Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫурта сутмалли ларека йӑвантарса яраҫҫӗ, пилӗк пуслӑх укҫасем ҫӗре сапаланса каяҫҫӗ, титорӗ лапах урайне ӳкет: «Ҫаратаҫҫӗ!..» — тесе кӑшкӑрашма тытӑнать.Ларек со свечами опрокинули, пятаки посыпались, титор упал, шумит: «Граблють!..»
25-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Килсе кӗтӗн те, пуҫларӑн кӑшкӑрашма: «Ӗҫлеместӗп… ачасем… хӗрхенетӗп…»
9-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Вара пурте пӗр харӑс, Коноваловӑн йӑлтах ӗҫсе яма права пуррине ӗнентерме тӑрӑшса, вӑл ӑна мӗн пуррине ӗҫсе яма тивӗҫлӗ тӑвакан — никампа та мар, вӗсемпе ӗҫсе яма ирӗк паракан права, тесе кӑшкӑрашма тытӑнчӗҫ.
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Вӗсем кӑшкӑрашма пуҫларӗҫ…
Шампа // Иван Иртышев. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 18–26 стр.
— Автанӗ ҫеҫ, ухмахскер, кӑшкӑрашма тытӑнчӗ.
35-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ӗҫсе яратӑр, ҫисе яратӑр та — кӑшкӑрашма тытӑнатӑр тата.
VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Савӑннӑ ачасем кӑшкӑрашма пуҫларӗҫ, вара эп вӗсен сассинчен тепӗр сасса — каллех питӗ пӗлекен саспа хама чӗннине илтрӗм.В темноте что-то кричали обрадованные ребята, потом я услышала другой, тоже очень знакомый голос.
6 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Кӑнтӑр тӗлнелле хыттӑн шавлама, кӑшкӑрашма тытӑннине илтрӗмӗр.
Романа кӗртмен сыпӑк // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Ун чухне эпӗ сирӗн патӑрта, Николай Аноныч кӑшкӑрашма пуҫланипе, сана нимӗнех те ӑнлантарса параймарӑм, тӗрӗссипе каласан, ӑнлантарма май та килмерӗ унта.
Ҫирӗм пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
22. Ӑна ҫак сӑмаха каличчен итлесе тӑнӑ; ун хыҫҫӑн вара урӑм-сурӑм кӑшкӑрашма тапратнӑ: ку ҫынна ҫӗр ҫинчен пӗтер! вӑл пурӑнма тивӗҫлӗ мар! тесе кӑшкӑрнӑ.
Ап ӗҫс 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Вара Сусанна ҫари ҫухӑрса янӑ; пуҫлӑхсем те иккӗн тан ӑна хирӗҫле кӑшкӑрашма тытӑннӑ, 25. вӗсенчен пӗри чупса кайнӑ та пахча алӑкне уҫса пӑрахнӑ.
Дан 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Пӗррехинче ӳсӗрскер кӑшкӑрашма тытӑнсан Резида ӑна килтен кӑларса янӑ.
«Анне, пире кунтан часрах илсе кай…» // Ирина АЛЕКСЕЕВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №
Ӗҫки те путсӗр тата: кӑшкӑрашма тытӑнать, пӳлсен чӑмӑрӗпе юнать.
Хӗр чысӗ // Анна НИКОЛАЕВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№