Шырав
Шырав ĕçĕ:
Хӑвна хуть те мӗн пулсан та, пурӗпӗр кил, эпӗ сана яланах кӗтетӗп, сывлӑху темле пулсан та… эпӗ сан ҫинчен нумай шухӑшлатӑп, ҫакӑнта «окопсем патне» киличчен сана час-часах тӗлӗкре кураттӑм, анчах кунта эпир хамӑрӑн нарсем патне аран ҫитсе ӳксе, тӳрех вилнӗ пек ҫывӑрса каятпӑр та, тӗлӗк те курмастпӑр.
4 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Анакан хӗвел ҫуттинче ылтӑн тӗслӗн курӑнакан тусан ҫӗре ӳксе лӑпчӑнчӗ.
2 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Кӗсри, ҫын ӳксе юлнине сиссен, тӑпах чарӑннӑ.Кобыла тотчас остановилась, как только почувствовала себя без седока.
Хресчен хӗрӗ — пике // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Ҫитменнине тата унӑн кӑмӑлне Тугилов улпутне Прилучина тимӗрҫин хӗрӗ умне ӳксе пуҫҫаптарас романтикла вӑрттӑн шухӑш вӗчӗрхентерсе тӑнӑ.
Хресчен хӗрӗ — пике // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Ялти хитре хӗрсемпе чӑрманса тӑма хӑнӑхманскер, вӑл ӑна ыталаса илме пӑхнӑ; анчах Лиза, унран сиксе ӳксе, ун ҫине ҫав тери ҫилленсе сиввӗн пӑхса илнӗ; Алексейшӗн ку ытла та кулӑшла пулнӑ пулин те, вӑл урӑхран ыталама хӑйман.
Хресчен хӗрӗ — пике // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
— Ҫаплах-и? — тенӗ тупӑкҫӑ, тем тӗрлӗ савӑнса ӳксе.
Тупӑкҫӑ // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Вӑл хӑй ун кӑмӑлне килнине тунма пултарайман; лешӗ те, ӑслӑскер, пурӑнӑҫа чылай пурӑнса курнӑскер, Мария Гавриловна ҫине уйрӑммӑнах шухӑшласа пӑхнине сисмесӗр тӑрайман: апла пулсан, епле-ха вӑл халиччен унӑн ури умне ӳксе, хӑй юратни ҫинчен ҫӑвар уҫса сӑмах тапратмасть?
Ҫил-тӑман // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Лаши ывӑна пуҫланӑ, хӑй ҫинчен те тар шыв пекех юхнӑ, час-часах вӑл пилӗк таран юр ӑшне кӗре-кӗре ӳксе пынӑ пулсан та, тарӗ юхма чарӑнман.
Ҫил-тӑман // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Вӑл вӗсемпе чи чӗрене пырса перӗнекен сӑмахсемпе сывпуллашнӑ, ашшӗ-амӑшӗ ирӗкӗнчен тухнине ытла хытӑ юратнӑ пирки пулчӗ тенӗ; юлашкинчен вӑл: малашнехи пурӑнӑҫра чи телейлӗ самант — вӑл манӑн хаклӑ атте-аннем мана хӑйсене ӳксе пуҫҫапма ирӗк панӑ кун пулӗ тесе шутлӑп, тесе пӗлтернӗ.
Ҫил-тӑман // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Владимир Николаевич хӑйӗн кашни ҫырӑвӗнчех ӑна хӑйӗн арӑмӗ пулма ӳкӗтленӗ, вӑл ӑна вӑрттӑн венчете тӑма, венчет хыҫҫӑн пӗр вӑхӑт пытанса пурӑнма, кайран вара ашшӗ-амӑшне ӳксе пуҫҫапма сӗннӗ; ун шучӗпе, ҫапла тунӑ хыҫҫӑн, ашшӗ-амӑшӗсен чӗрисем, юратакансем хӑйсен ӗҫне нимӗн пӑркаланмасӑр паттӑрӑн туса пынине кура тата вӗсен телейсӗрлӗхне кура, ҫемҫелмелле пек туйӑннӑ, «Ачамсем! Килӗр ӗнтӗ, эпӗр сире ыталаса пиллер», — тесе калас пек туйӑннӑ.
Ҫил-тӑман // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Арӑм ӑнсӑр пулса ӳксе юлчӗ; ман ҫынсем Силвиона чарма хӑймарӗҫ, ун ҫине хӑраса ҫеҫ пӑхса юлчӗҫ: вӑл крыльца ҫине тухса ямшӑкне чӗнчӗ те, эпӗ мӗн пулнине ӑнланса иличчен, ларса тухса кайрӗ.
II // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Вӑл ӳксе ҫурӑм шӑммине вилмеллех хуҫса пӑрахнӑ та, ӑна больницӑна илсе кайнӑ.Он разбился, и в тюремную больницу его привезли со смертельным повреждением позвоночника.
VIII сыпӑк // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Пӗррехинче вӑл нӳмаййӑн ларакан камерӑна кӗнӗ те заключеннӑйсенчен пӗрине ҫакнӑ; заключеннӑйӗ, чирлӗ ҫын пулнӑскер, урайне ӳксе асаплӑн тапкаланма тытӑннӑ; ыттисен пурин те ҫав чирлӗ ҫын лӑпланичченех унпа пӗр вӑхӑтра куклене-куклене лармалла пулнӑ.
Сметонс // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Самолётпа ӳксе ҫӗмӗрӗлнӗ хыҫҫӑн ку — пӗрремӗш савӑнӑҫлӑ ҫыру пулнӑ.Это было первое радостное его письмо со дня падения самолета.
13 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Анчах ватӑ протезиста, хӑй каланӑ тӑрӑх, революцичченех юланутпа ӑмӑртса чупнӑ чух ӳксе урине хуҫнӑ «пысӑк князь» валли протезсем тунӑ ҫынна, Мересьев ҫакӑн пек васкани килӗшмерӗ.
13 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Салтаксемпе хурахсем тытӑҫса ӳксе ҫапӑҫаҫҫӗ.
XIX сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Мӗскӗн хӗр, ун ури умне ӳксе, ӗсӗклесе йӗрсе ячӗ.
XVIII сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Часах ирхи хӗвел ҫутти ӳксе ӑна вӑратрӗ.
XVI сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
— Пӗтӗм чӗре вӑйне пухса, аҫунтан тархасласа ыйт, унӑн ури умне ӳксе йӑлӑн; пулас кунҫулу ҫав тери телейсӗр, тӳсме ҫук пуласса, ҫав сӳсленчӗк тата аскӑн старик ҫумӗнче чечен ҫамрӑклӑху шанса хӑрса ларасси ҫинчен кала.
XV сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Марья Кириловна, ҫав тери хыпӑнса ӳксе, хӑйне ашшӗ тухма ирӗк панипе усӑ курма васкарӗ.Марья Кириловна жадно воспользовалась позволением удалиться.
XIV сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949