Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ыйтатӑп (тĕпĕ: ыйт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Паянах эпӗ Николай Антоныч патне каятӑп та ҫав ҫырусемпе докуменчӗсене кӑтартма ыйтатӑп.

Я сегодня же пойду к Николаю Антонычу и попрошу его показать мне эти документы и письма.

Ҫирӗм виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Эпӗ те санран чӑннипе ыйтатӑп: мӗншӗн шкулта мар эсӗ халӗ?

— Я тебя тоже серьезно спрашиваю, почему ты не в школе?

Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Ҫук, — терӗ вӑл тарӑхса, — эпӗ санран чӑннине ыйтатӑп.

— Нет, — сказал он с досадой, — Я тебя серьезно спрашиваю.

Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ сиртен ҫакна ыйтатӑп, — терӗм эпӗ хыттӑн, унтан Николай Антоныч еннелле ҫаврӑнтӑм, — хӳтӗлекенсем пулмасан, пирӗн шкулта ҫакӑн пек Ромашов пурӑнма пултаратчӗ-и?

Я вас спрашиваю, — сказал я громко и обернулся к Николаю Антонычу, — мог ли существовать в нашей школе такой Ромашов, если бы у него не было покровителей?

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ хамӑн мускулсене тыта-тыта пӑхатӑп та: «Сасартак йышӑнмасан?» тесе ыйтатӑп.

Я щупал свои мускулы и думал: «А вдруг не примут?»

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ хам ҫинчен мар ыйтатӑп…»

Я прошу не за себя…»

14 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

— Эсир, граждансем, ют вырӑна вырнаҫнӑ, — асӑрхаттарчӗ вӑл, — тӑма ыйтатӑп

— Вы, граждане, на чужих билетах расположились, — сказал он, — попрошу подняться…

11 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Анчах эп ыйтатӑп… хистетӗп.

Но я прошу… стараюсь.

10 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

— Ӑҫта ҫунать? — ыйтатӑп эпӗ.

— Где горит? — спрашиваю я.

9 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

— Мӗн пулчӗ? — тесе ыйтатӑп.

 — Что случилось?

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Ваше превосходительство, тӑван аттерен ыйтнӑ пекех ыйтатӑп; тархасшӑн ахаль ан хӑварӑрсам эпӗ ыйтнине.

— Ваше превосходительство, прибегаю к вам как к отцу родному; ради бога, не откажите мне в моей просьбе.

Вуннӑмӗш сыпӑк. Хулана хупӑрлани // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Юратма, чыс тума ыйтатӑп.

Прошу любить и жаловать.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк. Крепость // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

— Ӑҫта-ха крепӑҫӗ? — тесе ыйтатӑп тӗлӗннипе.

«Где же крепость?» — спросил я с удивлением.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк. Крепость // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Паян акӑ ман патӑмра апат ҫиме, хӑна пулма ыйтатӑп, — терӗ.

А сегодня милости просим: отобедать у меня.

Иккӗмӗш сыпӑк. Вожатый // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Май килнӗ-килмен, пӗр вӗҫӗмсӗр Антипьевна патне чупса кӗретчӗ: «Мадам, же ву при, водкӳ» (сирӗнтен ыйтатӑп эрех), — тет вара.

То и дело, бывало, к Антипьевне забежит: «Мадам, же ву при, водкю».

Пӗрремӗш сыпӑк. Гварди сержанчӗ // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Хӑвӑртрах пемешкӗн кӑна ыйтатӑп эпӗ сирӗнтен.

Об одном вас прошу: стреляйте скорее.

Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Хамӑн пӗтӗм пурнӑҫа аса илсе тухатӑп та ирӗксӗрех хамран ыйтатӑп: эпӗ мӗншӗн пурӑннӑ?

Пробегаю в памяти все мое прошедшее и спрашиваю себя невольно: зачем я жил?

Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

— Тархасшӑн, — терӗм эпӗ малалла ҫав саспах: — халех хӑвӑрӑн сӑмахусене каялла илме ыйтатӑп; ӑна пуҫран шухӑшласа кӑларнине эсир хӑвӑр питӗ лайӑх пӗлетӗр.

— Прошу вас, — продолжал я тем же тоном, — прошу вас сейчас же отказаться от ваших слов; вы очень хорошо знаете, что это выдумка.

Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Час-часах хамран ыйтатӑп вара: мӗншӗн ытла ҫине тӑрса ҫав ҫамрӑк хӗрӗн юратӑвне тупасшӑн ҫунатӑп-ха, ӑна улталасшӑн та мар-ҫке, качча та илес ҫук ӑна эпӗ?

Я часто себя спрашиваю, зачем я так упорно добиваюсь любви молоденькой девочки, которую обольстить я не хочу и на которой никогда не женюсь?

Июнӗн 3-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Ҫавӑнпа та эпӗ сиртен ҫавсене илме тесе пӗр-пӗр ҫынна яма е хӑвӑрах Архангельскине килсе кайма ыйтатӑп.

Поэтому прошу Вас прислать за ними или приехать лично в Архангельск,

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех