Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Хӗр чысӗ

Автор: Анна НИКОЛАЕВА

Ҫӑлкуҫ: «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№

Хушнӑ: 2016.03.19 23:54

Пуплевӗш: 52; Сӑмах: 352

Текст тӗсӗ: Хаҫат-журнал статьи

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Ҫамрӑкла качча тухрӗ Валя. Пурнӑҫӗ пач хӑй шухӑшланӑ пек ҫаврӑнмарӗ унӑн. Ҫакӑншӑн хӑй те айӑплӑ темелле-ха. Шупашкарта вӗренме тытӑнсан амӑшӗпе ашшӗн куҫӗнчен вӗҫерӗннине туйрӗ-ши - ирӗкленчӗ. Малтанах клуба та сайра тухнӑскер ташӑ каҫӗсенчен те пӑрӑнмарӗ. Общежитири хӗрсемпе уявсем тӑрӑх ҫӳрерӗ, каччӑсем уҫӑлма чӗнсен те хирӗҫлемерӗ. Пӗринпе калаҫрӗ вӑл, тепринпе... Тепӗр чухне вӗренмелли ҫинчен те манчӗ-тӗр. Пӗр пӳлӗмре пурӑнакан Люба тем пек ырӑ ӑс парасшӑн пулчӗ ӑна, вӗренме хистерӗ, малашнехи пурнӑҫ паянхи кунран килнине ҫирӗплетрӗ, каччӑсемпе асӑрхануллӑ пулма ыйтрӗ. Усси пулмарӗ. Ырӑ канаша йышӑнмарӗ пике.

Славӑпа паллашсан йӗркене кӗчӗ пек. Йӗкӗт ҫирӗп тытрӗ ӑна. Дискотекӑна та пӗччен ямарӗ. Занятисене те сиктермерӗ Валя. Йӗкӗт аякри хулана ӗҫлеме ҫӳрерӗ. Укҫаллӑ таврӑнаканскер Вальӑна хаклӑ парнесемпе савӑнтарчӗ, кафе-кинона илсе ҫӳрерӗ. Вӗсен юратӑвне ӑмсанакан та сахал марччӗ. Ара, ҫамрӑк чухне мӗнле хӗр ырӑ кӑмӑллӑ та чипер каччӑ пирки ӗмӗтленмест? Слава вара пӗр кашӑк пылпа ҫӑтса ямаллискерехчӗ. Сарӑ ҫӳҫлӗ, кӑвак куҫлӑ, кӗлеткипе те капмар.

Часах ҫамрӑксем туй кӗрлеттерчӗҫ. Ку пулӑма пепке ҫураласси васкатрӗ-ха. Хӗрӗ хӗрӗх чӗрнеленнине пӗлсен амӑшӗ выртсах ӳлерӗ. Хӗрӗн ҫутӑ ӗмӗчӗ сӳннине, телейлӗ пурнӑҫӗ пӑчланнине туйрӗ-тӗр.

Ҫут тӗнчене ывӑл килнӗ хыҫҫӑн хваттер тара илсе тӑкакланас мар терӗ кил хуҫи. Арӑмне амӑшӗ патне яла илсе кайрӗ. Малтанах аванах пурӑнчӗҫ-ха вӗсем. Хунямӑшӗ те ытлашши тӳрккес пулмарӗ, анчах мӑнукне юратманни палӑрчех. «Те пирӗн-ха?» тенӗн ҫеҫ пӑхса иртрӗ ача вырӑнӗ ҫийӗн. Мӑшӑрӗ ачашшӑн ыталаса чуптуни ҫеҫ лӑплантарчӗ ҫамрӑк арӑма.

Слава ӗҫлеме тухса кайсан вара Вальӑшӑн ахӑр самана пуҫланчӗ. Хунямӑшӗ пӗрмай мӑкӑртатрӗ, вӑрҫӑнчӗ. Кинне ҫӑкӑр чӗллишӗн те ӳпкелекен пулчӗ. Чӑтрӗ Валя. Ӗҫлерӗ, кил-ҫуртра тирпейлерӗ. Упӑшки килессе кӗтрӗ, ывӑлӗпе лӑпланчӗ.

Татах пепке ҫуратасси ҫинчен те, ҫӗнӗ ҫурт лартса уйрӑлса тухасси пирки те сахал мар пуплерӗҫ мӑшӑрӗ таврӑнсан. Укҫа пухма шухӑш тытрӗҫ. Анчах юлашки вӑхӑтра палӑртни пулсах пымасть-ха. Мӑшӑрӗ ӗҫке ярӑнчӗ мар-и? Ку таранччен пухнӑ мул та ҫилпе вӗҫме пуҫларӗ. Ӗҫки те путсӗр тата: кӑшкӑрашма тытӑнать, пӳлсен чӑмӑрӗпе юнать. Хунямӑшӗпе вӑрҫӑнни ҫитмен, халӗ тата Славӑран та хӳтлӗх ҫук. Иртнинче авӑ ҫупкӑ пама та именмерӗ. Паян та таҫта ҫӳрет вӑл. Ӗнер ҫеҫ аякри хуларан таврӑнчӗҫ. Хӗрӗнкӗ килсе кӗчӗ килне. Паян та ирех тухса утрӗ, ӑҫталла ҫул тытнине те каламарӗ. Паҫӑртанпах хуняма карчӑкки мӑкӑртатса ҫӳрет тата. Аса илчӗ Люба тантӑшӗн сӑмахӗсене. Вӗренмелеччӗ ҫав пусӑрӑнса, хӗр чысне упрамаллаччӗ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех