Шырав
Шырав ĕçĕ:
Макар унӑн арӑмӗпе калаҫрӗ, сӑмах майӑн тенӗ пек, мӗншӗн ҫум ҫумлама кайман тесе ыйтрӗ, хӑй кил карти тӑрӑх мӑнаҫлӑн ҫӳрекен автана шӑтарас пек пӑхрӗ.
IV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Половцев пурне те алӑ тытсах сывлӑх сунса ҫаврӑнчӗ, унтан пӗринпе кантӑк умне кайса тӑчӗ те пилӗк минут хушши пӑшӑлтатса темскер калаҫрӗ.
27-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Ирхине Половцев мухмӑрлӑ Лятьевскипе чылайччен калаҫрӗ.
27-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Половцев вӑл кун нихҫанхинчен те савӑнӑҫлӑ пулчӗ, Яков Лукичпа та кӑмӑллӑ калаҫрӗ.Половцев в этот день был необычно весел, любезен даже с Яковом Лукичом.
23-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Вӑл, хӑлхи илтсех кайман пирки, хыттӑн, пыр тӗпӗнчен илтерсе калаҫрӗ.
21-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Вӑл пусас ҫук, — ӗнентерсе калаҫрӗ Нагульнов Щукарь килхушшине пырса кӗнӗ май.Этот не зарежет, — уверял Нагульнов, входя на щукаревский баз.
17-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Хопровпа унӑн арӑмӗн виллисене тупнӑ ирхине вӑл Нагульновпа тата Разметновпа чылайччен калаҫрӗ.
13-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Вӑл хуллен, майӗпен, кашни сӑмахне шухӑшласа илсе калаҫрӗ.
12-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Анчах тепӗр кунне, килӗрен-киле ҫӳресе, колхоза хирӗҫ тӑракан вӑтам хресченсене Половцев укҫипе ӗҫтере-ӗҫтере, пачах урӑхла калаҫрӗ:
12-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Манӑн чӗркуҫҫи айӗсем кӗҫӗтме пуҫларӗҫ! — хӗрӳлленсех калаҫрӗ ҫакӑ, куҫӗсене йӗкӗлтевлӗ вылятса тата Нагульнов лашине хӑй кӗсрин ӑмӑрӗпе хӗссе пырса.
6-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Епле аван, уҫӑскер, — килчӗ, ларчӗ, калаҫрӗ.
Ҫирӗм улттӑпа пӗрре // Петӗр Хусанкай. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 119–131 стр.
— Пенсие тухасси вунӑ ҫулран та катӑлчӗ тетӗн ху, — калаҫрӗ Томна Матвеевна.Вот и сейчас прицепилась к Мефодию Ивановичу: — Ты говорил, что тебе до пенсии лет десять осталось.
Ванчӑк чӳрече // Денис Гордеев. «Халӑх шкулӗ – Народная школа» №5/2019 стр. 56-60
— Ҫывӑрттармарӗҫ кӗҫӗр, — упӑшки ҫине пӑхмасӑр калаҫрӗ вӑл.— Не дали поспать, — не взглянув на супруга, произнесла она.
Ванчӑк чӳрече // Денис Гордеев. «Халӑх шкулӗ – Народная школа» №5/2019 стр. 56-60
Калавӗн вӗҫне ҫитеспе вӑл сассине ҫӗклентерсе, такама хӑратас пек калаҫрӗ, ҫапах та ҫав хушӑрах, шикленсе пупленӗ чухнехи пек, хӑюсӑр тухакан сасӑсем те илтӗнчӗҫ.
I сыпӑк // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 50–69 стр.
Малтан вӑл кӑшт куларах кӑна калаҫрӗ, анчах каярахпа, хӑйпе калаҫакана хирӗҫ тавӑрса пынӑҫемӗн, хӑй тахҫанах ял пурнӑҫӗнчен писнӗскер, ӑна маннӑскер, халӗ, хресчен пурнӑҫӗн хаваслӑхӗсене аса илтерсе пынӑ май, — хӑй те ял пурнӑҫӗ ҫинчен шухӑшласа йӑпанса кайрӗ.
II сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.
Унтан Аслӑ урам ачисемпе пӑшӑлтатса калаҫрӗ, вӗсем Петькӑна хӑйсем патне чӗнсе илчӗҫ.Потом пошептался с мальчишками Большого конца, и они отозвали Петьку в сторону.
29-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
— Тупӑнчӗ ӗнтӗ иксӗмӗре валли чӑрмав! — пӳлӗм тӑрӑх уткаласа калаҫрӗ Андрей.— Вот далась нам с тобой забота! — рассуждал Андрей, ходя взад и вперед по комнате.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Светри хӗвӗшӳ ӑна кӑшт ҫеҫ сӗртӗнчӗ, вӑл вара, унти мӗнле те пулин йывӑр, ют япаласене манас тесе, каллех хӑй кӗтесне васкарӗ, каллех килти пурнӑҫӑн вак-тӗвек чӑрмавӗсемпе аппаланчӗ, кунӗ-кунӗпе ачасен пӳлӗмӗнчен тухмарӗ, ачасемшӗн амӑшӗ те, няня та пулчӗ е Андрейпе пӗрле тимлесе вуларӗ, «ӑслӑ тата кичем» япаласем ҫинчен калаҫрӗ, иккӗшӗ поэтсене вуларӗҫ, Италие каясси ҫинчен калаҫкаларӗҫ.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Штольц сӗтел хушшинче сахал калаҫрӗ; анчах нумай ҫирӗ: чӑнах та, вӑл выҫнӑ пулмалла.Штольц за столом говорил мало, но ел много: видно, что он в самом деле был голоден.
II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956