Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫав кун вӑкӑрсене пула пӗрре ҫеҫ мар нуша тӳссе пӑхнӑ Прохор аяккалла ывтӑнса кайрӗ, пуҫӗпе урапа кӳпчекне ҫапӑнчӗ те мӗнле ӳкнӗ ҫаплах ҫывӑрса кайрӗ.
LX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Вахмистр, конвой начальникӗ, Бреховича аяккалла тӗртсе ярса, наганне ҫӗклерӗ те, сулахай куҫне тимлӗн хӗстерсе, васкамасӑр тӗллерӗ.
LVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
— Сывлать-ха вӑл… — сӑмах хушрӗ казаксенчен пӗри, хӑй патӗнчен утса иртекен Дарья умӗнчен ытла та тараватлӑн аяккалла пӑрӑнса.
LVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Иван Алексеевич ҫурӑмӗ хыҫӗнче тӑракан казаксем кӗлет стени патӗнчен шартах аяккалла сиксе ӳкрӗҫ.За спиной Ивана Алексеевича шарахнулись в сторону казаки, обнажив серую рубленую стену амбара.
LVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Хӗрарӑм, вӑрӑм шалчапа пӗр еланец ҫине хӑмсарма тӑнӑскер, сасартӑках шари кӑшкӑрса ярса, шалчине аяккалла ывӑтрӗ те, ачине йӑтса, пӗтӗм вӑйпа тӑкӑрлӑк еннелле ыткӑнчӗ.
LIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Куҫ хӗррипе аяккалла пӑхса илсе, лӑпах ҫакӑнта курчӗ те Иван Алексеевич ҫичӗ ҫулсенчи арҫын ача амӑшӗн аркинчен ҫакӑнса йӑлӑннине; вӑл, хӑраса улшӑннӑ питҫӑмартисем тӑрӑх ҫумӑр шывӗ пек куҫҫуль юхтарса, ҫӑри-ҫари ҫухӑрса, чуна кӑларса илес пек вичкӗннӗн кӑшкӑрса ячӗ:
LIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Пурсӑр та шуррисен сывлӑшӗпе сывлатӑр-и? — тӑвӑнчӑклӑн ыйтрӗ те Штокман хӑй ҫинелле тилӗрсе килекен хӗрлӗармееца вӑйлӑн кӑна аяккалла тӗртсе ячӗ.
XLVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Пӗр-икӗ эрне стройра, ҫапӑҫусемпе тытӑҫусенче пулса курӗ, чунӗпе хытӗ те, унтан, кур ав, тыткӑна илнӗ хӗрлӗармеец патне пырса тӑрӗ, урисене чармакласа, аяккалла чӑртлаттарса сурса, пӗр-пӗр кӑйӑк чӗреллӗ вахмистр пек, сӑмахӗсене шӑл витӗр сӑрхӑнтарма, улшӑнчӑклӑ хулӑн сасӑпа ыйтма пуҫлӗ:
XLVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Кайӑк, майӗпен аялалла анса, вӗҫнӗҫемӗн вӑйне ҫухатса, шуйханса кикаклатакан ушкӑнран аяккалла вӗҫрӗ, унтан сасартӑк, питӗ ҫӳлтен, ҫӗрелле чул пек анса кайрӗ; хӗвел ҫинче хур ҫунаттин шурӑ айӗ кӑна куҫа шартарса йӑлтӑртатрӗ.
XLV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Кур! — хӑвӑрт йӗнер ҫине утланса, пӗтӗм кӗлеткипе каҫӑрӑлса кӑшкӑрчӗ Прохор, сенкер тӳпе ытамӗнче аяккалла кайса пыракан хуркайӑк карти ҫине чӑпӑрккипе кӑтартса.
XLV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Тачанка хыҫӗнчен ун ҫинелле винтовка кӗпҫин хура куҫӗ тӳррӗн тӗллесе пӑхать, Григорий кӳлепипе ялт кӑна сулахаялла тайӑлчӗ те, йӗнер аяккалла шуса кайрӗ, хӑркӑлтатса сывлакан тӑнран тухнӑ лаши сулӑнса илчӗ.
XLIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Ӗнтӗ питӗ нумай лаша ушкӑнӗ, типсе ҫитмен ҫереме чӗтрентерсе, йывӑррӑн та вичкӗннӗн сиктерсе пыни, унӑн хӑлхинчен пӗтӗмпех тухса ӳксе, таҫта аяккалла кайса шӑпланнӑн туйӑнчӗ.
XLIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Курмастӑн-и, этем тытӑнки юлман ун, — терӗ хӗрарӑм Григорие аран ҫавӑтса тата хӑйсен хыҫӗнчен куркапа сӑмакун ҫӗклесе пыракан Ермакова тепӗр аллипе аяккалла сирсе.
XLI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Григорий хӑй те курчӗ: тупӑ умӗнче сарӑ кӑвак тӗтӗм ҫӑмхи сасартӑк явӑнса ҫӗкленчӗ те ҫӗре йывӑррӑн хашлтса ӳкрӗ, тӗтӗмпе кӗптеннӗ лашасем чӗввӗн пӗтӗрӗнсе илчӗҫ, унтан касса янӑ пек тӳне-тӳне кайрӗҫ; ҫынсем, ӳке-ӳке чупса, аяккалла тарчӗҫ.
XLI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
— Мӗн ҫунтаратӑн ҫав наркӑмӑша? — калаҫа пуҫларӗ казак, питне аяккалла пӑрса.— И зачем жгешь зелью эту? — заговорил казак, отворачивая лицо.
XXXIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Григорий, питне-куҫне шӑмарса, аяккалла ҫаврӑнса ларчӗ.
XXXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Казакӑн хӗвел ҫутинче ылтӑн шевлеллӗн хӗмленсе йӑлтӑртатакан куҫӗ чеен хӗсӗнчӗ; ӑна вӑл Григорирен аяккалла тартрӗ, ҫав самантра шухӑша кайнипе пӗркеленсе йывӑрланнӑ ҫамки ҫинелле ҫӗлӗкӗ шуса анчӗ.
XXXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Лашан каҫӑртса хунӑ кӑпӑклӑ пуҫӗ хыҫӗнчен Григорий юланута хӑйне курмарӗ-ха, анчах ун аллинчи хӗҫӗн мӑкӑрӑлчӑк хӗррине тӗксӗм лаппине аванах асӑрхарӗ, Григорий пӗтӗм вӑйран чӗлпӗре туртса карӑнтарчӗ, хӗрлӗармеец сулса янӑ хӗҫе аяккалла сирсе, чӗлпӗрӗн сылтӑм енчи чӗнне кӑрӑн-кӑрӑн хытарчӗ, хырса тикӗсленӗ пӗкӗрӗлчӗк мӑй урлӑ хӗҫӗпе питӗ вирлӗ туртса касрӗ.
XXXVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Петро пурнӑҫӗнчи юлашки вӑйӗпе, кӑкӑрӗн сулахай енчи пуля шӑтарнӑ вырӑна ҫатӑрласа тытса, аялти кӗпин ҫухине аяккалла сирсе хучӗ.
XXXIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Андрюшка утланнӑ шухӑ ут картах сиксе ӳкрӗ, аяккалла тӗпӗртеттерсе кайрӗ.Под Андрюшкой горячий конь шарахнулся в сторону, понес щелкать.
XXXIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.