Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пурнӑҫра (тĕпĕ: пурнӑҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хамӑн ватӑ пурнӑҫра эпӗ, вӗсенчен ниепле паккӑҫ та кӗтместӗп, анчах ҫамрӑк хӗрарӑмсемпе хӗрсем ҫине пӑхма та пултараймастӑп!

От них никакой пакости я не жду в моей престарелой жизни, а вот молодых бабенок и девок я даже вовсе зрить не могу!

XXIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Эсӗ лар, ӑслӑ сӑмахсене лӑпкӑн итле, астуса юл вӗсене, пурнӑҫра кирлӗ пулаҫҫӗ вӗсем сана.

Ты сиди и спокойночко слушай умные речи, запоминай их, они тебе в жизни сгодятся.

XXII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Унтан чӗмсӗртерех ҫынна хам пурнӑҫра курман та эпӗ!

Сурьезнее его человека я в жизни не видывал!

XXII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Пӗрмай, хамӑн пӗтӗм пурнӑҫра эпӗ ырӑ ҫынсене тӗрӗссине ҫеҫ куҫран калатӑп, Кондратушка, ҫавна пула ӗнтӗ ҫак тӗнчере эпӗ хӑш-пӗрисемшӗн юрӑхсӑр алимент.

— Напролет, как есть, всю свою жизню я одну правду-матку в глаза добрым людям режу, через это самое, Кондратушка, я кое-кому и есть на этом свете неугодный алимент.

XXII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Пирӗн пурнӑҫра ҫапла та пулса тухать вӗт-ха: ҫыннӑн мар, кайӑкӑн кӗске вӑхӑтлӑх кӑна телейӗ те чун-чӗрине суран тивнӗ хӑш-пӗр этеме пӗртте ӑмсантармасть, йывӑр аса илӳсемпе хурлантарса асаплантарать ҫеҫ…

Бывает же в нашей жизни и так, что не только людское, но и короткое птичье счастье вызывает у иного человека с пораненной душой не зависть, не снисходительную усмешку, а тяжкие, исполненные неизбывной горечи и муки воспоминания…

XXI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Хам пурнӑҫра эпӗ никампа та алла-алӑн тытӑнса утман, станицӑра ҫамрӑксем унашкал ҫӳренине вара час-часах курнӑ: е каччи хӗрӗн аллинчен туртать, е хӗрӗ каччине.

В жизни я ни с кем под ручку не ходил, а в станице часто видал, как молодые таким манером ходят: то он ее под руку тянет, то она его.

XIX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Тислӗк ҫинчи нӑрӑсем пек пӗрмай ҫӗр ҫинче чаваланатӑр пулсан, пурнӑҫра мӗн пӗлетӗр-ха эсир?

— И что вы понимаете в жизни, ежли вы, как жуки в навозе, все время копаетесь в земле?

XIX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Камӑн мими ҫӑрараххи халлӗхе паллӑ мар-ха: санӑн-и е манӑн-и. Сан шутпа пурнӑҫра чи кирли мӗн вӑл?

— Пока неизвестно, у кого мозга круче замешена: у тебя или у меня. А по-твоему, что есть главное в жизни?

XIX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Пурнӑҫра чи кирлине эпӗ тӗпӗ-йӗрӗпе пӗлетӗп…

Уж я-то до тонкостев знаю, что есть главное в жизни…

XIX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Мӑшкӑл ҫеҫ ку, пурнӑҫ мар: тӗлӗкре, пӑх-ха эсӗ, лапшана епле чаплаттаратӑн, ҫисе тӑрана пӗлместӗн, чӑн пурнӑҫра вара — карчӑк ҫӑкӑр туранӑ квас ҫитерет, ҫӗр ҫӑттӑрччӗ ӑна, ҫав ылханлӑ ҫӑкӑр туранӑ кваса!»

Одна надсмешка, а не жизня: во сне, изволь радоваться, такую лапшу наворачиваешь, что ешь не уешься, а въяве — старуха тюрю тебе под нос сует, будь она трижды, анафема, проклята, эта тюря!»

XVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ҫӑрттан мучи куҫне шухӑшлӑн хӗссе илчӗ те сасӑпах: — Ҫакнашкал йӗркесӗр пурнӑҫра ҫылӑхсӑр пурӑнма та ҫук ҫав! Пӗтӗмпех ҫӗнӗлле, ташӑ ӑсти авкаланнӑ пек ним ӑнланмалла мар пулса пырать… — терӗ.

Дед Щукарь задумчиво сощурился и уже вслух проговорил: — Грехи наши тяжкие с такой неустроенной жизней! Все идет по-новому да все с какой-то непонятиной, с вывертами, как у хорошего плясуна…

XVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ҫакӑн пек ӗҫ пурнӑҫра пӗрре ҫеҫ пулать тесе калатӑп вӗт-ха.

Говорю же, что такое событие один раз в жизни бывает.

XIV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ку, манӑн савнӑ тусӑм, ҫамрӑклӑх пек: пурнӑҫра пӗр хут…

Это, милый мой, как молодость: раз в жизни…

XIV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Кун пекки, тӑванӑм, пурнӑҫра пӗр хут ҫеҫ пулать.

Такое, браток, в жизни один раз бывает.

XIV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Тем ун пеккине эпӗ тӗлӗкре те курман, пурнӑҫра та тӗл пулман…

Что-то я таких за свою жизнь и во сне не повидал, и наяву не встречал…

IX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ман пурнӑҫра эсир ӑсланнӑ пулӑттӑр-ши?»

Поумнели бы вы от такой жизни, как моя?»

V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Амӑшӗ, пар-ха мана хӑвӑн аллуна, ку пурнӑҫра вӑл нумай ӗҫленӗ…»

Мать, дай мне рученьку твою, она в этой жизни много поработала…»

V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

«Эп вӗт, амӑшӗ, пурнӑҫра нихҫан та ҫуран ҫӳремен.

«Я же, мать, сроду в жизни шагом не ездил.

V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Ҫук, чӑнах, Иван пичче, лашасемпе эсӗ пурнӑҫра ялан уттипе ҫӳретӗн-и? — ыйтрӗ Давыдов.

— Нет, всерьез, дядя Иван, так всю жизнь ты шагом и ездишь на лошадях?

V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ҫав пуҫтах автан унӑн пӗтӗм пуҫне ҫавӑрчӗ, ҫилленсе хӑй ҫапла шутларӗ: ҫак автан пурнӑҫра, хӑйӗн хуҫи пекех, ниме тӑман шӑрчӑк ӗнтӗ.

Мысли его вертелись возле нахального петуха, и он со злостью думал, что петух этот в жизни, без сомнения, такой же пустой и вздорный, как и сам его хозяин.

IV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех