Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хиртен (тĕпĕ: хир) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫав хиртен килекен хӑйӑр пӗлӗчӗсене «Камышин ҫумӑрӗ» тенӗ, нумай ӑрусем ҫав хӑйӑр пӗлӗчӗсенчен хӑтӑлса, уҫӑ сывлӑшпа ирӗккӗн сывласшӑн ӗмӗтленнӗ.

Эти тучи песка, приносимые из степи, называли «камышинский дождик», и многие поколения камышинцев жили мечтой остановить пески, вволю подышать чистым воздухом.

11 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Хиртен машина килме тухман-и-ха?

— Машина с поля еще не выехала?

Ҫурла уйӑхӗ, ҫӗрле // Николай Андреев. Килти архив

Хуҫалӑх ертӳҫи хиртен вӑхӑтсӑр ан таврӑнтӑр ҫеҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫурла уйӑхӗ, ҫӗрле // Николай Андреев. Килти архив

Ҫӗр ҫыннишӗн хӗрӳ тапхӑрта вӑл хӑй те хиртен кӗме пӗлмест.

Куҫарса пулӑш

Ака-суха пултаруллисене килӗштерет // И.СЕРГЕЕВА. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

26. Ӑна илсе кайнӑ чухне хиртен таврӑнакан пӗр ҫынна — Киринея ҫыннине Симона — ярса тытнӑ та, ӑна хӗрес йӑттарса, Иисус хыҫҫӑн ҫӗклесе пыма хушнӑ.

26. И когда повели Его, то, захватив некоего Симона Киринеянина, шедшего с поля, возложили на него крест, чтобы нес за Иисусом.

Лк 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

7. Суха тӑвакан е кӗтӳ кӗтекен чури хиртен таврӑнсан, сирӗн хушшӑртан кам ӑна: «кил часрах, сӗтел хушшине лар» тесе калӗ?

7. Кто из вас, имея раба пашущего или пасущего, по возвращении его с поля, скажет ему: пойди скорее, садись за стол?

Лк 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

21. Хиртен таврӑнакан пӗр ҫынна — Киринея ҫыннине Симона, Александрпа Руф ашшӗне — Иисусӑн хӗресне йӑтса пыма хушнӑ.

21. И заставили проходящего некоего Киринеянина Симона, отца Александрова и Руфова, идущего с поля, нести крест Его.

Мк 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

10. Ӗнтӗ хиртен вутӑ йӑтмӗҫ, вӑрмантан та касса килмӗҫ, вӑрҫӑ кӑралне ҫеҫ ҫунтарӗҫ; хӑйсене ҫаратнисене ҫаратӗҫ, хӑйсене тустарнисене тустарӗҫ, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ.

10. И не будут носить дров с поля, ни рубить из лесов, но будут жечь только оружие; и ограбят грабителей своих, и оберут обирателей своих, говорит Господь Бог.

Иез 39 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

5. Акӑ ӗнтӗ хиртен вӑкӑрӗсене хӑваласа таврӑнакан Саул ҫитнӗ те каланӑ: халӑха мӗн пулнӑ, мӗншӗн макӑраҫҫӗ? тенӗ.

5. И вот, пришел Саул позади волов с поля и сказал: что сделалось с народом, что он плачет?

1 Пат 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

16. Акӑ ӗнтӗ пӗр ватӑ ҫын хиртен ӗҫрен таврӑнать; вӑл, Ефрем тӑвӗ ҫинче ҫуралнӑскер, Гивӑра пурӑннӑ.

16. И вот, идет один старик с работы своей с поля вечером; он родом был с горы Ефремовой и жил в Гиве.

Тӳре 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

11. Аллӑмӗш ҫул сирӗн юбилей пултӑр: ан акӑр, ан вырӑр, ҫӗр ҫинче хӑех ӳссе ларнине те ан вырӑр, касман туратсем ҫинчи иҫӗм ҫырлине те ан татӑр, 12. мӗншӗн тесессӗн ку — юбилей: вӑл сирӗншӗн сӑваплӑ пултӑр; ҫӗр ӳстернӗ ҫимӗҫсене хиртен илсе ҫийӗр.

11. Пятидесятый год да будет у вас юбилей: не сейте и не жните, что само вырастет на земле, и не снимайте ягод с необрезанных лоз ее, 12. ибо это юбилей: священным да будет он для вас; с поля ешьте произведения ее.

Лев 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

7. Иаков ывӑлӗсем хиртен таврӑннӑ, мӗн пулнине илтсессӗн, ҫак арсем питӗ хурланнӑ, вӗсен ҫилли тулса ҫитнӗ, мӗншӗн тесессӗн Иаков хӗрӗпе ҫывӑрса вӑл Израиле мӑшкӑл кӑтартнӑ, апла тума юраман.

7. Сыновья же Иакова пришли с поля, и когда услышали, то огорчились мужи те и воспылали гневом, потому что бесчестие сделал он Израилю, переспав с дочерью Иакова, а так не надлежало делать.

Пулт 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

16. Иаков каҫпа хиртен таврӑннӑ, Лия ӑна хирӗҫ тухнӑ та каланӑ: [паян] ман патӑма кӗр, эпӗ ывӑлӑм мандрагорне парса сана сутӑн илтӗм, тенӗ.

16. Иаков пришел с поля вечером, и Лия вышла ему навстречу и сказала: войди ко мне [сегодня], ибо я купила тебя за мандрагоры сына моего.

Пулт 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

29. Иаков апат пӗҫернӗ пулнӑ; Исав хиртен ӗшенсе килнӗ.

29. И сварил Иаков кушанье; а Исав пришел с поля усталый.

Пулт 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Хиртен лавпа улӑм, кӗлтесем турттараттӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Валерий КОМИССАРОВ: «Пичетленме черет кӗтекен статьясене тӗлӗкре те кураттӑм» // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех