Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫакнашкал лару-тӑру, паллӑ сӑл-тавсене пула, ҫынна хӑйӗн ҫине алӑ хурасси, ӑсран тайӑласси е преступлени тӑвасси патне илсе ҫитерет.Это при известных обстоятельствах, приводит к самоубийству, сумасшествию или преступлению.
Пьерпа Суринэ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 276–284 с.
— Эпир шуйттансен тискер аллинче, тӗрӗсрех — паллӑ мар хатӗрсен витӗмӗпе пулса тӑнӑ хӑрушла чӑнлӑхра, ҫав хатӗрсене пирӗнтен нихӑшӗ те тытса пӑхаймасть, курма мехел ҫитереймест; эпир пӗтӗм тӗнчерен татӑлнӑ, нимӗн те ӑнланмастпӑр, айӑпсӑрскерсем, ӑна ҫухатаканскерсем — кӗҫех вара ӑсран йӑлтах тайӑлатпӑр та сывлӑша тискеррӗн ҫурса улама-ӳлеме тытӑнатпӑр.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 211–227 с.
Арно Нессар профессор сыватмӑшне вырнаҫтарнӑ Скоррей ӑсран кайнӑ ҫеҫ мар, урма та пултарать-мӗн, чӑн та, вӑйсӑр шайра ҫеҫ.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 211–227 с.
Ӑнланмалла: хӑйсене хӑйсем вӗлернин сӑлтавӗсене пӗлме ҫук, мӗншӗн тесен ҫыру тексчӗ, ӑслӑн-тӗплӗн хайланӑскер, утравҫӑсем ӑсран тайӑлнине е вӗсене «усал кӗрсе вырнаҫнине» мар, хальлӗхе уҫса парайман темӗнле сӑлтавсен мӗлкине ҫеҫ кӑтартаять.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 211–227 с.
2. — Следствишӗн паллӑ мар тӗллевсемпе вӗсене халӗ чӗрӗ юлнӑ, ӑсран тайӑлнӑ Скоррей вӗлернӗ; ҫак ҫын хӑйне айӑплассине сирсе ярас йӳтӗмпе суя ҫыру хатӗрленӗ, Фарфонтӑн вилнӗ ҫыннисен ячӗпе улталаса алӑ пуснӑ, ҫапла майпа вӗсем чӑнах та хӑйсене хӑйсем вӗлернине ӗнентересшӗн пулнӑ.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 211–227 с.
Ҫапла вара, утрав халӑхӗ хӑйне хӑй пӗтӗмпех вӗлернине ҫирӗплетекен ҫак ӗнентерӳсемпе яккӑр ячӗ «Виола» Ахуан-Скапра: наркӑмӑшлӑ шӗвек юлашкиллӗ (вӑл кӑштах пур) кӗленче савӑт (питӗ тӗплӗ питӗрчӗҫ); ӑсран тайӑлнӑ Скоррей; вилнӗ ҫирӗм тӑватӑ ҫыннӑн пӗрлехи ҫырӑвӗ; пирӗн ӑнлавпа — питех те тискер хӗр ачапа арҫын ача.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 211–227 с.
«Эпир пурте, Фарфонт ҫыннисем, ытти ҫынсен умӗнче ҫапла пӗлтеретпӗр тата ҫирӗплететпӗр: малашне пурӑнма май ҫук, мӗншӗн тесен эпир пурте ӑсран тайӑлнӑ е пирӗн ӑша усал сывлӑш вырнаҫнӑ, ҫавӑнпа та хамӑрӑн кӑмӑлӑмӑрпа, пӗр-пӗринпе килӗшсе татӑлса пурнӑҫран хамӑра хамӑр уйӑратпӑр.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 211–227 с.
Вӑл ӑсран тайӑлнӑн пӑхать.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 211–227 с.
Сӗннӗ, анчах йышӑнман ҫыхха салтнӑ май вӑл Кӑвак Тӑвансене чарӑнми ятларӗ, капитана, вӑл лекнӗ лару-тӑрӑва кура, кӑнса выртнӑ тинӗс сыснипе, ӑсран тайӑлнӑ кӑвасакпа т.ыт. танлаштарчӗ.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 187–210 с.
Пичӗсен ӳчӗ путсах кӗнӗ, сӑрӑ пӗркеленчӗк нумайланнӑ, ҫӳхе мӑйӗсем выҫӑпа силленеҫҫӗ, куҫӗсем ӑсран тайӑлнӑн йӑлтӑртатаҫҫӗ, — вӗсенче ҫулӑм, вилӗм, теветкеллӗх сӑнарланнӑ.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 177–180 с.
Тинӗс ӳсӗрӗлет; нумай вӑхӑт лӑпкӑ тӑнӑран тарӑхнӑ тӗпсӗр путлӑха тулашу-тилӗрӳ антӑхӑвӗ кисретет; сывлӑшра пӗр-пӗрне чӗне-чӗне уҫӑмсӑр сасӑсем перкелешеҫҫӗ: ҫут ҫанталӑк ухмаха ернӗ, унӑн суккӑр тарӑхӑвӗ ӗсӗклӳ юхӑмне лекнӗ, ҫухӑрашу вара ӑсран тайӑлнӑскерӗн тилӗрчӗк, вӑрах ӳлевӗпе ылмашӑнчӗ тейӗн.
VIII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.
Шторм хӑвӑртлӑхӗпе вӗрекен ҫил пирӗн хӑлхасенчен шӑхӑрать, — ӑсран тайӑлнӑ, чарусӑр ачасен эшкерӗ тейӗн.Ветер, проносясь со скоростью шторма, свистел нам в уши, словно стая обезумевших мальчишек.
«Тӑватӑ ҫил» штурманӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 117–123 с.
— Юлташсем, ку салтак аманнӑскер пулас, ӑсран танйӑлнӑ вӑл, — тӳрре тухма хӑтланчӗ лешӗ.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
— Эс, Хӗлип, ытлашши ӗҫсе лартнипе ӑсран тайӑлнӑ-им?! — ҫилленсе кайрӗ Антун.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Ӑсран тайӑлнӑ!
III. Блемер Тарта тупать // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 91–116 с.
Тӗрӗссипе вара ҫак хускану шавӗ пуҫ тӗлӗнчи хӑватлӑ чан сассилле янӑрать, нервсен йынӑшӑвӗ пек ӑсран ярасла, пӗтӗм чун-чӗрине пӑлхатса куҫать.
V. Хатӗрленӳ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Алӑкран чышкӑпа тӳнклеттерни ӑна ӑсран кӑларасла шухӑшӗсенчен хӑпма пулӑшрӗ; вӑл ҫӑра уҫҫине ҫавӑрчӗ те — Летика курӑнса кайрӗ.Удар кулаком в дверь вывел его из маниакального состояния; он повернул ключ, впустив Летику.
V. Хатӗрленӳ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Унран ҫынсем тӑтӑшах кулаҫҫӗ, «вӑл — ӑсран тайлӑк», «темлерех» теҫҫӗ.
IV. Пӗр кун маларах // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Грэй пуҫне ҫӗклерӗ, ҫӑлтӑрӑн ылтӑн кӑмрӑкӗ ҫине куҫ хӗссе пӑхрӗ; мильӑсен ӑсран ярасла пысӑк инҫӗшӗ витӗр тухса куҫ шӑрҫине самантрах инҫетри планетӑн вутлӑ йӗппи тирӗнчӗ.
III. Шурӑмпуҫ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
— Лонгренпа хӗрӗ тискерленсе кайнӑ, ӑсран та тайӑлнӑ-и тен — ҫак этем каласа кӑтартать.— Лонгрен с дочерью одичали, а может, повредились в рассудке; вот человек рассказывает.
I. Ӑрӑмҫӑ пӗлтерни // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.