Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

япалана (тĕпĕ: япала) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хусӑкне ывӑтса ячӗ те Чэнь хытӑ япалана васкаварлӑн хыпашласа тупрӗ.

Поспешно отбросил заступ и принялся ощупывать.

Йӑлтӑр ҫутӑ // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 67–76 стр.

Ҫав самантра хусӑк ҫивӗччӗшӗ темле хытӑ япалана пырса перӗнчӗ.

Вдруг он наткнулся на что-то твердое.

Йӑлтӑр ҫутӑ // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 67–76 стр.

Каҫхине Ҫӑрттан мучи пӗр лав утӑ тиесе килсен ӑйӑрӗсене шӑварма шутланӑ, вара вӑл шыв ӑсма тӑнӑ та витре темле ҫемҫе япалана пырса лекнине туйнӑ.

Вечером дед Щукарь вернулся с возом сена, захотел напоить своих жеребцов и, пытаясь зачерпнуть воды, почувствовал, что ведро ткнулось во что-то мягкое.

XXVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Мӗнле те пулсан ҫавнашкал тӗрлӗ япалана вулама пуҫласан, авӑ мӗнле пулса тӑратӑп эпӗ!

Вот я какой бываю, когда разойдусь на разное и тому подобное чтение!

XXII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Тӗрӗссипе каласан, бригадӑра мӗншӗн ним яман пӑтӑ ҫимелле-ха е мӗнле те пулин пули-пулми япалана тытасшӑн хурана кашӑкпа пӑтратмалла?

А почему, собственно говоря, в бригаде обязательно должны есть пустую кашу или какую-нибудь паршивую затирку ложками по котлу гонять?

XVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Кун пек илемлӗ япалана курман та-ха вӑл.

Ничего равного по красоте он еще не видел.

XVII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Давыдов ҫак япалана тӳсме пултараймасть!

Вот чего не переносил Давыдов!

XVII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Тахҫан ӗлӗк шкула юратни, тахҫан иртнӗ ача чухнехи ҫулсене самантлӑха аса илни ӑна пур япалана та мантарса ячӗ, салхулатрӗ.

Что-то от давнего уважения к школе, некое сладостное волнение, навеянное мгновенным воспоминанием о далеких годах детства, пробудилось в его душе в эти минуты…

XVII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ара, нумайӑшӗ ҫапла тӑваҫҫӗ вӗт-ха: мӗн ҫинчен те пулин шухӑшланӑ чух куҫ умне пулнӑ пӗр-пӗр япалана ҫавӑркалаҫҫӗ, лутӑркаҫҫӗ…

Многим свойственна эта необъяснимая потребность в минуты раздумья вертеть или теребить в руках какой-нибудь первый попавшийся на глаза предмет…

X сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Мӗнле ӑс-пуҫпа ҫак япалана тума пултартӑр-ха вӑл?

Да с какого же это пятерика он на такое дело пойдет?

IX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Тахҫан иртсе кайнӑ япалана аса илчӗ те йӑл кулчӗ; ҫавӑнтах вара ҫапла шухӑшларӗ: «Ҫук, мана ку «тӑшман», Варюха, патне ҫывхарма юрамасть.

Вспомнил и улыбнулся далекому прошлому и тотчас подумал: «Нет, мне с этим «противником», Варюхой, «идти на сближение» не годится.

IX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Эпӗ мӗнле кирлӗ, ҫапла тӑвӑп, эпир пурте мӗнле кирлӗ, ҫапла тума тӑрӑшӑпӑр; эпӗ нумай япалана ҫӗнӗрен пӑхса тухӑп, мана шухӑшлама ҫитет халӗ…

Я буду делать так, как надо, все мы будем стараться и делать так, как надо; я кое-что многое пересмотрю, мне хватит теперь подумать…

VIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Пӗтерессе вара пӑшӑлтатса каласа пӗтерчӗ: — Неушлӗ ҫак питӗ ансат япалана та ӑнланса илейместӗн ӗнтӗ, Ҫемен?

А закончил уже шепотом: — Неужели даже такая простая истина до тебя не доходит, Семен?

VIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Чи кирли тата ҫакӑ: эсӗ ҫав путсӗр хӗрарӑмпа, ҫитменнине тата нумай пулмасть кӑна юлташун арамӗ пулнӑскерпе, явӑҫса кайни, ман шутпа, пур япалана та кансӗрлет.

И главное, твое дурацкое увлечение негодной бабенкой, да еще недавней женой товарища, на мой взгляд, мешает всему!

VIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Анчах часрах пӗтер эс ҫак усӑсӑр япалана, хаклӑ Ҫемен!

Только кончай волынку поскорее, дорогой Семен!

VIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ӑнсӑртран сиксе тухнӑ ухмахла япалана пула унӑн сухаланӑ пусӑ тавра ҫаврӑнса ҫӳресси те виҫӗ ҫухрӑм таран ун тӑрӑх такӑна-такӑна утасси килместчех ӗнтӗ.

Ему вовсе не улыбалась перспектива обходить пахоту либо три километра спотыкаться по пашне, и все это из-за какой-то нелепой случайности.

VII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Калӑпӑр, эпир иксӗмӗр тинӗсӗн вӗт чулне пысӑк миххе чӑп-тулли пуличчен тултаратпӑр та унта пурӗ те пӗртен-пӗр хаклӑ сапфир пӑрахатпӑр, михӗрен ҫак чула нумай хутчен кӑларсан, эсӗ хӑҫан та пулин ҫав хаклӑ япалана пурпӗрех тупатӑн, — ку та ӗнтӗ ҫакӑн пекех тӗрӗс.

Это так же верно, как и то, что если мы с тобою наполним большой мешок доверху морским гравием и бросим в него всего лишь один драгоценный сапфир, то, вытаскивая много раз из мешка, ты все-таки рано или поздно извлечешь и драгоценность.

XII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

— Сухалама тытӑнсан, хӑвах курӑн унта, вӑкӑрусене йывӑртарах килет пулсан, ак ҫак япалана пӗрре ҫурӑ хута яхӑн пӑрса хытар.

— Тронемся пахать, и ты будешь видать: ежели быкам будет тяжко, то подкрутишь оборота на полтора вот эту штуку.

36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ку япалана тӗпренех пӗтерсе хурас пулать!

Надо в корне пресечь это дело!

36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

… Щукарь, ҫак ҫӗнӗ япалана курнипе тӗлӗнсе хытсах кайнӑскер, кӗсрине урӑх чарса тӑмасть, хӑй епле пӗлнӗ пек утма ирӗк парать те акӑ мӗн курать: унӑн кӗсри пынӑ ҫӗртех пӗр ҫаврӑм туса илет те тепӗр ҫаврӑм тума тытӑнать, ҫапла вара тӑршшипех куҫа курӑнман ҫаврӑмсем тӑва-тӑва пырать.

Щукарь, потрясенный новым открытием, предоставил ей полную свободу и увидел: кобылка его, завершив круг, начинала новый — и так безостановочно, по невидимой спирали.

31-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех