Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӑлхасӑр сăмах пирĕн базăра пур.
хӑлхасӑр (тĕпĕ: хӑлхасӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пантелей лавпа юнашарах утать, ҫӳллӗ тӑрӑллӑ шӗлепкипе хулпуҫҫине вӑл чӑптапа витнӗ; аслатие пула хӑлхасӑр юлнӑ пек тата ҫиҫӗме пула суккӑрланнӑ евӗр, хӑрани те, канӑҫсӑрланни те сисӗнмест унӑн.

Пантелей шагал около воза, его высокая шляпа и плечи были покрыты небольшой рогожей; фигура не выражала ни страха, ни беспокойства, как будто он оглох от грома и ослеп от молнии.

VII // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.

Е вӗсем хӑлхасӑр та суккӑр-и, таврара мӗн пулса иртнине курмаҫҫӗ-и?

Или они глухи и слепы и не видят, что творится вокруг?

XXX. Стрем айлӑмӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Кунта улӑм пӗрчи кӑна тӗлкӗшет, Панагюриште таврашӗнче вара утӑ капанӗсем ҫунаҫҫӗ, анчах пирӗн правительство хӑлхасӑр та мар, суккӑр та мар…

— Здесь только соломинка тлеет, а вокруг Панагюриште горят целые стога, однако правительство у нас не глухое и не слепое…

V. Сутни // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Суккӑрланнӑ-и вӗсем е хӑлхасӑр пулнӑ-и?

Ослепли они или оглохли?

III. Икӗ тӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Пулас пӑлхавӑн вӑрттӑнлӑхӗ тинех вӑрттӑн пулма чарӑнчӗ; ҫавна хӑлхасӑр ҫын та илтет.

Тайна предстоящего восстания перестала быть тайной; о нем и глухие слыхали.

III. Икӗ тӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Хӑлхасӑр ҫын та ҫав хыпара илтнӗ, пӗртен пӗр эс кӑна пӗлместӗн.

— И глухие об этом слышали, один ты не знаешь.

X. Хӗрарӑмсен мӑнастирӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Хӑлхасӑр Васька мӑшкӑлласа кулать:

А Васька глухой иржет:

XIX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Иккӗмӗш кунне эпӗ Васька ҫумне лартӑм та, алтупанне труба пек тытса, ун хӑлхинчен хыттӑн ҫапла: «Эсӗ мӗнле хӑлхасӑр пулнӑ, вӑрҫӑра-и е ача чухне чирлесе-и?» — тесе кӑшкӑратӑп.

На второй день подсел я к Ваське, сложил руки трубой и шумлю ему в самое ухо и во всю мочь: «Ты с чего глухой сделался, с войны или с золотухи в детских годах?»

XIX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ҫапла, ҫав хӑлхасӑр Васькӑ ҫинченех-ха.

Так вот, про этого Ваську глухого.

XIX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Хаклӑ ҫынсем, калатӑп сире: ҫав хӑлхасӑр Васькӑна кам ҫывӑх пӗлмест, ҫавӑ хӑй ӗмӗрӗнче вунӑ ҫул ытларах пурӑнать.

Скажу вам, добрые люди: кто этого Ваську глухого близко не знает, тот на своем веку лишних десять лет проживет.

XIX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Кӗтӗве хӑлхасӑр Василь Бабкин кӗтет.

Пасет табун глухой Василий Бабкин.

XIX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Эпӗ те хӑлхасӑр карчӑкӑм, вӑт ман пӗтӗм кил-йышӑм.

— Я да моя глухая старуха, вот и вся семья.

X сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ун чухне пирӗн Гремячире питӗ ватӑлса ҫитнӗ пӗр хӑлхасӑр мучи пурччӗ, Купырь тесе чӗнетчӗҫ ӑна.

Был у нас в Гремячем в энту пору глухой и ветхий дед по прозвищу Купырь.

31-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Анчах хӑлхасӑр старик малалла ишет те ишет, ҫӑмламас пуҫне силлет.

Но упрямый глухой старик продолжал грести от берега, решительно мотая кудлатой головой.

5 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех