Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ушкӑн варринче, ҫунаттисене саркаласа хурса, икӗ автан утса ҫӳреҫҫӗ, пӗри — хӗп-хӗрлӗскер, тепри — хура куракӑнни пек симӗсӗн-кӑвакӑн йӑлтӑртатакан йӑмӑх-хура тӗклӗ.
19-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Разметнов вӗсем патне пычӗ, ушкӑн варринче мӗн пулса иртнине курма хӑтланса, ҫурӑмсем урлӑ пӑхрӗ.Размётнов подошел, заглянул через спины, пытаясь разглядеть, что творится в кругу.
19-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Именнине, кӗтнине те телее пула чӗтӗресе, ҫийӗнчи тумӗсене вӗҫертнӗ Суламифь, вӗсене аялалла, урисем патне антарнӑ та, вӗсем урлӑ ярса пусса, пичӗпе чӳрече енне пӑхаканскер те решетке урлашкисем витӗр уйӑх ҫутипе ялтӑраканскер, пӳлӗм варринче ҫаппа-ҫарамас тӑрса юлнӑ.
VI сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Сӑх-сӑхсам! — хӑраса ӳкрӗ Аким, ҫав вӑхӑтрах нимӗн курӑнми ҫӗрлехи тӗттӗмре куҫӗсене мӑч-мӑч-мӑч тутарса, тӑкӑрлӑк варринче тӑпах чарӑнса тӑчӗ.Окстись! — испугался дед Аким и даже стал среди проулка, часто моргая в беспросветной ночной темени.
15-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Ӗне пӑруламан-ши тесе, сивӗ ҫӗр варринче миҫе хутчен вӑрана-вӑрана кайман-ши Кондрат, урисене ҫӑматӑ тӑхӑнса, аялти йӗм вӗҫҫӗнех миҫе хутчен чупа-чупа тухман-ши вӑл ӑшӑ картана.
10-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Вӑл каярах тӑракан Давыдов патнелле пӗр-икӗ утӑм ярса пусрӗ, картиш варринче выртакан вӑкӑр сӳсменӗ ҫине сасартӑк такӑнчӗ те пӗшкӗнсе сӳсменӗн тимӗр тиркӗчне туртса кӑларчӗ.
8-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Халӑх варринче малти урисене сарса пӑрахса, пӗтем ӳт-пӗвӗпе чӗтресе харкашу пуҫлаканӗ — шӗвӗр сӑмсаллӑ пӑчӑр-пӑчӑр сарӑ ҫурӑмлӑ шурӑ вешле йыт ҫурийӗ ларать.
Хамелеон // Федор Меценатов. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 89–94 стр.
Ак ушкӑн варринче пӗр тачӑ кумкка пулса тӑчӗ, вӑл тем ҫӑтса, ӗмсе ячӗ те йӑраланать, ушкӑнран шӑтса, юхса тухать.
«Мов» // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 684–692 стр.
Площадь варринче кӑвак шлепке тӑхӑннӑ полицейски тӑрать.
«Мов» // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 684–692 стр.
Оркестртан инҫе мар — упасене хупса лартнӑ читлӗх; вӗсенчен пӗри, хулӑнни, кӑвакки, пӗчӗкҫӗ те чее куҫлӑскер, читлӗх варринче пуҫне пӗр евӗр сулласа тӑрать.
Кичемлӗх патшалӑхӗ // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 671–683 стр.
Ҫаврака арена варринче тӑракан темле ҫын хӑйӗн вӑрӑм урисемпе икӗ ачана сывлӑша ывӑтса ярать.В центре круглой арены какой-то человек подбрасывает длинными ногами в воздух двух детей.
Кичемлӗх патшалӑхӗ // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 671–683 стр.
Таҫта, хула варринче, киленсе итлемелле сасӑпа, хӑраса каймалла хӑвӑртлӑхпа пысӑк Ылттӑн чӑмӑркки ҫаврӑнса тӑнӑн туйӑнать, вӑл пӗтӗм урамсем тӑрӑх хӑйӗн тусанне, тӗпренчӗкӗсене, вӗҫтерсе сапалать те, ҫынсем вара кунӗпех ҫав тусан пӗрчисене шыраҫҫӗ, ҫӑткӑнланса яра-яра илеҫҫӗ.
Сарӑ шуйттан хули // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 659–670 стр.
Суту-илӳ тӑвӑттӑм, унтан анне валли таса хир варринче ҫурт туянӑттӑм.
Инкер-синкер // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 191–208 стр.
Урам хушши пушанса пынӑ, урам варринче хура тӗмесем туха-туха ларнӑ, таҫта аяккарахра, урам кӗтессипе ҫаврӑнса кайнӑ ҫӗрте, лашасем хӑвӑрттӑн та йывӑррӑн тӑпӑртатни илтӗннӗ…
Январӗн 9-мӗшӗ // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 133–155 стр.
Пӗрисем ун патнелле кайнӑ, урам варринче вара ҫынсем пӗр ҫӗрелле таччӑн пуҫтарӑнса тӑнӑ; теприсем васкасах таҫта аяккалла шунӑ.
Январӗн 9-мӗшӗ // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 133–155 стр.
Халӑх ушкӑнӑн-ушкӑнӑн уйрӑлса, ни каяс, ни каяс мар пек, урам варринче ҫапӑнкаласа тӑнӑ; тавлашса та калаҫкаласа сӗрленӗ, пӳрт стенисем ҫумне пыра-пыра тӗртӗннӗ, унтан каллех, хура шӗвӗ япала пек, урам варрипе юха-юха тулнӑ — халӑх хушшинче иккӗленнӗ шухӑшсем кӑшт палӑрмалла ҫеҫ ҫаврӑнса ҫӳрени сисӗннӗ; темле, пурне те кирлӗскере пит хытӑ кӗтни паллӑ пулнӑ, ҫав кӗтекен япала вара ҫитес тӗлӗн ҫулне ӗҫ ӑнассине ӗненнипе ҫутатмалла пулнӑ, вӑл ӗненни вара пур татӑксене те шӑратса, пӗр ҫирӗп яштака япала туса ҫыхӑнтармалла пулнӑ…
Январӗн 9-мӗшӗ // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 133–155 стр.
Эпир картиш варринче, пылчӑк ҫинче, ҫумӑра, хӗвелсер хӑмӑр пӗлӗт айне тӑрса юлтӑмӑр…Мы же остались среди двора, в грязи, под дождем и серым небом без солнца…
Ҫирӗм улттӑпа пӗрре // Петӗр Хусанкай. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 119–131 стр.
Коновалов хупах варринче, пысӑк сӗтел хушшинче ларать, ун ҫумне ӑна юри мухтакаласа, хисеп тӑванҫи пулса итлекенсем, ӗненмелле мар ҫӗтӗк-ҫурӑк костюм тӑхӑннӑ, Гофман калавӗсенчи геройсенни пек питлӗ-куҫлӑ ултӑ господин ҫыпҫӑннӑ.
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Темшӗн-ҫке, «кӗленче завочӗ» тесе, хуларан инҫех мар, хир варринче ларакан пӗр ҫурта калатчӗҫ.Так почему-то называлось здание, стоявшее недалеко от города в поле.
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Хура вӑрман варринче шӑнса тата кашкӑрсем ӳленине, ырхан кӗсре тулхӑрнине илтсе ҫӗр каҫасси ҫинчен шухӑшласа тинкеленнӗ землемер, ҫанҫурӑмӗ ун сӑрӑлтатнӑ, ҫӳҫеннӗ.
Ҫул ҫинче // Митта Петӗрӗ. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 3–10 стр.