Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

темскер сăмах пирĕн базăра пур.
темскер (тĕпĕ: темскер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Унтан йывӑррӑн сывласа ячӗ те ӑшӗнче унӑн темскер татӑлнӑ пекех пулчӗ.

Потом тяжело вздохнул, и словно что-то оборвалось в нем.

1944-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Калать кӳршине хӑй пӗри: — Итле-ха, тӑванӑм, темскер те Тӳсетпӗр, чӑтатпӑр эпир, — Тупатпӑр ҫапах телее те!

И скажет соседу сосед: — Послушай, ты знаешь, дружище, Немало мы видели бед, А все-таки счастье отыщем!

1943-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Шкул пуҫлӑхӗсем эпир палламан командирпа пӗрле темскер калаҫкаласа, хушӑран ҫеҫ пирӗн ҫине пӑхкаласа илсе, строй умӗпе хуллен иртрӗҫ.

Школьное начальство вместе с прибывшим медленно двигалось вдоль нашего строя, о чем-то беседуя между собой и лишь изредка посматривая на нас.

1942-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Ӑнланма та май ҫук, мӗн пулчӗ ку: бомба пӑрахрӗҫ-и е темскер сирпӗтрӗҫ-и?

Трудно было сообразить, что случилось: бомбардировка или просто взрыв.

1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

— Ку — вӑл, вӑл! — кӑшкӑрса ятӑм эпӗ кӳрше, анчах кунта манӑн сасса та, вӑл темскер каланине те ҫывхарса килекен моторсен сасси хупласа хучӗ.

— Это он, он! — закричал я соседу, но тут и мой голос, и что-то сказанное соседом заглушил нарастающий рев моторов.

1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Унччен те пулмарӗ, темскер хаяррӑн шӑхӑрса анни, ҫывӑхрах кӗмсӗртетни хупласа хучӗ.

И вдруг отвратительный вой и грохот совсем близко.

1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Темскер ҫыртӑн мар-и?

И писал что-то?

1940-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Вӑл хуралҫӑсем хушшинче темскер пӑлханнине илтнӗ те, тепӗр хут храма кӗрсе, шӑтӑкран пӑхнӑ.

Он услышал какое-то подозрительное движение среди караульных и, забравшись снова в храм, посмотрел в щёлку.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Каҫхине, вунпӗр сехет ҫитерехпе, Джон Мангльспа Вильсон, палуба ҫинче юнашар тӑраканскерсем, темскер шавланине илтрӗҫ.

Около одиннадцати часов вечера Джон Мангльс и Вильсон, стоявшие рядом на палубе, услышали какой-то неопределенный гул.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Тая ыйӑхра канӑҫсӑррӑн темскер пӑшӑлтатать.

Беспокойно что-то шепчет во сне Тая.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Арӑм та вӗт темскер шутлама пуҫларӗ: ҫӗрле ӑҫта ҫапкаланса ҫӳретӗн ват супнӑ, тесе тӗпчеме тытӑнчӗ.

Жена даже в подозрение ударилась: где ты, мол, старый черт, по ночам шататься стал?

Саккӑрмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Лёля хӑй пӳлӗмӗнче ыйӑх тӗлӗшпе темскер мӑкӑртатса ҫывӑрать.

Леля спала в своей комнате, бормоча что-то сквозь сон.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Хирург Ирина Васильевнӑна латинла темскер вӑрӑммӑн каларӗ те лешӗ сасартӑк шурса кайрӗ, ҫакна Павел сисмесӗр юлма пултараймарӗ.

Павел не мог не заметить внезапную бледность на лице Ирины Васильевны после одной пространной реплики отца, произнесенной по-латыни.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Манӑн темскер ырӑ мар япала пулса пырать.

У меня творится что-то неладное.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

— Ҫак виҫӗ ҫул каярах пулмалли калаҫу халь тин пулнӑшӑн хӗрхенмелли ҫеҫ юлать, Павел, — терӗ Рита темскер шухӑшланӑ май кӑмӑллӑн кулса илсе.

— Остается пожалеть, Павел, что этот разговор происходит через три года после того, как он должен был произойти, — сказала Рита, улыбаясь в каком-то раздумье.

Улттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Галина ун ҫине кӑмӑллӑ пӑхса, ӑшшӑн кулса илчӗ, ҫак сасӑсӑр кулӑра Артёма ырлани тата тути хӗррисенче пытанса тӑракан, темскер каласа пӗтерейменни палӑрчӗ.

Галина улыбнулась ему прощающе, в ее улыбке было одобрение Артема и еще что-то недосказанное, скрытое в уголках губ.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Траурлӑ марш сасси, ҫӗршер ҫара пуҫсем, — ҫаксене кура юлашки вунпилӗк ҫул хушши макӑрса курман Артёмӑн пырне темскер капланса килнӗ пек туйӑнчӗ, вӑйлӑ хулпуҫҫисем чӗтренсе илчӗҫ.

Звуки траурного марша, сотни обнаженных голов, и Артем, который за последние пятнадцать лет не плакал, почувствовал, как подобралась к горлу судорога, и могучие плечи дрогнули.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Темскер шӗвӗр япалапа ҫапса ҫӗмӗрнӗ ӗнсине чӑрӑш тураттипе витсе хунӑ.

Разбитый чем-то острым затылок был закрыт веткой ели.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Электрик хӑй мӗн шухӑшланӑ, ҫавна каласа хучӗ: — Йӑла-хӑнӑхусем этеме мар, этем хӑй йӑла-хӑнӑхусене алӑра тытать. Унсӑрӑн эпир темскер патне те калаҫса ҫитме пултаратпӑр, — терӗ.

Он сказал то, что думал: — Человек управляет привычкой, а не наоборот. Иначе до чего же мы договоримся?

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Тӑхӑрҫӗр вунҫиччӗмӗш ҫулта кунта та темскер начар япала пулнӑ пулас, мӗншӗн тесен кун пек тӗттӗм кӗтесре те ҫамрӑксем раввина питех хисеп тумаҫҫӗ.

Что-то, видно, очень плохое случилось в девятьсот семнадцатом году, раз даже здесь, в таком захолустье, молодежь смотрит на раввина без должного уважения.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех