Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӑнлансах (тĕпĕ: ӑнлан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Островнов — культурӑллӑ кил хуҫи, колхоза ӑнлансах кӗчӗ, анчах Нагульнов ун ҫине асӑрханса пӑхать.

Островнов — культурный хозяин, сознательно пошедший в колхоз, и настороженно-враждебное отношение к нему Нагульнова.

13-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Захар хайне ыттисемпе танлаштарни пирки Обломов тӗплӗн шухӑшласа пӑхрӗ те танлаштару мӗн таран тӗрӗссине, Захар хӑйне мӗн таран кӳрентернине ӑнланма тӑрӑшрӗ; Илья Ильич та ыттисем пекех, тесе ӑнлансах каларӗ-и Захар, хӑй мӗн каланине тавҫӑрса илчӗ-и вӑл, е ӑнсӑртран, ним шутламасӑр персе ячӗ-и?

Он вникал в глубину этого сравнения и разбирал, что такое другие и что он сам, в какой степени возможна и справедлива эта параллель и как тяжела обида, нанесенная ему Захаром; наконец, сознательно ли оскорбил его Захар, то есть убежден ли он был, что Илья Ильич все равно, что «другой», или так это сорвалось у него с языка, без участия головы.

VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Сӳпӗлтетессе вӑл тем сӳпӗлтетрӗ-ха, эпӗ, тӳррипе каласан, пит ӑнлансах пӗтереймерӗм.

Брехал он что-то такое, да я, признаться, не поняла.

VII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.

Вӗсене итлеме ытти факультетсенче вӗренекен студентсем те, лекци содержанине ӑнлансах кайман вырӑссем те пырса ҫӳреҫҫӗ.

Его лекции приходят слушать студенты других факультетов, даже юристы, которые зачастую не понимают содержания.

Вунҫиччӗмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Ӑнлансах пӗтерейми теветкелпе ҫӗкленсе, эпӗ крыльца патне сиксе ӳкрӗм, факельщиксенчен пӗрне чышса ыткӑнтартӑм, тилӗрсе кайнипе хама хам та туймастӑп.

Полная непонятной решимости, я бросилась к крыльцу и оттолкнула одного из факельщиков — я уже сама себя не помнила от отчаяния.

27 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

— Нимӗн те калаймастӑп! — хирӗҫ кӑшкӑртӑм эпӗ те, унӑн ыйтуне ӑнлансах пӗтереймесӗр.

— Ничего не могу сказать, — кричу я, не понимая ее вопроса.

21 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Хӑшӗсем вӗсенчен вырӑсла та ӑнлансах ҫитеймеҫҫӗ; куҫӗсем вӗсен темӗнле сивӗрех пек, анчах ман ҫине пӑхнӑ чух, вӗсен сӑн-пичӗ хавасланать, йӑвашрах курӑнать.

Некоторые из них почти не понимали по-русски; глаза у них были диковатые, но, когда они смотрели на меня, лица их будто веселели, смягчались.

19 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Эпӗ хам та нумайӑшне ӑнлансах каймастӑп, кашни ик-виҫӗ кун хушшинче хамӑн ватӑ професоорша патне чупрӑм, вӑл мана «пӗчӗк хӗрӗм» тет, эпӗ пӗтсе кайнӑ тесе кулянать.

Сама я тоже многого не могла понять и каждые два — три дня бегала к моей старенькой профессорше, которая называла меня «деточкой» и всё беспокоилась, что я похудела.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

«Халӗ тӑватӑ сехет, кунта ӗнтӗ халӗ тӗттӗм, эпӗ акӑ сасартӑк ҫывӑрса кайрӑм, вӑрансан, хам та ӑнлансах ҫитейместӗп, темле ырӑ япала пулнӑ пек туйӑнать.

«Теперь четыре часа, у нас уже темно, и я вдруг заснула, а когда проснулась, то не могла понять, что случилось хорошее.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Кӑна эпӗ ӑнлансах ҫитейместӗп ҫав.

Это не доходило до моего сознания.

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Маншӑн пулсан, Расщепейӗн ҫак усаллӑхӗ, темӗнле ӑнлансах пӗтермелле мар пек.

Мне была непонятна эта грубость Расщепея.

8 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Вӑл мӗн ҫинчен калас тенине эпӗ малтан ӑнлансах илеймерӗм.

Я сперва не понимала, о чем это он.

8 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ҫак ӑнланмалла мар сӑмахсене Алексей темиҫе хут та вуласа тухрӗ, анчах ҫапах та ӑнлансах ҫитеймерӗ.

Алексей несколько раз прочел эту непонятную ему фразу, но так и не понял.

9 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Тискер кайӑк пек, тӑватӑ уран упаленсе, вӑл хӗвелтухӑҫнеллех шурӗ, малтанах гипноза парӑннӑ ҫын пек ним шутламасӑр, ҫапӑҫу шавӗ еннелле кайрӗ, унтан шухӑшласах, ӑнлансах упаленме пуҫларӗ: вӑрманпа капла пыма туяпа пынинчен те авантарах иккен, урисем ытлашши ыратмаҫҫӗ.

Он поднялся на четвереньки и по-звериному пополз на восток, пополз сначала безотчетно, загипнотизированный звуками далекого боя, а потом уже сознательно, поняв, что так передвигаться по лесу проще, чем с помощью палки, что меньше болят ступни, не несущие теперь никакой тяжести, что, ползя по-звериному, он сможет двигаться гораздо быстрее.

10 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Анчах та халӗ, ҫав тахҫантанпах кӗтнӗ сӑмахсене, «Германи чикки» тенине илтсен, вӑл Ковалев мӗн ҫинчен каланине ӑнлансах та ҫитеймерӗ.

Однако теперь, когда он услышал эти желанные и так долго ожидаемые слова «граница Германии», он даже как-то не совсем понял, о чём говорит Ковалёв.

21 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948

Аслӑ ҫултисем, тен, ӑнлансах каймаҫҫӗ-тӗр кунта мӗн ҫырнине, ҫапах та ҫамрӑксемшӗн ку ансат ыйту.

Люди старшего возраста, пожалуй, не поймут, что здесь написано, однако для молодежи это легкий легкий вопрос.

Чӗлхе Туррин хӳхлевӗ // Сувар. Сувар, 2017.05.12

Кунта Плутарх каланине аса илни вырӑнлӑ пулӗччӗ: «Чӑнлӑха ӑнлансах пӗтереймен ҫын айван, анчах та чӑнлӑха курса тӑрсах ӑна суя тесе ӗнентерме пӑхакан этем — преступник».

Куҫарса пулӑш

Илемлӗ хайлаври типсемпе вӗсен пурнӑҫри прототипӗсем ҫинчен // Юрий Артемьев. https://chuvash.org/content/3128-%D0%98% ... 1%80%D0%B8

Ку – манӑн йӑнӑш, лаши ҫамрӑк, эпир пӗр-пӗрне ӑнлансах ҫитеймерӗмӗр пулас.

Куҫарса пулӑш

«Кунта чунпа канатпӑр…» // ВЕРА ШУМИЛОВА. «Тӑван Ен», 49-50№, 2016.07.01-07

Ҫак курава йӗркелеме Юрьевӑн пултарулӑхри еткерне ӑнлансах та ҫитеймен ҫамрӑк сотрудника шаннӑ теҫҫӗ, экспозицие ушкӑнпа хатӗрленӗ.

Куҫарса пулӑш

Паллӑ художниксене манӑҫа кӑлармастпӑр-ши? // Николай КАРАЧАРСКОВ. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Ача чухне эпир вӑрҫа хутшӑннӑ аттесен паттӑрлӑхӗ пирки ӑнлансах кайман.

Куҫарса пулӑш

Вилӗмсӗр полк // Пирӗн пурнӑҫ. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.05.06

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех