Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: XVI сыпӑк

Пай: Дубровский –> Иккӗмӗш том

Автор: Никифор Ваҫанкка

Ҫӑлкуҫ: Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Хушнӑ: 2019.08.07 21:04

Пуплевӗш: 60; Сӑмах: 695

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Верейский князь хӗр ҫураҫни ҫинчен кӳршисем хушшинче те хыпар ҫӳренӗ ӗнтӗ. Кирила Петровича ку майпа палла-тӑрансем саламласа ырӑ суннӑ, туя хатӗрленнӗ. Маша хӑй килӗшни ҫинчен татӑклӑн калассине кунран куна хӑварса пынӑ, качча тухма килӗшни ҫинчен пӗлтермен. Ватӑ каччӑпа вӑл хӑйне сиввӗн, ютшӑнса тыткаланӑ. Князь хӑй енчен юрату ҫинчен сӑмахлас пирки шухӑшламан та. Хӗр чӗнмесӗр килӗшнипех вӑл кӑмӑллӑ пулнӑ.

Вӑхӑт шунӑҫем шунӑ. Юлашкинчен Маша ку ӗҫе ҫине тӑрсах сирсе яма шут тытнӑ. Вӑл Верейский патне ҫыру ҫырнӑ. Ку ҫырупа вӑл унӑн чӗринче хӗрхенӳллӗ туйӑм хускатма тӑрӑшнӑ, хӑйне шеллеме ыйтнӑ, хӑйӗн ӑна качча тухма пачах кӑмӑлӗ ҫукки ҫинчен уҫҫӑнах пӗлтернӗ, ун арӑмӗ пулмашкӑн ыйтассине пӑрахма тата князе хӑйнех хӗре ашшӗ ирӗкӗнчен хӑтарма йӑлӑннӑ. Ҫырӑвне вӑл Верейские вӑрттӑн тыттарнӑ. Лешӗ ӑна улах ҫӗрте пӗччен вуласа тухнӑ та, ҫураҫнӑ хӗрӗ ҫавӑн пек уҫҫӑн татса каланипе хӑнк та сикмен. Пачах урӑхла, вӑл туя васкатма кирлине туйнӑ, ҫавӑнпа ҫырӑва хӗрӗн ашшӗне — пулас хуннӗшне кӑтартма шутланӑ.

Кирила Петрович урса кайнӑ, князь ӑна ашшӗ ҫыру ҫинчен пӗлнине хӗре хӑйне систересрен аран-аран ӳкӗте кӗртсе чарнӑ. Кирила Петрович кун ҫинчен хӗре пӗлтерес маррипе килӗшнӗ, — анчах, вӑхӑта ирттерес мар, тепӗр куннех туй тӑвас, тесе пӗлтернӗ. Князь ку шухӑша ырланӑ, ҫавӑнтах ҫураҫнӑ хӗрӗ патне кайнӑ та, ҫыру хӑйне пысӑк хуйха яни ҫинчен, ҫавӑнпа пӗрлех пурӑна-киле хӑй унӑн кӑмӑлне тивеҫлӗ пулассине шанни ҫинчен каланӑ. Сансӑр юласси маншӑн ӗнтӗ ҫав тери йывӑр, ун пек пулни маншӑн вилӗмпе пӗрех, тенӗ».

Унтан вӑл хӗрӗн аллине чуптунӑ та, Кирила Петрович туй пирки мӗн калани ҫинчен шарламасӑрах, килне тухса кайнӑ.

Анчах, князь тухса кайнӑ-кайманах, ашшӗ хӗр пӳлӗмне кӗрет те ӑна тӳрех ыран туя кӗтсе илмешкӗн хатӗр тӑма хушать. Марья Кириловна, князь сӑмахӗсемпех хыпӑнса пӑлханнӑскер, вӗри куҫҫуль юхтарса, ашшӗ ури умне ӳкрӗ.

— Аттем, — терӗ вӑл йӑлӑнуллӑ мӗскӗн сасӑпа, — аттем, ан пӗтерӗр мана, эпӗ князе юратмастӑп, эпӗ унӑн арӑмӗ пуласшӑн мар…

— Ку тата мӗне пӗлтерет, — терӗ Кирила Петрович хаяррӑн, — ку таранччен эсӗ нимӗн те чӗнмерӗн, — килӗшнӗччӗ, халӗ, пӗтӗм ӗҫ татӑлнӑ хыҫҫӑн, кутӑнланма тытӑнтӑн, хирӗҫ пырасшӑн… Ан ухмахланнӑ пултӑр, манпа ун пек хӑтланса санӑн нимӗн те тухмасть.

— Ан пӗтерӗр мана, — терӗ татах мӗскӗн Маша — мӗншӗн мана хӑвӑр патӑртан хӑвалатӑр, мӗншӗн юратман ҫынна паратӑр. Йӑлӑхтартӑм-им эпӗ сире? Эпӗ ку таранчченхи пекех сирӗнпе юласшӑн. Аттем, сире мансӑр кичем пулать; эпӗ телейсӗрри ҫинчен шухӑшласан сире татах кичемрех пулӗ; атте, ирӗксӗр парса ан ярӑр мана, эпӗ качча тухасшӑн мар…

Кирила Петрович кӑмӑлӗ ҫемҫелчӗ, хӗрне шеллерӗ, анчах та хӑй кӑмӑлне вӑл пытарчӗ, хӗрне аяккалла тӗртсе, сиввӗн ҫапла каларӗ.

— Пӗтӗмпех суя вӑл, илтетне. Телейлӗ пулма сана мӗн кирлине эпӗ санран лайӑхрах пӗлетӗп. Сана куҫҫуль пулӑшас ҫук, ырантан тепӗр кунне туй пулать.

— Виҫмине, — тесе кӑшкӑрса ячӗ Маша, — турӑҫӑм! Ҫук, ҫук, ун пек пулмалла мар, ун пек пулма пултараймасть. Атте, итлӗр-ха, эсир мана пӗтересех тетӗр пулсан, эпӗ хӳтлӗх тупатӑп. Мана кам хӳтӗлессине эсир шутлама та пултараймастӑр, курӑр акӑ, сехрӗр хӑпса тухӗ мана ҫавӑн пек тӑвас патне ҫитернипе…

— Мӗн? Мӗн? — терӗ Троекуров, — хӑратасшӑн-и! Мана хӑратма-и?! Путсӗр хӗр! Эпӗ сана темӗн туса тӑкӑп, ху ӗмӗрне те шухӑшламаннине курӑн. Эсӗ хӳтлекен тупса мана хӑратасшӑн. Курӑпӑр-ха, кам пулӗ санӑн хӳтлевҫӳ?

— Владимир Дубровский, — терӗ хӗр ним тума аптӑранипе.

Кирила Петрович хӗр ухмаха ерчӗ пулӗ тесе шухӑшларӗ те, ун ҫине тӗлӗнсе пӑхрӗ.

— Юрать, — терӗ вӑл кӑштах тӑхтанӑ хыҫҫӑн — хӑвна ҫӑлма кирек кама кӗт те, халӗ лар-ха ҫак пӳлӗмре. Унтан эсӗ мӗн туй пуличченех тухаймӑн. — Ҫапла каларӗ те Кирила Петрович пӳлӗмрен тухрӗ, пӳлӗм алӑкне питӗрсе хӑварчӗ.

Нумай макӑрчӗ мӗскӗн хӗр хӑйне мӗн кӗтни ҫинчен шухӑшласа. Анчах та ӑшри шухӑшӗсене ашшӗне харсӑррӑн каласа пани унӑн чунне кӑштах ҫӑмӑллатрӗ, вӑл хӑйӗн шӑпи ҫинчен, хӑйӗн мӗн тумалли ҫинчен лӑпкӑраххӑн шухӑшлама пуҫларӗ. Уншӑн чи кирли вӑл: хӑй курас килми туйран хӑтӑласси; хӑйне кӗтсе тӑракан шӑпапа танаштарсассӑн, вӑрӑ-хурах арӑмӗ пуласси уншӑн рай пекех туйӑннӑ. Хӑйне Дубровский панӑ ҫӗрӗ ҫине пӑхса илчӗ вӑл. Дубровскине пӗр-пӗччен тӗл пулассишӗн ҫунма пуҫларӗ, татӑклӑ самант умӗн унпа курса канашласшӑн пулчӗ. Каҫпа садра, пӗчӗк беседка патӗнче, Дубровские тӗл пулассине вӑл шансах тӑнӑ, унта кайса, ӑна кӗтме шут тытнӑ. Тӗттӗмленнӗ. Маша сада тухма хатӗрленнӗ, анчах пӳлӗм алӑкне тул енчен питӗрсе илнӗ пулнӑ. Горничнӑйӗ алӑк витӗр Кирила Петрович ӑна пачах кӑларма хушманни ҫинчен пӗлтерчӗ. Ӑна арестленӗ иккен. Питӗ тарӑхнипе хӗр чӳрече патне вырнаҫрӗ те мӗн ҫӗрлечченех ҫывӑрмасӑр, кантӑкран кӑвак пӗлӗт ҫине пӑхса ларчӗ. Ир енне ҫеҫ вӑл кӑштах тӗлӗрсе кайрӗ, анчах унӑн ҫӑмӑл ыйхине салхуллӑ тӗлӗксем кансӗрлерӗҫ. Часах ирхи хӗвел ҫутти ӳксе ӑна вӑратрӗ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех