Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӗлӗк сăмах пирĕн базăра пур.
ӗлӗк (тĕпĕ: ӗлӗк) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тахҫан ӗлӗк ман хамӑн та йӑва пулнӑ…

Было когда-то свое гнездо…

II сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.

Эпӗ те калатӑп, ӗлӗк унта, тетӗп…

Ведь и я говорю, что, мол, там раньше…

I сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.

Ҫук, тупата туршӑн, ӗлӗк унта…

Нет, ей-богу, раньше там…

I сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.

Ӗлӗк унта вырӑс ҫыннине пӗрре курасшӑн та виҫӗ тенкӗ панӑ.

Раньше-то за одно погляденье на русского человека там трьшну платили.

I сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.

Ӗлӗк!

— Раньше!..

I сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.

Ун пеккине эпир илтессе те нихҫан илтмен: черногорецсем хушшинче ҫеҫ ӗлӗк ун пек йӑла пулнӑ, тетчӗҫ ваттисем, йыгансем хушшинче нихҫан та пулман!

Этого и слыхом не слыхано было; только в старину у черногорцев так было, говорили старики, а у цыган — никогда!

Макар Чудра // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 7–19 стр.

Кӳршӗ-аршӑсем, ӗлӗк хӑй вӗрентнӗ ачасем, колхозниксем кӗре-кӗре тухрӗҫ.

Заходили соседи, бывшие ученики, колхозницы.

26-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫул май кино витрини ҫинчи картинӑсене пӑхрӗҫ, палаткӑран пӗчӗк ачасене пама кӗрен тӗслӗ автансем илчӗҫ, стадиона та кӗрсе пӑхрӗҫ (унта тахҫан ӗлӗк Санькӑпа ашшӗ футболла вылянине курнӑччӗ).

По дороге посмотрели картинки в витрине кино, купили в палатке розовых петушков в подарок малышам, заглянули на стадион, где когда-то Санька с отцом смотрели футбольный матч.

10-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Агафья Матвеевна хӑй пурнӑҫӗн тӳпине ҫитрӗ; вӑл хӑйне ӗлӗк нихҫан та кунашкал туллин пурӑнса курман пек туять, анчах, ӗлӗкхиллех, кун ҫинчен калама нихҫан та пултараймасть, е, тӗрӗссипе, вӑл ун ҫинчен шухӑшламасть те.

Агафья Матвеевна была в зените своей жизни; она жила и чувствовала, что жила полно, как прежде никогда не жила, но только высказать этого, как и прежде, никогда не могла, или, лучше, ей в голову об этом не приходило.

IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

— Кам та пулин ӗлӗк палланисенчен манӑн менельник кунне аса илчӗ пулӗ, — терӗ Обломов.

— Кто-нибудь из прошлогодних знакомых вспомнил мои именины, — сказал Обломов.

II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Ӗлӗк чух вӑл шухӑша кайнине никам та курманччӗ, шухӑша кайни килӗшместчӗ те ӑна; вӑл яланах утатчӗ те хускалатчӗ, пур япала ҫине те тинкерсе пӑхса, йӑлт куратчӗ, халӗ ак сасартӑк чӗрҫинчи киллине тытнипех ҫывӑрса кайнӑ пек хытса ларать, унтан сасартӑк кисӗпӗпе ҫав тери хытӑ тӳме пуҫлать — хапхаран шаккаҫҫӗ пуль тесе, йытӑ та вӗрсе ярать.

Прежде, бывало, ее никто не видал задумчивой, да это и не к лицу ей: все она ходит да движется, на все смотрит зорко и видит все, а тут вдруг, со ступкой на коленях, точно заснет и не двигается, потом вдруг так начнет колотить пестиком, что даже собака залает, думая, что стучатся в ворота.

I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Анчах мӗншӗн ӗлӗк чух унӑн сакӑр сехетрех куҫӗсем хупӑнатчӗҫ, тӑххӑрта вара вӑл ачисене вырттаратчӗ те кухньӑри вутта сӳнтернине, мӑрьесене хупнине, йӑлтах пуҫтарнине тӗрӗслесе, ҫывӑрма выртатчӗ — ӑна вара, темле тупӑпа персен те, ултӑ сехетчен вӑратма ҫукчӗ?

А почему прежде, бывало, с восьми часов вечера у ней слипаются глаза, а в девять, уложив детей и осмотрев, потушены ли огни на кухне, закрыты ли трубы, прибрано ли все, она ложится — и уже никакая пушка не разбудит ее до шести часов?

I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Мӗншӗн-ха вӑл ӗлӗк, шарккух ҫунсан та, пулӑ шӳрпи ытлашширех вӗресен те, яшкана ешӗл ҫимӗҫ ямасан та, Акулинӑна лӑпкӑн та мӑнаҫлӑн хӑтӑрса илетчӗ те манатчӗ, халӗ вара, ун пек-кун пек пулсан, вӑл сӗтел хушшинчен сиксе тухать, кухньӑна чупса каять, Акулинӑна чӗрре кӗрсех ӳпкелешет, Анисьйӑна та ҫилленет; тепӗр кунне вара яшкана ешӗл ҫимӗҫ янине, пулӑ мӗнле пиҫнине хӑй тӗрӗслет.

Отчего прежде, если подгорит жаркое, переварится рыба в ухе, не положится зелени в суп, она строго, но с спокойствием и достоинством сделает замечание Акулине и забудет, а теперь, если случится что-нибудь подобное, она выскочит из-за стола, побежит на кухню, осыплет всею горечью упреков Акулину и даже надуется на Анисью, а на другой день присмотрит сама, положена ли зелень, не переварилась ли рыба.

I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Ват стариксем калаҫнине итлетӗн те — кун пек пулман ҫав ӗлӗк!

Послышишь от стариков, так не то!

X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Ытла ирне те хаяр йышӑну-кӑтартусене пӑхмасӑр, вӗсен ретӗнче ӳсӗрсем пурри те палӑратчӗ ӗнтӗ (ҫутӑ эрехпе уявсенче тата ҫӗрлехи вӑхӑтра ӗлӗк шинкарь пулнӑ Сруль вӑрттӑнлӑ-кӗрттӗнлӗ сутӑ тӑвать).

Несмотря на ранний час и строгие постановления, между ними уже намечались пьяные (водкой по праздникам и в ночное время торговал потихоньку бывший шинкарь Сруль).

XII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.

Ольга сӑнӗ ӗлӗк ҫакӑнта ҫӳренӗ чухнехи пек мар, урӑхла; юлашки хут уйрӑлнӑ чухне вӑл ҫаплаччӗ, Обломова вӑл ҫав тери пӑшӑрхантарнӑччӗ.

У ней лицо было другое, не прежнее, когда они гуляли тут, а то, с которым он оставил ее в последний раз и которое задало ему такую тревогу.

VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Вӑл хӑйне ыттисем пек пулма, хӑй ӗлӗк туманнисенех тума хистени курӑнсах тӑрать.

Видно было, что она решилась принудить себя делать, что делают другие, чего прежде не делала.

VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Усал чӗлхеллӗ этемсем, ҫакӑнпа усӑ курса, вӗсем ӗлӗк туслӑ пулни ҫинчен, иккӗшӗ пӗрле ют ҫӗршывсене кайса ҫӳрени ҫинчен калатчӗҫ; анчах вӑл барона вӑрттӑн юратни кӑшт та палӑрмасть, юратать пулсан, палӑрнах пулӗччӗ.

Злые языки воспользовались было этим и стали намекать на какую-то старинную дружбу, на поездку за границу вместе; но в отношениях ее к нему не проглядывало ни тени какой-нибудь затаившейся особенной симпатии, а это бы прорвалось наружу.

VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

«Пӗр эрне хушшинче, тейӗ, повереннӑй валли тӗплӗ инструкци ҫырса хатӗрлемелле те ӑна яла кӑларса ямалла, Обломовкӑна залог шучӗпе хумалла, ҫӗр туянмалла, ҫурт-йӗр тумалли план ярса памалла, хваттере урӑх ҫынна памалла, паспорт илсе ҫур ҫула ют патшалӑха каймалла, ытлашши ҫӑва пӑрахмалла, самӑрлӑха чакармалла, тахҫан ӗлӗк юлташпа пӗрле ӗмӗтленнӗ сывлӑшпа сывламалла, халатсӑр, Захарсӑр, Тарантьевсӑр пурӑнмалла, хӑвӑнах чӑлха тӑхӑнмалла, атта хӑвӑн хывмалла, ҫӗрле ҫеҫ ҫывӑрмалла, пурте кайнӑ ҫӗрелле, чугун ҫулӗпе, пӑрахутпа каймалла, унтан…

«В неделю, скажет, набросать подробную инструкцию поверенному и отправить его в деревню, Обломовку заложить, прикупить земли, послать план построек, квартиру сдать, взять паспорт и ехать на полгода за границу, сбыть лишний жир, сбросить тяжесть, освежить душу тем воздухом, о котором мечтал некогда с другом, пожить без халата, без Захара и Тарантьева, надевать самому чулки и снимать с себя сапоги, спать только ночью, ехать, куда все едут, по железным дорогам, на пароходах, потом…

V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

— Эсӗ ӗлӗк авалхи ҫын пек шухӑшлатӑн: кивӗ кӗнекесенче шӑпах ҫапла ҫырнӑ.

— Ты рассуждаешь, точно древний: в старых книгах вот так всё писали.

IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех