Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫакӑнса (тĕпĕ: ҫакӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пур ҫӗрте те тӑратса ҫырнӑ шалчасем курӑннӑ, шалчасем ҫинче утиалсем, ҫӗтӗк-ҫурӑк кӗпе-тӑла татӑкӗсем ҫакӑнса тӑнӑ; шалашсем умӗнче, таптаса пӗтернӗ курӑк ҫинче ушкӑнӑн-ушкӑнӑн, е пӗччен-пӗччен ҫынсем ларнӑ; хӑшӗ чӗлӗм туртса ларнӑ, хӑшӗ вут чӗртне, хӑшӗ кӗпине сапласа ларнӑ; унтах пӗр ҫамрӑк арӑм ачине чӗчӗ ӗмӗртсе ларнӑ, ҫывӑхрах ача-пӑчасем картла вылянӑ, пӗчӗк ачасем выляса, йӗрсе ҫӳренӗ; карчӑк ассӑн сывласа ларнӑ; шалашсем ӑшӗнчен алӑри ачасем ӳсӗрни, амӑшӗсем ачисене ачашласа юрлани, е вӑрҫса аван мар сӑмахсем каланӑ сасӑ, е пӗр-пӗр ватӑ ҫын ассӑн сывласа Турӑ ятне асӑннӑ сасӑ илтӗннӗ.

Всюду торчали скрещенные шесты, пестрели на них одеяла, обноски и тряпки; возле палаток, на помятой траве лежали и сидели люди, то вместе, то порознь; кто курил трубку, кто разводил костер, от которого стелился голубой прозрачный дымок, кто чинил рубаху; тут же молодая мать кормила грудью ребенка, а рядом бились в засаленные карты безбородые парни, резвились и плакали дети, охала старуха; изнутри палаток слышался детский кашель, материнская тихая песенка или доносилось злое, нехорошее слово, либо старческий глубокий вздох с причитанием молитвы.

I // Михаил Акимов. Николай Телешов. Нуша. Михаил Акимов куҫарнӑ. Хусан, 1906. — 19 с.

Пӳртсен чӳречисене тачӑ хупса лартнӑ, хӑшпӗр алӑксенче ҫӑрасем ҫакӑнса тараҫҫӗ, анчах чылайӑшне янках уҫса хунӑ.

У куреней были наглухо закрыты ставни, на дверях кое-где висели замки, но большинство дверей было распахнуто настежь.

LXV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ҫӗрпӳртсем патӗнче типӗтнӗ пулӑн ҫутӑ кӑвак хупписем, така шӑммисем, хӗвелҫаврӑнӑш кишӗкӗсем, чикаркка тӗпӗсем, темле ланчашкасем йӑваланса выртаҫҫӗ; туратсем ҫинче ҫуса тасатнӑ чӑлхасем, аялтан тӑхӑнакан пир кӗпе-йӗм таврашӗсем, пуртенккесем, хӗрарӑм кӗписемпе юбкисем ҫакӑнса тӑраҫҫӗ…

Около землянок валялись сизая шелуха сушеной рыбы, бараньи кости, подсолнечная лузга, окурки, какие-то лоскутья; на ветках висели выстиранные чулки, холстинные исподники, портянки, бабьи рубахи и юбки…

LXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Аслати пуҫ тӗлӗнче ҫакӑнса тӑракан тем пысӑкӑш пӗлӗте шатӑртаттарса ҫурчӗ тейӗн: ун айӗнчен ҫумӑр шапӑртатса тӑкӑнма тытӑнчӗ.

Гром словно расколол нависшую тучевую громадину: из недр ее хлынул дождь.

LXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Сулахай алли хӑйӗн юнпа вараланнӑ таса мар бинтран ҫакӑнса пырать, сылтӑммипе ывӑна пӗлмесӗр чӑпӑрккине вылятать.

Левая рука его висела на грязной окровяненной перевязи, правая — безустально играла плетью.

LX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Куҫ хӗррипе аяккалла пӑхса илсе, лӑпах ҫакӑнта курчӗ те Иван Алексеевич ҫичӗ ҫулсенчи арҫын ача амӑшӗн аркинчен ҫакӑнса йӑлӑннине; вӑл, хӑраса улшӑннӑ питҫӑмартисем тӑрӑх ҫумӑр шывӗ пек куҫҫуль юхтарса, ҫӑри-ҫари ҫухӑрса, чуна кӑларса илес пек вичкӗннӗн кӑшкӑрса ячӗ:

И вот тут-то Иван Алексеевич, глянув искоса в сторону, увидел, как мальчишка лет семи вцепился в подол матери и со слезами, градом сыпанувшими по исказившимся щекам, с визгом, истошно закричал:

LIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Совет влаҫӗ пӳрт ҫамкинче ҫакӑнса тӑракан нӑр шерепипе пӗрех сирӗн.

— Ваша Советская власть, — как лед на провесне.

LIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ҫав ҫаврашка варринче пӗр курӑк туни те ҫук; унта хӗреслӗ-мереслӗ ура йӗрӗсемпе тӗрленсе пӗтнӗ сарӑ тусан кӑна выртса юлнӑ тата айккисенче, типӗ хытхурапа армути тунисем ҫинче, кӑркка аҫисем пӗр-пӗрин ҫурӑмӗсемпе хӳрисенчен ҫапӑҫу вӑхӑтӗнче тӑпӑлтарса кӑларнӑ шупка хӗрлӗ йӑрӑмлӑ-чӑпар тӗксӗм ҫакӑнса тӑраҫҫӗ.

Ни былки не было внутри точка; одна серая пылица, испещренная крестиками следов, лежала ровным слоем на нем, да по обочинам на сухих стеблях бурьяна и полыни, подрагивая на ветру, висели бледно-пестрые с розовым подбоем стрепетиные перья, вырванные в бою из спин и хлупей ратоборствовавших стрепетов.

LI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Вӑл хӑйӗн хӑрушла чӗмсӗрлӗхӗпе сехрене хӑпартӗ, хӑй айӗнчен ҫурхи шыв сӑрхӑнса юхма тапратичченех е ӑна, хӑйӗн йывӑрӑшне аран чӑтаканскерне, чалӑшшӑн вӗрекен ҫил тӗртсе яричченех ҫапла ҫакӑнса тӑрӗ.

Будет она, грозная безмолвием, висеть до поры, пока не подточит ее из-под исподу оттепель или, обремененную собственной тяжестью, не толкнет порыв бокового ветра.

L // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Григорий ура ҫине тӑчӗ, кравать ҫинче ҫакӑнса тӑракан шинелӗ патне кармашнӑ чух кӑшт сулӑнарах кайрӗ.

Григорий встал, чуть качнулся, потянувшись к висевшей на кровати шинели.

XLV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Мачча айӗнче ним хускалмасӑр кӑвак тӗтӗм пӗлӗчӗ ҫакӑнса тӑрать.

Голубое облако дыма недвижно висело под потолком.

XXXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Вӗсем харкашнӑ вӑхӑтра сӑмах та каласа ӗлкӗреймен Иван Алексеевич Штокман стена ҫумӗнче ҫакӑнса тӑракан маузер патне майепен те хӑрушшӑн кармашнине курчӗ.

Иван Алексеевич, не успевший в перепалку и слово вставить, увидел, как Штокман медленным страшным движением потянулся к висевшему на стене маузеру.

XXIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Хуҫисем тӗреклӗ пурӑннӑ курӑнать: урайне сӑрланӑ, венски пукансем лартса тухнӑ, тӗкӗр пур, стенасем ҫумӗнче служивӑйсен ахаль сӑнӳкерчӗкӗсем, вӗренекенӗн хура рамкӑна вырнаҫтарнӑ мухтав хучӗ ҫакӑнса тӑраҫҫӗ.

Хозяева, видно, жили ядрено: полы крашены, стулья венские, зеркало, по стенам обычные фотографии служивых и ученический похвальный лист в черной рамке.

IX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Шӑрӑхпа пӑчӑхса анӑранӑ хутор тӗлӗнче хӗвел тӳп-тӳррӗн ҫакӑнса тӑрать.

Над хутором, сомлевшим от жары, в отвес встало солнце.

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Вӗсем тавракурӑмӑн кӑшт ҫеҫ палӑракан ҫинҫешке ҫиппине усӑнчӑк ҫуначӗсемпе сӗртӗннӗ те, ним хускалмасӑр ҫакӑнса тӑраҫҫӗ.

Они стояли недвижно, прикасаясь обвислыми концами к невнятной, тонко выпряденной нити горизонта.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Казаксем инҫе ҫула тапранса тухни ҫумри хатӗр-хӗтӗрсемпе япалисенченех курӑнать: йӗнер хутаҫҫисем темтепӗр чыхса тултарнипе мӑкӑрӑлнӑ, ут ҫурӑмӗсем ҫинче лӑк-тулли ҫӑксем, кашнин йӗнерӗ хыҫӗнчех типтерлӗн майласа ҫыхнӑ шинелӗсем ҫакӑнса пыраҫҫӗ.

По снаряжению видно было, что шли казаки в дальний путь: сумы седел раздуты от клажи, вьюки набиты, в тороках у каждого заботливо увязана шинель.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Кӗпер юхан шыв кӗрленипе , чӗтресе тӗпсӗр шӑтӑк ҫинче тискеррӗн ҫакӑнса тӑнӑ.

Сотрясается арка от рева реки, зловеще повисла над пропастью.

Шуйттан кӗперӗ // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.

Анчах пырне йӑлмак пӑвса лартнӑ Подтелков чӗмсӗррӗн ҫакӑнса тӑчӗ.

Но он был безмолвен, горло засмыкнула петля.

XXX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вӑл, каҫӑрӑлса ӳкнӗ те, усӑнса пыракан урисемпе ҫӗре чӗрмелесе тапаҫланать, хӑйне сӗтӗрекен казаксенчен ҫакӑнса, куҫҫульпе йӗпеннӗ питне пӑркаласа, вӗсенчен вӗҫерӗнсе тарма тӗрмешет, урмӑшшӑн хӑркӑлтатса ҫухӑрать:

Он запрокидывался, чертил землю безжизненно висящими ногами и, цепляясь за волочивших его казаков, мотая залитым слезами лицом, вырывался, хрипел:

XXX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Подтелков картишне чупса тухрӗ: сӑрт тӳпинче, хуторпа укӑлчари ҫӳҫесем тӗлӗнче шурӑ шӑналӑк пек ҫакӑнса тӑракан тӗтре хыҫӗнче, казаксен нумай йышлӑ отрячӗсем ҫӳреҫҫӗ.

Подтелков выскочил на двор: на бугре, за белым пологом тумана, висевшего над хутором и вербами левад, виднелись многочисленные отряды казаков.

XXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех