Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӑсран (тĕпĕ: ӑс) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Пӳлӗхҫӗм ҫырлахтӑр та, ӑсран каясси те инҫех мар пулӗ.

Куҫарса пулӑш

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

«Ҫитмӗлтен иртнӗ сутуҫӑ ӑсран тайӑлман-и?» — тесе те шутлать вӑл.

Куҫарса пулӑш

Тарье хаярланма пуҫлать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ӑсран кайӑн ҫав.

Куҫарса пулӑш

1. Курманӑн курас килет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Паллакан йывӑҫсене, уҫланкӑсене, упа тытма тунӑ тарӑн шӑтӑксене шырарӗ вӑл, ӑсран тайӑлнӑ ҫын евӗр, тӑршшӗпе хӑй тӗллӗн калаҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

9. Шухӑшӑм, ман шухӑшӑм // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Елюк хыпалансах патак тупрӗ, унтан, ӑсран тухнӑ ҫын пек, чӳрече кантӑкӗсене ҫапса ватрӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.

Эс, тет, ӑсран тайӑлтӑн-им?

Куҫарса пулӑш

VI // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.

Иван Сергеевич, ав, ӑсран тайӑлать пулас…

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 73–85 с.

— Йӑван, ӑсран тайӑла пуҫларӑн, — сӑмах хушать вӑл, йывӑҫ тымарӗсемпе тулнӑ ҫӗре чавалакан кӳршине чылайччен пӑхса тӑнӑ хыҫҫӑн.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 73–85 с.

Ҫук, темӗп чул хӗссен те, Кӑларас ҫук сассӑма, Хам ывӑла сутма эп Ӑсран тухнӑ этем мар.

Куҫарса пулӑш

Партизан // Степан Аслан. «Тӑван Атӑл». — 1946, 20№ — 55-63 с.

Ку ҫын ӑсран тайӑлман-ши тенӗ пек, Салакайӑк ансӑр пит ҫине пӑхса ларать-ларать те эрех кӗленчине пуҫтарса чикет.

Салагаик посмотрел на рассказчика подозрительно — уж не спятил ли этот чистильщик выгребных ям? — и решительно убрал со стола бутылку.

«Эпир...» // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Укҫапала эрехех Ҫынна ӑсран кӑларать.

Куҫарса пулӑш

Силпи ялӗнче // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

«Ах, хӑтӑласчӗ намӑсран; Пӗлетӗп, ят ман вараланнӑ, Эп халӗ тайӑлнӑ ӑсран».

Куҫарса пулӑш

III // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

«Калаҫма пултарать вӑл, ӑсран катӑках мар курӑнать, хӑйне евӗрлӗ чеелӗхӗ те сисӗнет. Ҫав, наянӗ ҫеҫ пӗтерет ӑна, тирпейлӗрех мӑшӑр пулсанчӗ хуть», — шухӑшларӗ Кӗтерне, ун ҫине ҫиленмесӗр пӑхса.

Куҫарса пулӑш

X // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

«Хӗрлӗ ялав», «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх» хаҫатсем, «Здоровье», «Как я выздоровел» журналсем илсе тӑрать вӑл, вӗсен ячӗсене те ӑсран пӗлет.

Куҫарса пулӑш

Пурӑнать Тикашра ветеран // Э.МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9274-pur-nat ... ra-veteran

Тӗлӗннипе ӑсран тухӑн ҫав: юмӑҫ карчӑк хӑйӗн ӗҫӗпе Турханкассине виҫӗ кунлӑха ҫеҫ кайса ҫӳрерӗ, ҫак виҫӗ кунра тӑван ялтан нимӗн те юлман.

Куҫарса пулӑш

1. Сывӑ пул, Атӑл! // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫынсем сире ӑсран тайӑлнӑ тесе шухӑшласан та халӗ ӑс-тӑна мар, чӗре мӗн хушине итлемелле.

Сейчас важно следовать зову сердца, а не разума, даже если окружающие считают вас сумасшедшей.

29-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

— Эс ӑсран тайӑлтӑн-им, старик? — терӗ хурал пуҫлӑхӗ.

Куҫарса пулӑш

5. Васильев-Новгородра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Паян ак хама хам та алла илеймерӗм, ӑсран тайӑлнӑ хӗр ача пек, сана кӗтсе илме тухрӑм».

Куҫарса пулӑш

11. Чун савни // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Уйрӑлас умӗн Павлуш Соньӑна хӑйпе пӗрле Кутемере пыма чӗнчӗ: йывӑр вӑхӑтсем иртсе каниччен аппана пулӑшса пурӑнӑн терӗ, анчах инкӗшӗ: — Эп ҫав териех ӑсран кайман пулӗ-ха чӑваш ялне кайса пурӑнма, — терӗ кӑна кӳренсе.

Куҫарса пулӑш

6 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ӑсран тухнӑ, паллах, — хуравларӗ лешӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех