Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫыхнӑ (тĕпĕ: ҫых) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кашнин хӑйӗн япали: ювелир капӑрлӑхӗсем, ҫыхнӑ тумтир, тӑм савӑт-сапа тата ытти те.

Куҫарса пулӑш

Юлия Райнвайн: «закон маншӑн усӑллӑ пулчӗ» // Ирина Трифонова. «Сувар», 2019.05.30

Аллисене каялла ҫыхнӑ унне.

Куҫарса пулӑш

Лаох // Василий Алентей. Василий Алентей. Лаох. Хырсем ӗмӗрех ем-ешӗл. Повестьсем. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970

Ял халӑхӗн ҫыхнӑ тата тӗрленӗ илемлӗ алӑ ӗҫӗсемпе паллашма май пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрле юрласа савӑнни аван // Н.ЕРШОВА. Каҫал Ен, 2019.02.26

Чӗн пиҫиххипе пилӗкне туртса ҫыхнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ял пурнӑҫне кӑмӑллакан Типшӗм Андрей // Луиза Васильева. «Тантӑш», 2017.02.02, 4(4521)№

Шӑтӑклӑ пысӑк тутӑрсене, пушмак евӗр капӑрлатса ҫыхнӑ нускисене вара час-часах юлташсемпе тӑвансене парнелетӗп.

Куҫарса пулӑш

«Дояркӑсем ҫывӑрмаҫҫӗ, ирех юрлаҫҫӗ» // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2015.10.07, 196№

Ялан алӗҫ тунӑ: алса-чӑлха ҫыхнӑ, чӗнтӗр йӗппипе тӗрлӗ илемлӗ япала ӑсталанӑ.

Куҫарса пулӑш

Йӗппи ӑҫта — ҫиппи ҫавӑнта // Зинаида СОЛОВЬЕВА. «Хыпар», 2016.09.30, 154-155№

Шурӑ халат тӑхӑннӑ, пуҫӗсене ҫав тӗслех тутӑр ҫыхнӑ сестрасемпе нянькӑсем ун умӗнчен каймаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

…Шурӑ тутӑр ҫыхнӑ ҫӗмӗртсем шывалла усӑнса лараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Тӑватӑ кӗтессинчен кантрасем ҫыхнӑ.

С четырёх углов завязал верёвку.

Ӗмӗт // Лаврентий Данилов. «Канаш», 21(1370)№, 2016.05.27

Ытти кружоксем хатӗрленӗ ӳкерчӗксене, ҫыхнӑ, тӗрленӗ, йывӑҫран касса тунӑ япаласене выставкӑсенче кӑтартаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Воспитани центрӗн ертӳҫи // Сувар. «Сувар», 26(704)№, 2007.06.29

Элекҫей, тимӗр кравать ҫинче паҫӑр таксие чарнӑ хӗре аллисене тата хӑрах урине ҫыхнӑ, ҫӑварне пӑкӑланӑскере курсан, пӗтӗм кӗлеткипе туркалашрӗ.

Алексей, увидев на железной кровати девушку, которая сидела в такси, связанной на обе руки и на одну ногу, с кляпом во рту, начал сопротивляться из-за всех сил.

Аманнӑ чӗресем // Сувар. «Сувар», 22(700)№, 2007.06.01

Кӗтерин шкапран тин кӑна кӑларса пуҫа ҫыхнӑ вӗр ҫӗнӗ тутӑра хӑрӑмлӑ кӑмакана ывӑтрӗ.

Катерина сдернула с меня совершенно новый платок, которую я только что из шкафа взяла и завязала на голову, и выбросила в прокопченную печь.

Ӗҫсе-ҫиме банкран кивҫен илеҫҫӗ // ЧАН Тарукӗ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.26, 20 (6113) №

Лару-тӑру кӑшт лӑплансан хамӑрӑн икӗ салтак пырса унӑн суранӗсене ҫыхнӑ, хӑйсем малалла кайнӑ.

Когда ситуация чуть успокоилась, наши два солдата подбежали и перевязали его раны, сами ушли дальше.

Аркадий Петров: Ҫара юрӑхсӑррине ҫирӗплетсен те вӑрҫа кайрӑм // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.05.06, 69№

Симон Петр, «ку — Ҫӳлхуҫа» тенине илтсен, тумтирне пилӗкӗ тавра ҫыхнӑ та (вӑл ун чухне ҫарамас пулнӑ) тинӗсе сикнӗ.

Симон же Петр, услышав, что это Господь, опоясался одеждою, - ибо он был наг, - и бросился в море.

Ин 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

12. Вара салтаксем, пинпӳсем тата иудейсен тарҫисем Иисуса тытса ҫыхнӑ.

12. Тогда воины и тысяченачальник и служители Иудейские взяли Иисуса и связали Его.

Ин 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

2. Каҫхи апат вӑхӑтӗнче, — шуйттан ӗнтӗ Симон ывӑлӗн Иуда Искариотӑн чӗрине Иисуса сутас шухӑш кӗртнӗ, — 3. Иисус, Ашшӗ пӗтӗмпех Хӑй аллине панине пӗлсе тата Хӑй Турӑ патӗнчен аннине, Турӑ патне каяссине пӗлсе, 4. апат тунӑ ҫӗртен тӑнӑ та, ҫиелти тумтирне хывса, алшӑлли илсе, ӑна пилӗкне ҫыхнӑ; 5. унтан ҫӑвӑнмалли савӑта шыв янӑ та, вӗренекенӗсенӗн урисене ҫуса, пилӗкне ҫыхнӑ алшӑллипе шӑла пуҫланӑ.

2. И во время вечери, когда диавол уже вложил в сердце Иуде Симонову Искариоту предать Его, 3. Иисус, зная, что Отец все отдал в руки Его, и что Он от Бога исшел и к Богу отходит, 4. встал с вечери, снял с Себя верхнюю одежду и, взяв полотенце, препоясался; 5. потом влил воды в умывальницу и начал умывать ноги ученикам и отирать полотенцем, которым был препоясан.

Ин 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

6. Турӑ Ҫуртӗнчен ҫичӗ асап тытса тӑракан ҫичӗ ангел тухрӗ; вӗсем тап-таса, ҫап-ҫутӑ тумтир тӑхӑннӑ, кӑкӑрӗ ҫинчен ылтӑн пиҫиххи ҫыхнӑ.

6. И вышли из храма семь Ангелов, имеющие семь язв, облеченные в чистую и светлую льняную одежду и опоясанные по персям золотыми поясами.

Ӳлӗм 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

35. Пилӗкӗр сирӗн ҫыхнӑ пултӑр, ҫутаткӑҫӑр ҫунса тӑтӑр; 36. эсир, хуҫи туйран таврӑнассине кӗтсе, вӑл килсе шаккасанах уҫмашкӑн хатӗр тӑракан ҫынсем пек пулӑр.

35. Да будут чресла ваши препоясаны и светильники горящи. 36. И вы будьте подобны людям, ожидающим возвращения господина своего с брака, дабы, когда придет и постучит, тотчас отворить ему.

Лк 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

33. Ҫав ҫулпах пӗр Самари ҫынни иртсе пынӑ, суранланнӑ ҫын тӗлне ҫитсессӗн, ӑна курсассӑн, вӑл ӑна хӗрхеннӗ; 34. вара ун патне пырса суранӗсене эрехпе ҫу сӗрсе ҫыхнӑ та ӑна хӑй ашакӗ ҫине лартса хӑна килне илсе ҫитернӗ; унта та тӑрӑшнӑ уншӑн; 35. тепӗр кунне, унтан кайнӑ чухне, вӑл хӑна килӗ хуҫине икӗ динари кӑларса панӑ та: «тӑрӑш-ха уншӑн; ку укҫаран ытла пӗтерсен, эпӗ каялла таврӑннӑ чухне сана тата тӳлӗп» тенӗ.

33. Самарянин же некто, проезжая, нашел на него и, увидев его, сжалился 34. и, подойдя, перевязал ему раны, возливая масло и вино; и, посадив его на своего осла, привез его в гостиницу и позаботился о нем; 35. а на другой день, отъезжая, вынул два динария, дал содержателю гостиницы и сказал ему: позаботься о нем; и если издержишь что более, я, когда возвращусь, отдам тебе.

Лк 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

1. Тул ҫутӑлсанах аслӑ священниксемпе халӑх пуҫлӑхӗсем пурте Иисуса вӗлерттерес тесе канаш тунӑ; 2. вара Ӑна ҫыхнӑ та Понтий Пилат пуҫлӑх патне илсе кайнӑ.

1. Когда же настало утро, все первосвященники и старейшины народа имели совещание об Иисусе, чтобы предать Его смерти; 2. и, связав Его, отвели и предали Его Понтию Пилату, правителю.

Мф 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех