫӗн асӑннӑ органӗ палӑртнӑ, ӑна эконом-класс йышши пурӑнмалли ҫурт-йӗр шутне кӗртмелли условисене тивӗҫтерекен пурӑнмалли ҫурт-йӗре ӑнланмалла.

4 статья

Ҫак Саккун ӑна официаллӑ йӗркепе пичетлесе кӑларнӑ кун хыҫҫӑн вунӑ кун иртсен вӑя кӗрет.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ М. Игнатьев.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех