Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

упӑшку (тĕпĕ: упӑшка) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хулӑм хут татки ҫине ҫапла ҫырса хуна мӗн: «Ирина эп сана шеллетӗп, хӑвӑн упӑшку хыҫҫӑн шӑппӑн тата ӑсупа сыхла, вӑл сан улталат эсӗ мӗншӗн вӑл Родниковскине час та час каять шутлатӑн унта унӑн савни пур вӑл пӗтӗмпех вӗренӗ партейнӑй тата агроном усем санран эсэ ухмах хӗрарӑм тесе кулаҫе, сан упӑшку чие тават усем ӗҫри йулташсем пек курӑнма хӑтланаҫ эсэ усем хыҫӑн шӑп пулса сӑна вара пурне те ху куратӑн».

На клочке плотной бумаги было написано: «Ирина жалко мине тебя тихо и умно прозследи засвоим муженьком он тебя обманывает ты думаеш чиво он такое часто ездить в Родниковскую там у нево есть уфажорка она вся ученая партиейная и агрономша они смеются над тобой что ты баба дура муж твой делает все очен хитро все как будто они товарищи поработе наблюдай за ними тихо и ты все увидеш сама».

XXII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Кун хыҫҫӑн А-шунь пушшех тунсӑхлама пуҫларӗ, ашшӗнчен ыйтма вӑтаннӑ курӑнать, хӑй яланах макӑратчӗ; Чжан-фу: ан кулян, хӗрӗм, пулас упӑшку — йӗркеллӗ, ӗҫлекен ҫын, тесе лӑплантарма тӑрӑшатчӗ те вӑл пурпӗрех ӗненместчӗ: — «Юрать-ха вилетӗп, халӗ маншӑн пурте пӗрех», — тетчӗ.

С этого-то времени на нее и нашла тоска: она все время плакала, жениха стыдилась; когда же отец, узнав об этом, стал его хвалить — какой он, мол, работящий, было уже поздно, она не поверила и все твердила: «Теперь мне уже все равно. Хорошо, что я умру».

Хупахра // Аркадий Малов. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 76–92 стр.

Чжан Гэн вара киревсӗррӗн кулнӑ та: «Хӑвна ху ытлашши мӑнна ан хур, пулас упӑшку ак манран та тасарах!» — тенӗ.

Тогда Чжан Гэн зло над ней подшутил: «Не гордись, — сказал он, — твой будущий муженек еще почище меня!»

Хупахра // Аркадий Малов. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 76–92 стр.

Сирӗн упӑшку маттур, аван коммунист, теҫҫӗ.

У вас муж молодец, хороший коммунист, говорят.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

— Эхер те эпӗ сан упӑшку тӑвас тенине пӗтӗмпех тӑватӑп е унран та иртсе каятӑп пулсассӑн?

— Если я достигну того же, чего хочет твой муж, или еще большего?

XIV // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Эпӗ сан упӑшку, эсӗ ман арӑм!..

Я твой муж, а ты моя жена!..

III. Икӗ тӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Мӗн каласшӑн мана упӑшку?

Что это мне рассказывает твой муженек?

III. Икӗ тӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Наташа, кай аҫу патне, упӑшку тӑрантараймасть, упӑшка пур ҫӗртех аҫу ҫӑкӑрне ҫиесси вӑл пурнӑҫ мар ӗнтӗ!

Наташа, ступай к отцу, муж не кормилец, а плохое житье от живого мужа на отцовских хлебах!

XXI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Упӑшку пулӑшать-и?

Муж-то будет помогать?

XXIV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Упӑшку ӑҫта та пулин кайса килчӗ-и, ҫук-и?

— Ходил муж куда или нет?

12-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Упӑшку, каҫхине киле килнӗ хыҫҫӑн, Совета е ӑҫта та пулин урӑх ҫӗре кайса килмерӗ-и?

— Муж после того, как пришел с вечера, ходил в Совет или еще куда-нибудь?

12-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Ну, калӑпӑр, сан упӑшку хуларан пулать? — кӑшт кулкаласа ыйтрӑм эпӗ.

— Ну, а если твой муж будет из города? — спросил я с легкой улыбкой.

VI сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.

Упӑшку вӑл — тетӗп эпӗ.

Я говорю — муж.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Унтан Марья Ивановна патне ҫывхарса: — Кала-ха, кӑвакарчӑнӑм, мӗншӗн сана упӑшку асаплантарать?

— Потом, подошед к Марье Ивановне: — Скажи мне, голубушка, за что твой муж тебя наказывает?

Вуниккӗмӗш сыпӑк. Тӑлӑх // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Упӑшку ӗҫсе килчӗ тейӗпӗр, пӗрре ҫеҫ тӑсса парӑн — эрех кӑна мар, чей те ӗҫме пӑрахӗ…

Допустим, пришёл твой муж пьяный, а ты его хрясь по спине коромыслом – он не то что водку, чай перестанет пить без твоего разрешения.

Улттӑмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив

«Мӗнле йӑла вӑл хӗвел тухиччен ҫывӑрасси? Кам сан упӑшку валли ӗҫме-ҫиме хатӗрлӗ? Тӑр, юлхавланса ан вырт», – тетчӗ.

"Что за привычка спать до рассвета? Кто будет готовить для твоего мужа еду? Вставай, не лежи на боку", - говорил.

Ылтӑн кин // Сувар. «Сувар», 20(698)№, 2007.05.18

Иисус калать ӑна: «упӑшкам ҫук» тесе эсӗ тӗрӗс каларӑн; 18. санӑн пилӗк упӑшка пулнӑ, халӗ пӗрле пурӑнаканни упӑшку мар; эсӗ ҫакна тӗрӗс каларӑн, тет.

Иисус говорит ей: правду ты сказала, что у тебя нет мужа, 18. ибо у тебя было пять мужей, и тот, которого ныне имеешь, не муж тебе; это справедливо ты сказала.

Ин 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

17. Эппин, халӗ хулана упӑшку патне таврӑн, терӗм.

17. Итак возвратись в город к мужу твоему.

3 Езд 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

4. Ан хӑра — намӑса тӑрса юлмӑн; ан шиклен — мӑшкӑл курмӑн: яшлӑхунта намӑс тӳснине эсӗ манӑн, тӑлӑх арӑмӑн хурлӑ пурӑнӑҫне текех аса илмӗн: 5. санӑн упӑшку — хӑвна Пултараканӗ; Унӑн ячӗ — Саваоф Ҫӳлхуҫа; сана ҫӑлаканӗ — Израиль Святойӗ: пӗтӗм тӗнче Турри тесе калӗҫ Ӑна.

4. Не бойся, ибо не будешь постыжена; не смущайся, ибо не будешь в поругании: ты забудешь посрамление юности твоей и не будешь более вспоминать о бесславии вдовства твоего. 5. Ибо твой Творец есть супруг твой; Господь Саваоф - имя Его; и Искупитель твой - Святый Израилев: Богом всей земли назовется Он.

Ис 54 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Турӑ ҫынни ӑна аякранах асӑрханӑ, вара хӑйӗн тарҫине, Гиезие, каланӑ: ку — Сонам арӑмӗ. 26. Ӑна хирӗҫ чупса тухса ыйт-ха: «сывах-и эсӗ? упӑшку сывӑ-и? ывӑлу сывӑ-и?» те, тенӗ.

И когда увидел человек Божий ее издали, то сказал слуге своему Гиезию: это та Сонамитянка. 26. Побеги к ней навстречу и скажи ей: "здорова ли ты? здоров ли муж твой? здоров ли ребенок?"

4 Пат 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех